Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑнса (тĕпĕ: тӑрӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫук, тӑрӑнса ӳкес пек ӗҫлесен те ҫемйине тӑрантармалӑх ҫӑкӑр тупайман Михалькки.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хӑрӑк тунката тӑррине тӑрӑнса кӑкӑрне кӑна ыраттарнӑччӗ вӑл, ҫавна май ура ҫине чиперех тӑчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пилӗкултӑ метр чупнӑ ача тӗнкӗлт-тӗнкӗлт тӑрӑнса кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Савантер учӗ сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, ҫӗмрен ватӑ ҫӑкана панлатса пырса ҫапӑнчӗ те тем тарӑнӑш тӑрӑнса ларчӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахпӑлат учӗ хыттӑн туртӑнса илчӗ те темиҫе шит аялалла тӑрӑнса анчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӗшик! — турӗ вӑл, ҫавӑнтах малти юланутҫӑна сулахай хул лапатки айӗнчен тӑрӑнса ларчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла юрӑ юрласа Сившу туйӗн картипе Пырса кӗчӗ тӑрӑнса Икӗ арӑм таш ҫине.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл аллинчи стаканне ҫӗр ҫине тӳнк! лартанҫи турӗ те (стаканӗ ҫавӑнтах тӳнсе кайрӗ), кутяккине выҫӑпа касӑлнӑ кӑткӑ ҫыртса илнӗ пек, ярт! сиксе тӑрса, малалла чикӗнтернӗ пуҫӗпе «сӑнӑланса», яштака, йӑвӑ хӑвалӑхалла чӑшт-чашт! тӑрӑнса ҫухалчӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Виҫҫӗмӗш ҫынна автобус алӑкӗнчен кӑларнӑ чух алӑкӑн аялти тӑпси тӗлӗнче унӑн сулахай урин пакӑлчакне темле шӗвӗр тимӗр япала тӑрӑнса кӗчӗ, вара суранран юн палкама пуҫларӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑш-пӗр тӑрнаккайӑн мӑкӑрӑлчӑк ҫара ҫамки пек тӗмеске ҫине хӑпарса ҫитрӗ ҫеҫ — сасартӑк пӗр ури, хӑй айӗнче нимле ҫӗре те туймасӑр, ва-а-а-ашш! путса анса кайрӗ — Пурис аялалла пуҫхӗрлӗн чуу! виркӗнчӗ, ҫавӑнтах ҫамки темле кӳпшеке тӑпрана, лӑт! тӑрӑнса, ҫаврака тукмак пек пусӑрӑнса кӗчӗ, сулахай кӑкӑр шӑммине тем хытти чӑтма ҫук ыраттарса илчӗ, урӑх вӑл, сӗмне пач ҫухатса, нимӗн те тӑна хываймарӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ура лаппи ыраткаларӗ-ха тата: лачкам исленнӗ пушмакӗн шатри ҫийӗнсе пӗтнӗ тӗпӗ витӗр ҫӗрти мӑкӑльтумхах, ытти хытти-ҫивӗччи чуллӑн-пӑталлӑн тӑрӑнса, шӑйӑрса, чиксе, хӑпӑлантарса кӑларнӑ ӑна.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-пӗр тӗлте е йывӑҫӑн хӑйпӑнчӑкне, е хуҫӑлнӑ турат тӗпне, е йӗплӗ вулӑллӑ тӗмӗ ҫине пыра-пыра тӗрӗнсе, тӑрӑнса, Ула Тимӗр ал лапписемпе пӳрнисене ыраттарса, юнлантарса, шӑрпӑк та кӗрткелесе пӗтерчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн ҫумӑрпа лепӗркеленнӗ, сӑпӑрчӑк ҫул та палӑрми пулчӗ, ҫавна пула Ула Тимӗр пӗр-ик хут та умри лапра кӳлленчӗкӗсене пыра-пыра тӑрӑнса лампӑртаттарчӗ, лапӑртаттарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Миҫе хутчен пуҫхӗрлӗ тӑрӑнса сӑмсаран юн кӑларман-ши тата?

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫул пӑрлак пулнӑран, ӑна тасатманран, водитель руле итлеттереймен – кӗпер ҫинчи тимӗр картана пырса тӑрӑнса ҫырманалла ӳкнӗ.

По причине того, что дорога была покрыта льдом, а также из-за того, что ее вовремя не расчищали, водитель не смог справиться с управлением транспорта — он врезался в железный поручень на мосту и свалился в овраг.

Патӑрьел районӗнче машина кӗпертен ҫырмана чӑмнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34226.html

Эпӗ каллех ҫӗрелле тӑрӑнса кайрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Элекҫей ҫеҫ ҫав-ҫавах пуҫӗнче сӑвӑс пек тӑрӑнса ларчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнинчен инҫех мар пӑрӑвӗ тӑрӑнса аннӑ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ пукан ҫине тӑрӑнса анчӗ, унтан ҫӗре кӗмсӗртетсе ӳкрӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кинжал, вӗҫӗпе ӳксе, урайне тӑрӑнса ларчӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed