Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Хӑвӑн ҫулна ҫав арӑмран аякра тыт, унӑн алӑкӗ патне ан ҫывӑхар: 9. хӑвӑн сывлӑхна ыттисене, пурӑнас кунҫулна асаплантаракана памалла ан пултӑр; 10. санӑн вӑй-хӑватупа юттисем тӑранса ан пурӑнччӑр, санӑн ӗҫӳ-хӗлӳ ют килшӗн ан пултӑр.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсӗ хӑвӑн аллу ӗҫӗпе тӑранса пурӑнӑн: телейлӗ эсӗ, сана лайӑх пулӗ!2. Ты будешь есть от трудов рук твоих: блажен ты, и благо тебе!
Пс 127 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна. 15. Хама тархасласанах илтӗп ӑна; хурлӑхӗнче унпа пӗрле пулӑп; ӑна хӑтарӑп, ӑна асла кӑларӑп, 16. тӑранса ҫитиччен пурӑнтарӑп, ӑна Хам ҫӑлнине кӑтартӑп».
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Акӑ халӗ чурасем эпир; Эсӗ пирӗн аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче унӑн паха ҫимӗҫӗпе, унӑн ырӑлӑхӗпе тӑранса пурӑнас вырӑнне эпир чураланса пурӑнатпӑр.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Елисей ӑна: халь кай та ҫу сут, парӑмусене парса тат; мӗн юлнипе эсӗ ывӑлусемпе тӑранса пурӑнӑн, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Галаадри Верзеллий ывӑлӗсемпе вара ырӑ пул, вӗсем санӑн сӗтелӳнтен тӑранса пурӑнакансем хушшинче пулччӑр: эпӗ Авессалом пиччӳнтен тарса ҫӳренӗ чухне вӗсем ман патӑма пынӑччӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ; 10. ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хам валли вара шанчӑклӑ священник лартӑп; вӑл Манӑн чӗрем, Манӑн чунӑм ыйтнӑ пек туса тӑрӗ; унӑн килне те ҫирӗп тӑвӑп; вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Эпӗ ҫу сӗрсе янӑскерӗ умӗнче ҫӳрӗ; 36. вара санӑн килӳнте чӗрӗ юлнисенчен кашниех ун патне пӗр гера кӗмӗлшӗн, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӗлеме пырӗ: «тӑранса пурӑнмалӑх пӗр-пӗр левит ӗҫне явӑҫтарсам мана» тейӗ, тет.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ; 4. вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Завулон ҫинчен каланӑ: эй Завулон, хӑвӑн ҫулупа ҫӳресе савӑн, эй Иссахар, эсӗ те хӑвӑн чатӑрусенче савӑн; 19. вӗсем халӑха ту ҫине чӗнсе пуҫтараҫҫӗ, унта, саккун хушнӑ пек, парне кӳме выльӑх пусаҫҫӗ: вӗсем тинӗс пуянлӑхӗпе, хӑйӑр айӗнче выртакан мулпала тӑранса пурӑнаҫҫӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Левит священниксемшӗн, Левийӗн пӗтӗм йӑхӗшӗн, Израильпе пӗрле пай та, еткер ҫӗр те пулмӗ: вӗсен Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесемпе, Унӑн пайӗпе тӑранса пурӑнмалла; 2. хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче унӑн еткерлӗх пулмӗ: Турӑ ӑна хӑйне каланӑ пек, унӑн еткерлӗхӗ — Ҫӳлхуҫа Хӑй.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн ҫӗрне ултӑ ҫул акса ҫимӗҫ пуҫтарса тӑр, 11. ҫиччӗмӗш ҫулне ӑна кантарма хӑвар, унпа чухӑнсем тӑранса пурӑнччӑр, вӗсем хыҫҫӑн юлнипе хирти кайӑксем тӑранччӑр; хӑвӑн иҫӗм ҫырли пахчипе ҫу йывӑҫӗ тӗлӗшӗнчен те ҫаплах ту.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акса тухӑр; 24. вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑранса пурӑнма юлӗ, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. [Иосиф] апӑссен ҫӗрне ҫеҫ туянман, мӗншӗн тесессӗн апӑссене фараон ҫӗрӗнчен пай татса панӑ, вӗсем фараон татса панӑ ҫӗртен тӑранса пурӑннӑ; ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ҫӗрне сутман.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Адама вара ҫапла каланӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑранса пурӑнӑн; 18. ҫӗр сана йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем ӳстерсе парӗ; эсӗ хирти курӑкпа тӑранса пурӑнӑн; 19. ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ.
Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.