Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвайман (тĕпĕ: ту) more information about the word form can be found here.
Вӗсем куҫкӗрет кулма та мӑшкӑллама пуҫласан, пӗчӗк Ваҫукӑн, ним тӑвайман енне, тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех лутӑркаса тӑкас килекен пулса каятчӗ.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тем каласан та, художник унӑн ҫамрӑк чухнехи сӑнне ҫав самантсенче курса юлнӑ пуль, енчен вӑл унӑн халь стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан портретне тӑвайман пулӗччӗ.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ӗҫне тӑвайман ҫав-ха, — сӑмах хушрӗ Потапов.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Значӑтцӑ, — терӗ вӑл халиччен тӑвайман пысӑк ӗҫе аранах туса пӗтернӗн, — пурте йӗркеллех, Эрхип Григорччӑ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сирӗн кашнийӗн вырӑнти халӑха хӑвӑр тӑвайман ӗҫсем пирки калаҫма е тата ыттисене тутаратпӑр тесе нимӗн те шантарма юрамасть, — терӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пӗр Шывхуҫи ҫеҫ ним тӑвайман енне шӑлӗсене шатӑртаттарса ним чӗнмесӗр, шыв айне ҫитсен ывӑлӗпе Эсекеле епле майпа тавӑрасси ҫинчен шухӑшласа, кавар туса пычӗ.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Ялта никам та ку таранччен ҫӑтмах мар, ырӑ пурнӑҫ та тӑвайман.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нинукпа Ванюк ним тӑвайман енне пурнӑҫ йывӑҫҫи пулнӑ вырӑна ҫурӑмпа ҫурӑмӑн пырса ларчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑшпӗрисем ҫеҫ полюс патне ҫитнӗ, анчах нихӑшӗ те унта наука ӗҫне тӑвайман.

Только некоторые из них достигли полюса, но никому не удалось произвести там научных исследований.

Ҫурҫӗр полюсӗ патне // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак элеклӗ жалобӑсене кам ҫырнине Унтрей пит лайӑх чухланӑ, анчах халлӗхе ним те тӑвайман: жалобисем пурте анонимнӑй пулнӑ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Костыльсӗр пӗр утӑм тӑвайман Тимушӑн ӑҫта вӑй!

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Этем ӑсӗ чухласа илеймен вӑрттӑнлӑх ҫук, этем алли тӑвайман ӗҫ те ҫук.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑш-пӗр чухне ним тӑвайман енне час-часах сан умӑнта хама хам айӑплаттӑм, хам ҫине хам кӳреннине кӑтартаттӑм, анчах юлашкинчен пӗрре эсӗ, ассӑн сывласа, ҫапла каларӑн:

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Апла иккен! — ним тӑвайман енне каллех пулӗм тӑрӑх утса ҫӳреме тытӑнчӗ офицер.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сюльдяшов, ҫакна илтсен, ним тӑвайман енне ури ҫине сиксе тӑчӗ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атьӑр эппин сим-пыл пичӗкине кунта кустарса килер, — терӗ вӑл ял ҫыннисене ним тӑвайман енне.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу вара, ним тӑвайман енне, путекне шыраса, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Палламан арҫын-кӑмпаҫӑ унӑн шалти «эпӗ» тенине пуҫ таймасӑр авса-куклетсе иртсе кайсан, кӑмӑлӗпе лӗкленнӗ (хаяр сӑмах нухайккӑран та хытӑ ҫапать теҫҫӗ) Пурис кӑрлаттарса ӗҫлесе ларакан машини еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫӳҫне-пуҫне хыҫалалла ласт! сулса илсе, йӑлхар пылчӑк ҫӑра-ҫӑра, хыҫалти кустӑрмисем патне пычӗ, кукленсе ларчӗ, апла та капла пӑхрӗ, сӑнарӗ, тӗпчерӗ, вара, тӳрленсе тӑрса, нимӗн тӑвайман енне каллех вӑрманалла хатӑррӑн танкӑшрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗччен тӑвайман ӗҫе ушкӑнпа пурнӑҫласан, вӑл, малтан хӑйӗн калӑпӑшӗпе хӑратса тӑнӑскер, вӗҫленнӗ тӗле малтанхи пек йывӑр туйӑнмасть.

Help to translate

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ним тӑвайман енне Тамара алӑк патӗнче выртакан чӗпӗсем патне пычӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed