Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Санӑн ятупа нумай халӑха сехӗрлентерӗп, вӗсен патшисен умӗнче Хамӑн хӗҫӗме силлесессӗн, сан ҫинчен илтсе, вӗсем ҫӳҫенсе илӗҫ те эсӗ пӗтес кун самантсерен хӑйсен чунӗшӗн чӗтресе тӑрӗҫ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тинӗс пуҫлӑхӗсем пурте хӑйсен аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑрӗҫ те юпӑнчисене хывса хурӗҫ, хӑйсен тӗрӗллӗ тумӗсене хывӗҫ те, шикленӳпе пӗркенсе, ҫӗре ларӗҫ, самантсерен ҫӳҫене-ҫӳҫене илӗҫ, санран тӗлӗнӗҫ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Эпӗ Вавилон ҫине ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен аслӑ халӑхсен эшкерне ҫӗклентерсе килӗп, вӗсем ӑна хирӗҫ вырӑнаҫса тӑрӗҫ, ӑна ярса илӗҫ; вӗсенӗн ҫӗмренӗсем — ӑста ҫарҫӑ ҫӗмренӗсем, вӗсем тупӑшсӑр каялла таврӑнмаҫҫӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсенӗн тӗвисем тупӑш пулса тӑрӗҫ, йышлӑ кӗтӗвӗсем тӑшман аллине лекӗҫ; вӗсене, тӑнлав ҫинчи ҫӳҫе кастаракансене, ҫиле май вӗҫтерсе салатӑп, вӗсене пур енчен те вилӗм кӳрӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кунта мухтав юррисем илтӗнсе тӑрӗҫ, савӑнакансен шавӗ илтӗнсе тӑрӗ; Эпӗ вӗсене хунаттарӑп, вӗсен йышӗ чакмӗ, вӗсене асла кӑларӑп — вӗсем кӗҫӗне юлмӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн ҫӗрӗн тата унӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен ӑна, унӑн ывӑлне, ывӑлӗн ывӑлне пур халӑхсем пӑхӑнса тӑрӗҫ; кайран ӑна йышлӑ халӑхсем, аслӑ патшасем пӑхӑнтарӗҫ.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫак пӗтӗм ҫӗр пушхир те сехре хӑппи пулса юлӗ; ҫак халӑхсем Вавилон патшине ҫитмӗл ҫул пӑхӑнса тӑрӗҫ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫак халӑх ҫыннисен виллисем вӗҫен кайӑксенӗн, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксенӗн ҫимӗҫӗ пулса тӑрӗҫ, кайӑкӗсене хӑваласа яракан та пулмӗ.33. И будут трупы народа сего пищею птицам небесным и зверям земным, и некому будет отгонять их.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ пултарас ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр яланах Хамӑн сӑнӑм умӗнче тӑнӑ пек, сирӗн вӑрлӑхӑр та, сирӗн ятӑр та Ман умӑмрах тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ют ҫӗр ҫыннисем килӗҫ те сирӗн выльӑхӑра кӗтме пуҫлӗҫ; ют ҫӗршыв ҫыннисен ывӑлӗсем сирӗн ҫӗре ӗҫлесе тӑрӗҫ, пахчӑрсенче — иҫӗм пахчисенче — ӗҫлӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн хапхусем яланах уҫӑ тӑрӗҫ, сан патна халӑхсен пурлӑхне тиесе килмешкӗн, вӗсен патшисене илсе ҫитермешкӗн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хупӑнмӗҫ вӗсем.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара ют халӑхсен ывӑлӗсем санӑн хӳмӳсене хӑпартӗҫ, вӗсенӗн патшисем саншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ: Эпӗ сана ҫиллӗм килнӗ чухне пӗтерсе тӑтӑм, халӗ саншӑн кӑмӑллӑ пулӑп, саншӑн ырӑ пулӑп.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн тӳрӗлӗхӗм ҫывӑхрах; Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм та ҫӗкленсе тухать; вара Манӑн аллӑм халӑхсене сут тӑвӗ; утравсем Мана шанма пуҫлӗҫ, Манӑн хӑватӑма шанса тӑрӗҫ.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа, Израиле Хӑтараканӗ, унӑн Святойӗ пурте курайман чурине, халӑх хӑртакан чурине, патшасен чурине ҫапла калать: патшасем курӗҫ те — ура ҫине тӑрӗҫ; аслӑ ҫынсем вара шанчӑклӑ Ҫӳлхуҫанӑн, Хӑвна суйласа илнӗ Израиль Святойӗн ячӗпе Сана пуҫҫапӗҫ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене, хӑвӑнпа тӑшманла пурӑнакансене, шырӑн та — тупаймӑн эсӗ; санпала кӗрешекенсем нимӗн те мар, пачах нимӗн те мар пулса тӑрӗҫ, 13. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана сылтӑм аллунтан тытса тӑратӑп та: «ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп» теетӗп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара куракансен куҫӗсем хупӑнмӗҫ, илтекенсен хӑлхисем тӑнласах тӑрӗҫ.3. И очи видящих не будут закрываемы, и уши слышащих будут внимать.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Патша патшалӑха тӳрӗлӗхпе тытса тӑрӗ, аслӑ ҫынсем саккуна пӑхӑнса, тӗрӗссине туса тӑрӗҫ; 2. вӗсем кашнийӗ ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх пек, пушхирти ҫӑлкуҫӗ пек, ҫунса-ӗнсе выртакан ҫӗрти ҫӳллӗ тӑвӑн сулхӑн ӗмӗлки пек пулӗҫ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Санӑн вилнӗ ҫыннусем чӗрӗлӗҫ, вилнӗ ӳтсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ!
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах унӑн суту-илӗвӗ, унӑн тупӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма кайӗ; тупӑшӗ пӳлмере купаланса выртмӗ, питӗрӗнсе тӑмӗ: унӑн суту-илӳ тупӑшне Ҫӳлхуҫа умӗнче пурӑнакансене вӗсем тӑраниччен ҫиччӗр, питӗ тум тӑхӑнса ҫӳреччӗр тесе парса тӑрӗҫ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑ кун Египетран Ассири ҫӗрне пысӑк ҫул уҫӑлӗ, Ассур вара Египета, Египет ҫыннисем Ассирие килсе ҫӳрӗҫ; Египет ҫыннисем Ассири ҫыннисемпе пӗрле Турра ӗҫлесе тӑрӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.