Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Ҫав чӗлхе таса ҫынсене ярса илеймӗ, вӗсем унӑн ҫулӑмӗпе ҫунса каймӗҫ; 26. унӑн ҫулӑмне Ҫӳлхуҫаран сивӗнекенсем кӗрсе ӳкӗҫ; вут-ҫулӑм ҫавсене хыпса илӗ, сӳнмӗ: вӑл вӗсем ҫине арӑслан пек сиксе ларӗ, вӗсене барс пек туласа тӑкӗ.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйӗн ҫилли кунӗнче патшасене пӗтерсе тӑкӗ; 6. халӑхсене сут тӑвӗ, ҫӗр ҫине вилӗ тултарӗ, анлӑ ҫӗр ҫинче пуҫсене ҫапса ҫӗмӗрӗ.
Пс 109 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем унта хӑрамалла мар ҫӗртех сехӗрленсе ӳкӗҫ: сана хирӗҫ пыракансенӗн шӑмми-шаккине Турӑ салатса тӑкӗ.6. Там убоятся они страха, где нет страха, ибо рассыплет Бог кости ополчающихся против тебя.
Пс 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн алли пултарнине вырӑна хумаҫҫӗ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкӗ, текех ҫӗклентермӗ.
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑв ҫилленнӗ вӑхӑтра Эсӗ вӗсене хӗрсе ҫунакан кӑмака пек тӑватӑн; Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе пӗтерсе тӑкӗ, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Иҫӗм сапаки евӗр тӑкӗ вӑл пиҫсе ҫитмен ҫырлине, ҫу йывӑҫӗ евӗр ҫухатса пӗтерӗ ҫеҫкине.33. Сбросит он, как виноградная лоза, недозрелую ягоду свою и, как маслина, стряхнет цвет свой.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Ҫӳлхуҫа Израиле ҫӗнӗ патша лартса парӗ, лешӗ ӗнтӗ ҫав кунах Иеровоам килне пӗтерсе тӑкӗ; час-и? часах.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кунта юлнисене сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа Туррӑр Хӑй хӑваласа ярӗ, [мӗн вӗлеричченех хӳтерӗ; вӗсене, вӗсенӗн патшисене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкмашкӑн вӗсем ҫине тискер кайӑксем ярӗ], Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пек, эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илччӗр тесе, вӗсене сирӗн умӑрта пӗтерсе тӑкӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана тапӑнакан тӑшманусене Ҫӳлхуҫа хӑвӑн умӑнта ҫӗмӗрсе тӑкӗ; сана хирӗҫ вӗсем пӗр ҫулпа ҫӗкленсе тухӗҫ, тарасса вара санран ҫичӗ ҫулпа тарса кайӗҫ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тасалакан ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатӗ, хӑйӗн пӗтӗм ҫӳҫне касса ярӗ, вара шывпа ҫӑвӑнӗ те таса пулӗ; унтан тапӑра кӗрӗ, ҫичӗ кун хушши хӑй чатӑрӗн тулашӗнче пурӑнӗ; 9. ҫиччӗмӗш кунне вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫӳҫне хырса тӑкӗ, пуҫне, сухалне, куҫ харшисене, мӗнпур ҫӳҫне хырса ярӗ, тумтирне ҫуса тасатӗ, ӳтне шывпа ҫӑвӗ, вара таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; 2. ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; 3. пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; 4. анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; 5. Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; 6. кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ; 7. эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.