Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑркачах (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Турӑҫӑм! — кӑшкӑрса ячӗ Павӑл, — Пӗрер татӑкӑн майлаштарса ҫыпӑҫтарнӑ апӑршасем, кӑтартма ҫав-ҫавах пулас ҫуккине пӗле тӑркачах!..

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хусан мӑрсисем икӗ питлӗ те ултавлӑ пулнине пӗле тӑркачах эпир кунта хамӑра хӳтӗлемелӗх ҫар тытмарӑмӑр.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара ашшӗ хӑйне хытӑ вӑрҫассине пӗле тӑркачах Тукай авланса ячӗ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Выҫлӑх ҫитессе кура тӑркачах алӑсене усса ларӑпӑр-и?

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпӗ сире малтан калани пӗтӗмпех тӗрӗс, — терӗ Кук курупкана аркатса, — урӑхла каласан — эпӗ элекҫӗ, хам пӗле тӑркачах — элекҫӗ, кӑмӑлӑм ыйтнипе те, юлашкинчен — эстетика туртӑмӗпе те.

— Как я вам себя рекомендовал, это все верно, — говорил Кук, бешено разламывая коробку, — то есть что я сплетник, сплетник по убеждению, по призванию, наконец — по эстетическому уклону.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хама кӑнттам-чурӑс выльӑхпа танлаштарса ятларӑм, ку тӗрӗс маррине пӗле тӑркачах халӑх хушшинче хама йывӑррӑн ӳпкелесе, усӑсӑр ӳкӗнӳпе ҫӳрерӗм.

Я выругал себя грубым животным, и хотя это было несправедливо, пробирался среди толпы с бесполезным раскаянием, тягостно упрекая себя.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гент ҫакна ӑнланса, ӑшпа аптӑрассине пӗле тӑркачах теветкелленсе шӗвеке сыпкӑмларӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн король хӑюлланчӗ те куркана пушатрӗ.

Тогда, рискуя получить расстройство желудка, Гент отпил глоток, после чего и король, собравшись с духом, опустошил чашку.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эпӗ сирӗн пирки юм тунине пӗле тӑркачах эсир виҫ ҫӗр вун пиллӗкмӗш страницӑран ҫухалтӑр.

— Вы исчезли с триста пятнадцатой страницы, хотя должны были гнать, что я гадаю на вас.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

«Сана хам май ҫавӑрма пултарайманшӑн хама нихӑҫан та каҫармӑп. Пӗле тӑркачах усал ҫынсенчен упраймарӑм сана», — калаҫрӗ тепри.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Пулма пултарать, — хуравларӗ Галя Тамарӑн тӑван ҫуккине пӗле тӑркачах.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӑл вара Саша ыйтнине пӗле тӑркачах яла таврӑнмарӗ, хыпар та ямарӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Рита Аня ҫинчен яланах япӑх калаҫнине пӗле тӑркачах ӑна качча илчӗ.

Он женился на ней, зная, что Рита всегда плохо отзывается об Ане.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ӑна вара пӗрле ӗҫлекенсем ун пӑрушӗсем нихӑҫан та выҫӑ пулманнине, каяш ӑшӗнче выртманнине пӗле тӑркачах пухура хура шывпа сапрӗҫ.

На собрании же, зная, что ее телята никогда не голодали и не лежали в испражнениях, коллеги облили ее грязной водой.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ӗҫ законсӑррине, тӗрӗс маррине пӗле тӑркачах адвакатсемпе стряпчисене ҫав ӗҫе хӳтӗлеме ирӗк панӑ-и?

Дозволено ли адвокатам и стряпчим выступать ходатаями по заведомо несправедливым и беззаконным делам?

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Его величество патне Блефуску императорӗ патӗнчен килӗшӳ ыйтма посольство килсен, асӑннӑ Флестрин, сутӑнчӑк ҫын пек пулса, пирӗн аслӑ императорӑн кӗрет тӑшманӗ пулнӑ, унпа кӗрет вӑрҫӑ вӑрҫнӑ патшана пулӑшнине пӗле тӑркачах, асӑннӑ посолсене пулӑшнӑ, вӗсен хутне кӗнӗ, вӗсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсене йӑпатса савӑнтарнӑ.

По прибытии посольства от двора Блефуску ко двору его величества с просьбой о мире вышеназванный Флестрин, как вероломный изменник, помогал, поощрял, ободрял и увеселял упомянутых послов, хорошо зная, что они слуги монарха, который еще недавно был открытым врагом его императорского величества и вел открытую войну с упомянутым величеством.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Нуши-асапӗ йӑтӑнса анасса пӗле тӑркачах, хӑтӑлас тесессӗн те унтан ниепле те хӑтӑлма май ҫуккине кура тӑркачах — пурччӗ пек ҫак виҫӗ кун тӑршшинче шанчӑк, асам ярт! ҫуталса илессе кӗтсе амаланатчӗ пек чӗре хӳттинче темӗн .

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗттӗмлӗх ӑна, ыталаса тытса, вӑраххӑн илсе пынӑ, Фома, хӑйне таҫта туртса кайнине сиссе тӑркачах, чарӑнман, унӑн чарӑнма кӑмӑл та пулман.

Темнота обнимала его и медленно влекла за собою, а Фома ощущал, как его тянет куда-то, и не имел желания остановить себя.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тӑчӗ Виталий, ҫӗлӗкне илсе тӑхӑнчӗ, купӑсне йӑтрӗ те, чӗнне хулпуҫҫийӗ урлӑ ҫакса, ни Динӑна, ни Никандра шӑл шурри те кӑтартмасӑр урӑх, юррин ахаль те хурлӑ та ӗсӗклевлӗ кӗввине пушех те хурлӑрах, ӗсӗклевлӗрех сӗтӗрттерсе, вӑхӑчӗ янӑрашмалли-ҫуйӑхашмалли маррине пӗле тӑркачах, купӑс ҫемми май чунӗнче тӑлпаланнӑ юррине вӑйлӑн та ҫилӗллӗн янраттарса ячӗ:

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эп юри, пӗле тӑркачах тесе мар…

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ятламалли нимӗн те ҫуккине пӗле тӑркачах ятларӑм.

Хотя в душе и понимал, что ругать его не за что.

7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed