Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах та хӑйне вӑл унпа ташлама тӳр килнӗшӗн питӗ кӑмӑллӑ пулнӑн, калаҫӑвӗ те вӗсен питӗ интереслӗ пынӑн тыткалать.
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Яша хӑйне хӑй типтерлӗ те мӑнаҫлӑ тыткалать, пӑшӑрханса ӳкмест, йӑпӑлтатмасть.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗр ҫирӗм пилӗк ҫулсенчи ҫын пулӗ вӑл, хӑйне хӑй хастар тыткалать, вӑрҫкаласа илет, хушма пултарать.Это был человек лет двадцати пяти, энергичный в движениях, распорядительный и бранчливый.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унӑн пуҫӗ ҫинчи сайрарах та кӑшкарла кастарса янӑ вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫаплах тӑкӑнман-ха, хӑйне питӗ чӗрӗ тыткалать, ӑшӑ та ҫутӑ куҫӗ тараватлӑн йӑлтӑртатса тӑрать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Вӑл хӑйне лӑпкӑн тыткалать.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл кӗсел пек вӗт, амӑшӗ те асӑрханса кӑна тыткалать.
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ваҫка нихӑшне те нимӗн те каласа кӑтартмасть, ҫырура арҫынла вӑрттӑнлӑхсем пур пек тыткалать.Васька никому ничего не рассказал, сделал вид, что в письме заключены невесть какие мужские тайны.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ывӑнни хӑй аллипе тыткалать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Тӗлӗнмелле тыткалать вӑл паян хӑйне».
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Карттуспа чух ӑна яланхи сӑнӗ кӗрет, тата вӑл хӑйне хӑюллӑ тыткалать.И при кепке, естественно, обрел свой настоящий вид и уверенность.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Яков хӑйне ӑнланмалларах тыткалать: корпуссене чупса ҫӳрет, хӗрсем ҫине ачашшӑн пӑха-пӑха илет, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, вите тӑррине хӑпарса, ҫырма еннелле, шыва кӗрекен хӗрарӑмсем ҫине пӑхать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Илья хӑй те ытлашши ҫепӗҫленсе кайнӑ, ашшӗпе амӑшне «эсир» тет, аллисене кӗсйине чиксе ҫӳрет, килте хӑйне хӑй хӑна пек тыткалать, шӑллӗне антӑхса кайсах макӑрмалла йӗкӗлтет, аппӑшне те пӗрмаях темпе ҫав тери тарӑхтарать, лешӗ, нимӗн тума аптраса ҫитсе, ӑна кӗнекесемпе перет, пӗр сӑмахпа каласан, хӑйне питӗ йӗркесӗр тыткалать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Упӑшки, шухӑша кайса: — Хуняма ӑслӑ ҫын; аттене вӑл ӑста тыткалать. Ун умӗнче атте пирӗнпе те ҫемҫерех. Унӑн хӑйӗн ҫуртне сутмалла та пирӗн пата пурӑнма куҫмалла кӑна, — тенӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл хӑйне хӑй маттуррӑн тыткалать: виҫҫӗмӗш рангри военнӑй врач, госпитальте тата туберкулезный санаторинче ӗҫлет, пур ҫӗрте те ӗлкӗрет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Коля хӑйне мӑнкӑмӑллӑ, пысӑк тивӗҫпе тыткалать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ачи, ман шутпа, хастар пулас, анчах хӑйне ытла ирӗккӗн тыткалать пек.Он произвел на меня впечатление энергичного парня, только держался, пожалуй, несколько развязно.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хӑйне вӑр-вар тыткалать, ҫивӗч хӗрарӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑл хӑйне хӑй ытла ирӗккӗн тыткалать, хӑлаҫланать, хыттӑн калаҫать, кулать, ҫакна кура эсир ӑна малтанах сӗмсӗр те пуҫтах ҫын вырӑнне хуратӑр, анчах кайран ку ҫынра халь тесен халь, хӑть мӗнле пулсан та, ҫапӑҫӑва тухас кӑмӑл тапса тӑнине тавҫӑрса илетӗр, хӑрушлӑха чӑтса ирттернӗ хӑш-пӗр ҫамрӑк ҫынсем час та часах ҫавӑн пек кӑмӑлла пулса каяҫҫӗ; ҫапах та эсир, ку ӗнтӗ 4-мӗш бастионра бомбӑсемпе пульӑсем канӑҫ паманни ҫинчен каласа пама тытӑнать, тесе шухӑшласа илетӗр: ҫук, ун ҫинчен мар-мӗн!
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Климушка хӑйне герой пек тыткалать:
Йӑрӑ Манька тӗнчене урӑхлатни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Анчах вӑл хытӑ тыткалать!
Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.