Шырав
Шырав ĕçĕ:
Плащ аркине вӑйлӑ ҫил татса илесле тӑрмалать.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Шалтан Иван пичче аллипе тӑрмалать.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл хыпаланса, вӑрӑммӑн яра-яра пусса утать, ӑна канӑҫсӑрлӑх тӳсӗмсӗррӗн тӑрмалать, вӑл кая юласран, ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ темӗскер патне вӑхӑтра ҫитеймесрен хӑрать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Гупи ҫӳҫне тӑрмалать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пӑшал пускӑчӗ пемесӗр шаклатсан этем темиҫе самант пуля тухса каятех пуль тесе кӗтет — туллин ӑнланиччен; шалти шутлав халӗ нервсене пӗр вӑхӑт шӑпах ҫапла тӑрмалать, кӑштахран — шӑв-шав, кулӑ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кӑмӑл пӑлханӑвӗ тамалчӗ, хырӑм выҫҫине ҫухалнӑ ҫӑкӑр кӑтӑкласа тӑрмалать.Когда возбуждение улеглось, Нок вспомнил о потерянном хлебе.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫил-тӑман питрен ҫапса тӑрмалать.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аэлитӑн кӗрӗкӗ ҫинчи юр пек шурӑ ҫӑма ҫил тӑрмалать.
Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аллине кӑларса хунӑ та утиял хӗррине пӳрнисемпе тӑрмалать.
Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫил унӑн ҫӳҫне тӑрмалать.
XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫывӑракан Ваҫҫукӑн ҫамки ҫинчи хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркисене ҫил вӗҫтерет, Мазинӑн лӑпкӑ та тулли пит-куҫне питҫӑмартисене, тути-ҫӑварне уҫӑ сывлӑш сӗртӗнсе кӑтӑклать, аялти полка ҫинче сарӑлса выртакан Петя Русаковӑн вӑрӑм куҫхаршине хумхатать, амӑшӗ ҫинчен шухӑшласа выртнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ Сашӑн кӑмӑллӑ питне ачашлать, Одинцовӑн сарӑ ҫӳҫне тӑрмалать, Малютинӑн шурӑхса кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса илет, унтан ҫав ҫил, чарӑна пӗлмесӗр, куршӗри куппесене пырса кӗрет, Лида Зоринӑн ҫивӗтрен тухса кайнӑ ҫӳҫӗн пайӑркисене пӑтраштарать, Синицынӑн ыйхӑпа хӗрелсе кайнӑ пичӗ тӑрӑх юхать, аллисене пуҫ айне хурса выртнӑ Валя Степановӑн пӗчӗкҫӗ питне пырса перӗнет…
40 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унӑн сарӑ ҫӳҫне ҫил тӑрмалать.
4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Чуна сивӗтет, ӗненӗве тӑрмалать.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Хура ҫӳҫлӗ, тӗксӗм те илемлӗ сӑн-питлӗ, тирпейлӗ тумланнӑ ҫамрӑк моряк, кресло ҫинче канӑҫсӑррӑн йӑшӑлтатса ларнӑ май, аллинче «Аскольд» тесе ҫырнӑ хӑюллӑ бескозыркине ҫавӑркаласа тӑрмалать.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Мӑнттай Цибуля сарлака сухалне салхулӑн тӑрмалать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Тарӑхнипе старик хӑйӗн пӗчӗк сухалне тӑрмалать, вӑхӑтран вӑхӑта, ҫинҫе сасӑпа янӑратса, юхтарса кӑларнӑ ҫӑмарта пек пушӑ та вӑрӑм сӑмах калакан, чарӑна пӗлмен кукша пуҫлӑ пӗчӗк ҫын ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха илет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ун чӗрҫи ҫинче сарӑ кушак ҫури выртать, чӗрнисемпе утмӑл турат ҫыххине тӑрмалать вӑл.На коленях у нее лежал рыжий котенок и теребил лапами букет васильков.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ҫурхи хӗвел хаваслӑн пӑхать, уҫӑ ҫил ҫӳҫсене тӑрмалать.Весеннее солнце радостно греет, свежий ветер волосы поднимает вверх.
Туслӑх ҫирӗпленсе пырать // Владимир ИЛЬИН. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.
Ҫил ӑна пиҫӗ хулла авнӑ пек ҫӗр ҫумнелле авса лӑпчӑтать, кассӑн-кассӑн юхса килсе тӑрмалать, тӗмескелентерсе тулашать, кӑвакрах шурӑ сарӑ хумсене е кӑнтӑралла, е хӗвеланӑҫнелле хӑвалать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун ҫийӗн, темскер ухтарнӑ пек, типӗ ҫил кассӑн-кассӑн варкӑшса иртет, чӑштӑртатакан курӑк тӗмӗсене тӑрмалать, хӑйӑрпа тусана арпаштарса вӗҫтерет.По ней шарили сухие ветры, мяли шершавую траву, сучили пески и пыль.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1
- 2