Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасть (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Пӑхма вӑл ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть пек, тумтирӗ те ыттисеннипе пӗрешкелех, анчах утти, сӑн-сӑпачӗ ытла та паллӑ-ҫке Хура Ҫимуншӑн!

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван пичче те ахаль тӑмасть, пӗр кӗтесре ванчӑк ҫуна тӳрлетет.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уйрӑмах кӗркунне, хирти тырӑсене пуҫтарса кӗрсен, шыв арманӗ халӑхран пушанса тӑмасть.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑрҫӑ командира та, салтака та уйӑрса тӑмасть.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь Гитлер ватти-вӗттине те уйӑрса тӑмасть — речӗпе турать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яла килнӗренпе колхоза сахал мар пулӑшрӗ, мӗнле ӗҫ хушсан та, ӳркенсе тӑмасть.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫа-тенкине пӗрре те хӗрхенсе тӑмасть Роберт, темле кучченеҫ илсе пама та хатӗр чипер хӗре.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртенпе урӑлса ҫитмен Уканӗ те ӑна-кӑна шухӑшласа тӑмасть — тӗпелтен ухват ярса илсе Кулюккана лашанни пек сарлака ҫурӑмӗ урлах пырса ҫапать.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрах та тӑмасть, пуҫ тӑрринчех арман чулӗ евӗр кӗмсӗр-кӗмсӗр туса, аслати сасси йывӑррӑн кусса каять.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял куштанӗсем сивӗ куҫпа пӑхнинчен хӑраса тӑмасть вӑл, ытти хастарлӑ ҫамрӑксемпе пӗрле кивӗ шкул ҫуртӗнче спектакльсем лартать: вӑрӑм ҫӳҫлӗ пупсенчен, такана хырӑмлӑ кулаксенчен кулни те, ҫамрӑксем пӗр-пӗрне ҫӗнӗлле юратни те, Сетнерпе Нарспи вӑрмана тарни те — пурте, пурте пулнӑ!..

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, ҫавӑнпа кӗҫех харпӑр хутшӑну та улшӑнӗ.

Жизнь не стоит на месте, поэтому совсем скоро личные отношения тоже поменяются.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эппин, унта документла чӑнлӑхӗ тӗп вырӑнта тӑмасть.

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Йӗркеллӗ критик хӑйне килӗшменнине калама вӑтанса тӑмасть ӗнтӗ.

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Самар тӑрӑхӗ Чӑваш Республикинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫум курӑк та кӗтсе тӑмасть, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ашкӑрсах ӳсет.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Анчах ача-пӑча, тумтирӗ питӗ пулмасан та, сивӗрен чӗтресе-хӑраса тӑмасть.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Ҫиҫӗм, хӑраманнине те, хӑраканнине те тиркесе тӑмасть — килет те шартлаттарать.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хӗрӗм, эпӗ ҫапла шутлатӑп: тен вӑл чӑнахах та сан кӑмӑлна тивӗҫтерсех ҫитермест, анчах куккукла ӗмӗр пӗччен пурӑниччен унпа пӗрлешсен аванрах пулмӗ-и. Нимӗнле ӗҫрен те хӑраса-вӑтанса тӑмасть, килне-ҫуртне типтерлӗ тытать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Мадейрӑра субтропик Вӑтаҫӗр тинӗс климачӗ (Кёппенӑн климат классификацийӗпе: Csb), вӑл тӗнчери чи ҫемҫе ҫанталӑксенчен пӗри — хӗллехипе ҫуллахи кӑнтӑр вӑхӑтӗнчи температура пӗр-пӗринчен 7°C ытла уйрӑлса тӑмасть.

На Мадейре господствует субтропический Средиземноморский климат (Классификация климатов Кёппена: Csb), один из самых мягких в мире — разница между дневными зимними и летними температурами не превышает 7 °C.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Халӗ вӑл тухса калаҫма хӑнӑхса пырать, малтанхи евӗр аптраса тӑмасть, вӑрманта йывӑҫсене пӗр майлӑ тӳнтернӗ пек, сӑмаха майӗпен, йӗркипе илсе пырать.

Help to translate

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed