Шырав
Шырав ĕçĕ:
тӑванусене (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
14. Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 15. этем ывӑлӗ! санӑн тӑванусене, санӑн тӑванусене, санӑн пӗртӑванусене, пӗтӗм Израиль килне — пурне те — Иерусалимра пурӑнакансем: «Ҫӳлхуҫаран аякра пурӑнӑр; ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» тееҫҫӗ.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла ӗнтӗ, ывӑлӑм, тӑванусене юратса пурӑн, вӗсен хушшинчен арӑм илес мар тесе, тӑванусен умӗнче, хамӑр халӑхӑн ывӑлӗ-хӗрӗ хушшинче хӑвна асла ан хур, мӑнаҫланни этеме пӗтерет, ҫынна йӗркерен кӑларать, пурӑнма пӗлменнипе вара пурӑнӑҫ хӗсӗнсе ҫитет, ҫука юлатӑн: йӗркесӗр пурӑнни — выҫлӑх амӑшӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӑҫта тӳр килет, ҫавӑнта каятӑп; каялла таврӑн, хӑвӑнпа пӗрле тӑванусене те каялла тавӑр; [Ҫӳлхуҫа сана] ырӑлӑхпа шанчӑклӑх [кӳтӗр]! тенӗ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫав ҫынсем арӑма каланӑ: эхер те эсӗ акӑ ҫапла тумасассӑн, эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр: 18. эпир ҫак ҫӗр ҫине килсессӗн, эсӗ халӗ пире антарса янӑ чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса яр, хӑвӑн аҫупа аннӳне, тӑванусене, аҫун пӗтӗм кил-йышне хӑвӑн килне пуҫтар; 19. эхер те хӑшӗ те пулин санӑн килӳн алӑкӗнчен тухсассӑн, унӑн юнӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, эпир вара [эсӗ халӗ пире тупа тутарнинчен] ирӗклӗ пулӑпӑр; эхер те [санӑн] килӳнте хӑвӑнпа пӗрле ларакана пӗр алӑ пырса тивсессӗн, унӑн юнӗ пирӗн пуҫа пулӗ; 20. ҫавӑн пекех [пире кам та пулин кӳрентерсессӗн те е] эсӗ пирӗн ҫак ӗҫӗмӗр ҫинчен пӗлтерсессӗн те эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Левий йӑхӗнчен, аҫу ӑрӑвӗнчен, тухнӑ тӑванусене те ху патна ил: вӗсем сан таврашӑнта пулччӑр, сана пулӑшса тӑччӑр, эсӗ вара хӑвӑн ывӑлусемпе пӗрле Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫле; 3. вӗсем сана кӗлӗ йӗрки тума пулӑшчӑр, кӗлӗ чатӑрӗнчи пӗтӗм ӗҫе туса тӑччӑр; анчах сӑваплӑ вырӑнӑн япалисене, парне вырӑнне ан тӗкӗнччӗр, вӗсен те, сирӗн те вилмелле ан пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ; 6. Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фараон Иосифа каланӑ: хӑвӑн тӑванусене кала: эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: выльӑхӑрсем ҫине [тырӑ] тийӗр те Ханаан ҫӗрне кайӑр, те; 18. хӑвӑр аҫӑра, килӗр-йышӑра илӗр те ман патӑма тухса килӗр; эпӗ сире Египет ҫӗрӗнче чи лайӑх [вырӑн] парӑп, эсир паха ҫӗр ҫимӗҫӗ ҫисе пурӑнӑр, те.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2