Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлса (тĕпĕ: тӑсӑл) more information about the word form can be found here.
Симӗс курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӑмӑр та кайӑксен юррипе, тавралӑхпа килентӗмӗр.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ӳксе юласран, урапа ҫине тӑсӑлса выртса, ӳречесенчен ярса тытса ҫеҫ ҫӑлӑнтӑм.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ку хутӗнче вӑл мана асӑрхаттарма-ятлама пултарайманнишӗн савӑнса Ирина Алексеевна патне чупсах васкарӑм, — ура сӑнчӑртан ҫакланчӗ, — ун умне, ури патне, хӗвелре ӗнтӗркенӗ ӑман пек, тӑсӑлса выртрӑм.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юхан шывӗ симӗс пустав ҫине шупка кӑвак ҫиппе тӗрленӗ тӗррӗн пайӗ пек тӑсӑлса выртать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман ҫунтарса яракан хӗвелтен пытанса, ҫирӗк сулхӑнне ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Утса ӗшеннӗ ҫынсенчен хӑшӗ ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ, хӑшӗ чӑнах та чечек татма пуҫларӗ.

Help to translate

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сулӑ пӗве варринелле хуллен-хуллен шӑвать, хыҫран тӑсӑлса пыракан вӗтӗ-вӗтӗ шатрашкаллӑ шыв хӳре ҫинче тулса ҫитмен уйӑх ҫӑлтӑрсемпе ташлать.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тинех вӑл, хӗвелпе сывпуллашнӑн, шанклашка тураттисемпе хӑлаҫланса-хӑлаҫланса илчӗ те ӳхӗрсе, макӑрса ҫӗре ӳксе хаплатрӗ, уҫӑ вырӑна тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сиксе тӑчӗ те хурҫӑн кӗмӗлле ҫуталса тӑракан тӗсӗпе ҫуталчӗ, пружина пек тӳрленсе тӑчӗ, ӳссе, тӑсӑлса кайрӗ тейӗн, палӑк пек.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йынӑшни, тӑсӑлса пыраканскер, илтӗнет те илтӗнет.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑтӑшах ҫумӑрсем ҫуса тӑнипе вырма тӑсӑлса кайрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлама йывӑр, хӑсас килет, ыйхӑ пусать, тӑсӑлса выртас, ҫакӑнтах, юр ҫинче хускалми канас килет.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Резина пек тӑсӑлса юхать ҫул ерипен.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чупма та хӑтланса пӑхрӗ, анчах та сулахай ури сутӑнчӑклӑн айккинелле пӑрӑнчӗ те хӗрарӑм юр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ — юр пите ҫунтарса илчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле юлашки ҫӑнӑхран чуста ҫӑрнӑ вӑхӑтра вӑл кӑмака хутса ячӗ, хутаҫ ӑшне ӑшӑ нуски, кружка, кашӑк, алсиш хучӗ, унтан пӳртре ун-кун уткаларӗ те ӗҫ тупайманнипе вырӑн ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кун ыйхӑри пек тӑсӑлса кайрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑлтӑрлӑ ҫулпа танлаштарсан, ҫӗр ҫинчи Атӑл тӑршшӗпех тӑсӑлса кайнӑ, Шурӑ Атӑлӑн — Камӑн сулахай ҫыранне те ярса илнӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Карт-карт! турткаланнӑ хыҫҫӑн ахлатса ҫӗре ярт тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Халӑх икӗ ҫырма пуҫӗнчен пуҫласа Самать таран ахалех тӑсӑлса выртан ҫӗре сӑнавлӑх уйӑрса пама килӗшет.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав вышкӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫурутрав хӗррипе инҫетеллех тӑсӑлса кайнӑ.

Которые одна за другой далеко раскинулись по берегу полуострова.

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed