Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Арӑм аллисене ҫавракалатса тутисем патне тытрӗ, мӗнпур вӑйран кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аса илсе пӳрте чупса кӗчӗ, ҫывӑракан хӗрне тытрӗ те унпа картишне чупса тухрӗ, салтӑнтарса кӗлтурӗ:

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кӑкӑрне хыпашласа пӑхрӗ, самаях имшерленнӗ иккен вӑл, чӗчӗ пуҫне тытрӗ, туртса сума хӑтланчӗ, анчах сӗт вырӑнне юн сӑрхӑнчӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачашӑн хӑрасси пуҫланчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӗҫе кайнӑ чухне те, ӗҫре те пулас ачана упраса хӑйне икӗ хут асӑрхануллӑрах тытрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кам ачисем-ха эсир, ӑҫтиҫуксем? — ял хуҫи, суя справкӑпа фронтран пӑрӑнса юлнӑскер, хӑйне патша пек тытрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсене Малюҫ йӗрлесе тытрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Инкек-асап кунта та сыхласа тытрӗ: чи шанчӑклӑ ҫимӗҫ пурин те ҫӗрме пуҫларӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ аллипе сылтӑм кӑкӑрне чӑмӑртаса тытрӗ — ҫӗр каҫа вӑл та карӑннӑ иккен.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас малтан пырса фуфайкинчен ярса тытнӑччӗ, Ваҫиле ӑна кӑҫаттипе сулмаклӑн пӗҫ хушшинчен тапрӗ; чекист йынӑшса ячӗ те ыратнӑ вырӑна аллисемпе ярса тытрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ хыҫалтан йӑпшӑнса пычӗ, салтак арӑмне ҫӳҫӗнчен ярса тытрӗ те мӗнпур вӑйӗпе туртрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пӗри ҫухалсан хӑть тепри ҫитет, — шухӑш тытрӗ вӑл.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ аллинчи патакне малалла кӑнтарса тытрӗ — мӗн ҫине те пулин пырса тӑрӑнасран.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑнах та, халӗ ҫав ҫӑткӑнсем хӑрушӑ мар: вӑрман тӑрӑхӗнче вӑл хӑйӗнчен ҫӳллӗрех сулмаклӑ ӑвӑс патак хуҫса илчӗ, ҫавӑнпа та ҫветтуй вырӑнсене Турра пуҫҫапма ҫӳрекен ҫын пек ун ҫине таянса мӑнаҫлӑ тытрӗ хӑйне, тӗттӗмлӗхе тимлӗн тинкерсе пычӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллине пушӑ витре тытрӗ те Кузнецовсен еннелле утма тӑнӑччӗ, анчах та хирӗҫ килекен Ахванеҫ мучие курсан каялла ҫаврӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӑна курни ним лайӑххине те пӗлтермест.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ӑна ҫепӗҫҫӗн аллисенчен тытрӗ, савӑннипе пулас арӑмне ҫӗклесе илчӗ те хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле савӑнса кайрӗ, икӗ аллипе те часрах кутамккине ярса тытрӗ те чупса кайрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑр ами пӗр сухарине ҫӗре ӳкичченех сиксе тытрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эс ман тимӗрҫе ӑҫта хутӑн, эсрел? — председатель уполномоченнӑя кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Правительствӑн акт залӗнчен тухнӑ чух колхоз председательне Егор Силыча НКВД форми тӑхӑннӑ, ҫутатса тӑракан питҫӑмартиллӗ шукӑль офицер ҫаннинчен ярса тытрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed