Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак вывеска пӗчӗк магазинӑн ансӑр алӑкӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать, алӑкӑн икӗ енче — тусанлӑ алӑксем, пӗрин умӗнче Ф. Калугин ларать, — вӑл кукша, унӑн сарӑ пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, куҫӗ ҫине лупа тӑхӑнтарнӑ; ҫаврака питлӗ, патвар ҫын, вӑл пӗчӗк хыпкӑчпа сехет механизмӗ ӑшӗнче чакаланса пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пекех кулать, е кӑвак шӑрт пек уссисем айне пытаннӑ ҫаврака ҫӑварне уҫса мӗн те пулин юрлать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗчӗк пӳлӗмӗн виҫҫӗмӗш пайне вырӑсла кӑмака йышӑнать, виҫҫӗмӗш пайне — ситца чаршав хыҫӗнче тӑракан, хӗрлӗ ҫитти тӑхӑнтарнӑ темӗн чухлӗ минтер купаласа тултарнӑ иккӗн ҫывӑрмалли кровать йышӑнать, ытти вырӑна чашӑк-тирӗк хумалли шкаф, сӗтел, икӗ пукан тата чӳрече умӗнчи тенкел илемлетсе тӑраҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Француза васкасах ӑшӑтнӑ, апат ҫитерсе тӑхӑнтарнӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Вӑл хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле типтерлӗ те тӑп-тӑп пӗчӗк ҫуртра пурӑннӑ, тарҫӑсем нумаях тытман, хӑйӗн ҫыннисене вырӑсла тӑхӑнтарнӑ, вӗсене работниксем тесе чӗннӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Ку лав — козаксен обозӗнчи чи пысӑк та тӗреклӗ лав; унӑн хулӑм куҫтӑрмисене икӗ хут тӗреклӗ шина тӑхӑнтарнӑ, лавне туллиех тиесе тултарнӑ, ҫиелтен лава ҫивиттийӗсемпе, пиҫӗ вӑкӑр тирӗсемпе витнӗ, сӑмалапа сӑтӑрнӑ пӑявсемпе ҫыхса лартнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Ӑна ирӗксӗрлесе тӑхӑнтарнӑ темерӗм-ҫке.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тутар, така пуҫне патак ҫине тӑхӑнтарнӑ та, ӑна чустапа хутӑштарса ҫавӑра-ҫавӑра ӑшалать.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Акӑ, пӑх-ха: хӑй ывӑлӗ ҫара уран чупать, кӗтӳ ачине тахҫанах тӑхӑнтарнӑ.Вот погляди: свой сынишка босиком бегает, а пастушок давно обут.
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Винтовкисене пурте авӑрланӑ, штыксене тӑхӑнтарнӑ.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах пӑртак вӗрентнӗ хыҫҫӑн пӗр ҫур сехетрен, Пицци шыва чӑмрӗ те тимӗр ҫаврашка тӑхӑнтарнӑ патака илсе тухса пачӗ.Но после недолгого обучения — через полчаса — она нырнула и вернулась, держа в зубах палку с гайкой.
Пицци-водолаз // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Юпа ҫине тӑхӑнтарнӑ темӗн пысӑкӑш йывӑҫ барабан каната хӑй ҫине ҫӑмхаласа ҫаврӑнать.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унӑн кӗсменӗсем чӑмпӑлтатни, вӗсем хӑйсене тӑхӑнтарнӑ йӗкесем ҫумне пыра-пыра ҫапӑнни илтӗне пуҫларӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вияль тӑхӑнтарнӑ тум Чочоя ытлашши капӑр тата хӗстернӗ пек туйӑнать.Одежда, в которую нарядила Чочоя Вияль, казалась ему очень нарядной и стесняла его.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ку вӑл аташу, хаос, пӑтрав пулнӑ; унӑн марсоманийӗ — марша, строя юратни — (ку йӑлана вӑл хӑйӗн ачисене те парса хӑварнӑ) кулмалла, йӗрӗнмелле, ҫав вӑхӑтрах хӑрушла та пулнӑ; ҫак корона тӑхӑнтарнӑ Казимодо, салтаксем тӗрӗс маршировать туса утнӑ чух куҫҫуль кӑларсах аллипе такт ҫапса тӑнӑ, унӑн пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑнӑ, вӑл телейлӗ пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Кӑнтӑрла иртсен пӗр сехетре старике пӑхса пурӑнма хушнӑ хӗр ӑна вӑрӑм сюртук тӑхӑнтарнӑ, шурӑ галстук ҫыхса, столовӑя илсе тухнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ахмет, пашанӑн сыхлавҫи, сиксе тӑрса Сервантесӑн мӑйӗнчен вӗрен ункине тӑхӑнтарнӑ.Ахмет, телохранитель паши, подскочил и набросил петлю на шею Сервантеса.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Прелат хӑйӗн ҫуртӗнчи ҫывӑх ҫыннисене лайӑх, капӑрлатнӑ тум-тирсем тӑхӑнтарнӑ, анчах ҫитерме начар ҫитернӗ.Прелат одевал своих приближённых в нарядные, расшитые камзолы, но кормил плохо.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
…Хӑнӑхман ҫар тумтирӗ ман ҫинче шалча ҫине тӑхӑнтарнӑ пек тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Балабан нимӗҫ парашютисчӗн тумне тӑхӑнтарнӑ этем кӗлетки илсе килме хушрӗ; кӗлетке ӑшне мамӑк чышса тултарнӑ, аллисем пур тата ҫӗвӗҫсем усӑ куракан йывӑҫ кӗлеткесем пек винта ҫинче ҫаврӑнкаласа тӑма пултарать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мишӑна тумтир ҫӗлетсе тӑхӑнтарнӑ, кавалеристсен кӗске карабинне панӑ.Мише сшили форму, выпросили дли него у кавалеристов коротенький карабин.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.