Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сениэль ҫука ерсен тата тӳлев кӑна юлсан, — ӑна татма вара укҫа пулман, Гез Сениэле тӗплӗ упракан карапа — арӑмӗн ас тӑвӑмӗ евӗр — сыхласа хӑварма сӗнет; чӑнах та — Биче амӑшӗ «Чупакана» питӗ юратнӑ, унпа пӗрре ҫеҫ мар ҫул ҫӳренӗ; пӗр сӑмахпа — сыхласа хӑварас тесен ӑна капитана харпӑрлӑха памалла: суя хутпа.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Томпсон фирмин ӗҫ-хӗлӗн никӗсӗнче — тӗлӗнмеллерех меслет: питӗ хытӑ ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ е ҫав тери ывӑннӑ хыҫҫӑн тӗттӗмре вӑранса кайнӑ чухнехилле — ҫын ас тӑвӑмӗ кӗске вӑхӑтлӑх ҫухалнине туять; тӑна кӗнӗскер малтанах хӑй ӑҫтине пӗлмест; сӑнарлӑха кӑмӑллакансем ҫак тӑрӑма тӑсма юратаҫҫӗ, куҫӗ умне ӳкерчӗк кӑларса тӑратаҫҫӗ: акӑ ҫутӑ ҫунма пуҫлать те — вӗсем хӑйсем халиччен пулса курман, пулса курма та ӗмӗтленмен вырӑнта-мӗн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Вӗсем яланлӑхах шурӑ сийпе карӑнаҫҫӗ; юлашкинчен ҫутӑ пирки ас тӑвӑмӗ те сӗвӗрӗлсе ҫухалать.Они подернулись навсегда глухой белой пленкой; исчезло наконец и воспоминание о свете.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Вӗсем ҫӑмран ҫав тери сӗлӗм тумтир ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен шухӑшӗсене япаласене ӳкерсе кӑтартас мелпе ҫыраҫҫӗ, — ҫак пӗлӗве вӗсем юнпа илсе килнӗ, ку — ҫухалнӑ цивилизацин авалтан куҫакан ас тӑвӑмӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах, ҫапах та, негрсен юнӗнче аслӑ-хӑватлӑ иртнӗлӗхӗн ас тӑвӑмӗ юхма-куҫма чарӑнман.Но, всё же, в крови негров текло воспоминание великого прошлого.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
- 1