Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сулахайри пӗрремӗш вертикаль йӗр патне ҫитрӗм; ӑна алӑк тенӗччӗ, ҫывӑха ҫитсен тин ӑнлантӑм: ку — ансӑр арккӑ, ҫак тӗлтен темӗнле тӗттӗм ҫӗрелле, аялалла, ансӑр йӑрӑм пусма анать, — витӗр курӑнакан чукун картлашкасемпе, пӑхӑр карлӑксемпе.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Бомба ман кӑмӑлӑма килнӗ хытӑ сасӑпа кӗрӗслетсе ҫурӑлса кайрӗ те, шӑплӑха тахҫанах ҫурса пӗр тӗлтен тепӗр вырӑна сике-сике янтраса кӗрлесе илчӗ.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Стена ҫумӗнче ӑшчиккине ҫавӑрса кӑларнӑ кивӗ ҫӗмрӗк диван ларать, ҫитти вырӑнне ашӑк витнӗ, одеял вырӑнне — илемле, анчах темиҫе тӗлтен ҫунтарса шӑтарнӑ ковер татӑкӗ витнӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Бинта ҫирӗплетсен Тинг ӑна шупка хӗрлӗ пӑнчӑ тухнӑ тӗлтен чуп турӗ.Скрепив бинт, Тинг поцеловал его в проступающее на нем розовое пятно.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫӳлте лум сасси илтӗнни-илтӗнменнине тӗрӗслес йӳтӗмпе Стомадор чул сарнӑ ҫул ҫине тухрӗ, аялтан, Тергенс чавнӑ тӗлтен, хӑлхине тӑратсах тӑнлать пулин те ҫӳлте вӑйсӑр сасӑсене кӑна илтет: ҫӑм ҫӗлӗк ӳкнине евӗрлекен чӑштӑртатусем ӑҫтан тухнине палӑртаймастӑн.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Пусӑн малти стенине, тӗрме енчине, — терӗ Дан Тергенс — катмакне аллинчен вӗҫертменскер, — чӑнкӑ ҫӗртен тан туса тикӗслемелле, сулахай стенана та ҫавнашкалах, ҫав тӗлтен вара ҫул — малалла!
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗр е икӗ кун ҫухатса вӗсем, паллах, каялла таврӑнаятчӗҫ, анчах умра инҫетре, аялта, Асцендӑн ҫинҫе йӑлмакӗ йӑлтӑртатса йыхӑрать, вӑл кукӑрӑлнӑ тӗлтен сылтӑмра Хӗвеллӗ Тусен ылтӑнпа пуян юппи тӑсӑлса выртать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Кольбер пушмак кӗллипе темиҫе тӗлтен лапчӑннӑ ҫӗлен Джойӑн кӗре ӳчӗ ҫинче тӗссӗрленнӗ ылтӑн пек йӑлтӑртатать.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Паллӑ мар сунарҫӑ, хӑйӗн кӑвайтне тин ҫеҫ пӑрахса хӑварнӑскер, юхан шыв хӗррипе куҫать; йывӑҫсем витӗр шыв ҫийӗнчи пушӑ уҫлӑх ҫути йӑлтӑртатать, анчах тимлӗ сунарҫӑ вӑрмантан тухма шухӑшламарӗ курӑнать, нумай пулмасть ҫак тӗлтен иртнӗ упа йӗрӗпе ту еннелле утать.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӳпепе пӗрлешнӗ тӗлтен ылтӑн ҫиппе ҫавӑрнӑскер — тинӗс ҫак хушӑра тӗлӗрет-ха; ҫыран хӗрринче ҫеҫ, шӑтӑк-путӑкри кӳлленчӗксенче, ҫӗклене-ҫӗклене шыв ҫапӑнать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Иван контужен пулнӑ тата темиҫе тӗлтен снаряд осколкисем лекнипе суранланнӑ.Иван был контужен и в нескольких местах ранен осколками снаряда.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ворошилов салтакӗсем патне чупса пырать те: — Кайӑр снарядсем ӳкнӗ тӗлтен. Винтовкӑсене пуҫтарӑр! — тесе команда парать.Ворошилов побежал к бойцам: — Выходи из линии огня. Подбери винтовки…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унтан, пурне те савӑнтарса, тахаш тӗлтен пӑравус шӑхӑртни илтӗнчӗ, вара, ҫирӗпех мар рельссем тӑрӑх домна кӑмакисем хыҫӗнчен, хӑрӑмпа хуралса ларна пӗчӗк «куккушка» шуса тухрӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл сылтӑм чышкине чӑмӑртарӗ те шӗвӗр пӳрнине револьвер кӗпҫи майлӑ малалла кӑнтарса тытрӗ, тимлесех Рассолова ҫамкинчен, унтан, хӑш тӗлтен лектерсен лайӑхрах пулни ҫинчен тавҫӑрма тӑрӑшнӑ май, «ҫӗлене» пӗрре персех тӗп тӑвас тесе, кӑкӑрӗнчен тӗллерӗ.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫеклӗсене пурне те лайӑх ҫаклатсассӑн, эпӗ канатсене ҫыхнӑ тӗлтен алла тытрӑм та карапсене туртрӑм, анчах пӗр карапӗ те вырӑнтан тапранмарӗ: вӗсем пурте якӑрсенчен ҫирӗп тытӑнса тӑраҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Наполеон чи вӑйлӑн хӑш тӗлтен пырса ҫапасси, унӑн татӑклӑ атакисен тӗп ҫул-йӗрӗ палӑрнӑ.Главный удар Наполеона, решающее направление его атак определилось.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ та стена ҫине ялан пӗр тӗлтен пеме пуҫланӑ.
Павий патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Хамӑр каҫма палӑртнӑ тӗлтен сулахай енне тата сылтӑм енне эпир икӗ пысӑк боевой группӑсем уйӑрса ятӑмӑр.Мы выдвинули две крупные боевые группы — налево и направо от намеченного места перехода.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Шоссе ҫывӑхӗнче, пӗчӗк вӑрманта, чугун ҫул урлӑ каҫмалли тӗлтен икӗ километр пек аяккарахра, вӑл машинине чарса тӑратнӑ, ӑна ӑсатакан пирӗн ҫынсем машинӑна палӑрми туса лартма пулӑшнӑ.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӑнлантарса ҫырнӑ хут ҫинче Берлин хулине Гитлерӑн хӗвелтухӑҫӗнчи, Винница хулинчен инҫех мар тӑракан ставкипе ҫыхӑнтаракан броньӑланӑ кабелӗн трасси хӑш тӗлтен иртнине кӑтартса панӑ.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.