Шырав
Шырав ĕçĕ:
тӑванӑрсем (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
2. Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ, 3. Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр; 4. Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр аҫӑрсем пек, хӑвӑр тӑванӑрсем пек ан пулӑр: вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче саккуна пӑсса пурӑннӑ; ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӗсене ҫаратса-тустарса тухнине эсир хӑвӑрах куратӑр.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр: 10. хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Садокпа Авиафар священниксене тата Уриил, Асаия, Иоиль, Шемаия, Елиел, Аминадав левитсене чӗнсе илнӗ те 12. вӗсене ҫапла каланӑ: эсир, левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑвӑр та тасалӑр, тӑванӑрсем те тасалччӑр, вара Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине эпӗ ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килӗр, 13. леш хутӗнче эпир ҫакна мӗнле тумаллине Турӑран ыйтмарӑмӑр та, ҫав ӗҫе эсир тумарӑр та, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире ҫапса ӳкерчӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ: 13. хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ; 14. сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр, 15. Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене каланӑ: сирӗн тӑванӑрсем вӑрҫа каяҫҫӗ, эсир ӗнтӗ кунта юлас тетӗр-им?
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.