Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чернилпа перосене тата хута эпӗ питех те упраса тыткалама тӑрӑшрӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Робинзон утрав ҫине лексен те хӑйне хуҫа пек тыткалама пӑрахмасть: вӑл — Эрне хуҫи, Эрне — унӑн тарҫи.
«Робинзон Крузо» // Василий Хударсем. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.
Огнянов чи хӑрушӑ самантра та хӑйне тыткалама пултаратчӗ, анчах ҫак усал хыпар ӑна шалтах виҫерен кӑларчӗ те хӑй мӗн тӑвасса пӗлмесӗр тӑчӗ.
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӑлхавҫӑсем халь ҫапӑҫӑва кӗричченех арканма ӗлкӗрнӗ ҫар пек, тискер кайӑксен ункине ҫакланнӑ кӗтӳ пек туйрӗҫ хӑйсене, хӑш-пӗрисем кӑна хӑйсене тыткалама пултарчӗҫ-ха, пӑлхав ӑнӑҫасса шанакансен шучӗ вара вӗсенчен те сахал.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Усӗрӗлнӗ пулсан, хӑвӑра тыткалама пӗлӗр!
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кандов хӑйне ыттисенчен ютшӑнарах тыткалама тытӑнчӗ, вӗсен шухӑшӗ ӑна интереслентерми пулчӗ, ҫын шӑв-шавӗнчен пӑрӑнарах тӑчӗ, тӑтӑшах ассӑн сывла пуҫларӗ; Радӑна курсан ҫеҫ чун кӗнӗ пек пулчӗ ӑна.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ тинех Огнянов килсе алӑка шаккарӗ те, Радӑна ури тытса тӑрас ҫук пек туйӑнса кайрӗ, вӑл ҫапах та хӑйне тыткалама вӑй ҫитерчӗ, алӑка пырса уҫрӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Колчо ачалла сиккелесе илчӗ те, хӑйне тыткалама пултарас тесе, каллех юрласа ячӗ:И, по-детски подпрыгнув, Колчо снова запел, чтобы овладеть собой:
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Чӑт, тӑванӑм, лӑплан, вӑй ҫитер хӑвна тыткалама; тӑшмансене эпир питӗ хаяррӑн тавӑрӑпӑр, — кунӑҫтарчӗ ӑна Огнянов.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӑкӑрне тем хӗссе-хӗссе илчӗ, кӑшкӑрса уласа ярӗччӗ те, ҫапах хӑйне аран-аран тыткалама пултарчӗ.Что-то сдавило ей грудь; хотелось громко заплакать, и она с трудом удерживалась от слез.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унтан ҫаврӑнса пӑхрӗ те мелник тухса кайманнине асӑрхарӗ; куҫ харшине пӗрсе илчӗ, хӑйне тыткалама ҫапах та вӑйне ҫитерчӗ-ха, вара ырӑ сасӑпах сӑмах хушрӗ:
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ҫын ҫинче хӑйсене тыткалама вӗренччӗр, — тет вӑл.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл хӑйне чееленме пӗлекенсем тата ҫӗтӗк-ҫурӑк чухӑнсем нумай улталанине курма пуҫланӑ, ҫитменнине тата пулӑшма тивӗҫлӗ, укҫана тыткалама пӗлекен ҫынсене те ҫав панӑ укҫа нихҫан та тенӗ пекех ҫителӗклӗ усӑ паман: вӑхӑтлӑха нушаран хӑтарать те, тепӗр ҫур ҫултан, ҫулталӑкран ҫав ҫынсем каллех нушана кӗрсе ӳкеҫҫӗ, Катерина Васильевна ҫакна та курнӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, ыттисем пек мар, урӑхла ҫын, питӗ сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ ҫын пулнӑ ҫак господин, эпӗ ҫак сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ пӗр экземпляра питӗ тӗплӗн сӑнласа пама тӑрӑшрӑм; анчах та эпӗ, витӗр курса вулаканӑм, сана ҫак йӑхран тухнӑ ҫынсемпе лайӑх калаҫма, вӗсем умӗнче хӑвна лайӑх тыткалама вӗрентесшӗн тӑрӑшмарӑм (эсӗ хӑвна ун пек тыткалама пӗлместӗн) эсӗ ун пек ҫынна нихҫан та курас ҫук; пурне те витӗр курса вулакан, сан куҫусем ун пек ҫынсене кураймаҫҫӗ, курмалла туман ҫав вӗсене; вӗсем сан куҫна курӑнмаҫҫӗ; вӗсене таса та хӑюллӑ куҫсем кӑна кураҫҫӗ; ун пек ҫын ҫинчен ҫырни сана акӑ мӗн тума кирлӗ; эсӗ тӗнчере мӗнле ҫынсем пурӑнни ҫинчен илтсе те пулин юлма пултаратӑн.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа вӑл хӑйне пурнӑҫӗнче питӗ хытӑ тыткалама пуҫланӑ.Поэтому же он стал и вообще вести самый суровый образ жизни.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата вӑл малтанхи каҫ хӑйне лайӑх тытрӗ пулсан, ытти каҫсенче хӑйне лайӑх тыткалама йывӑр пулнӑ-и ӑна?А если первый вечер он умел выдержать, то трудно ли было выдерживать себя во все следующие вечера?
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та: эрехпе сӑн-сӑпат пӗтет, вӑл сасартӑках иртме пултараймасть, ун чухне мана сӑн кӗнӗччӗ, ачаш сӑн ҫапнӑччӗ, куҫсем те ҫуталса тӑратчӗҫ; эпӗ хама та ӗлӗкхинчен урӑхла тыткалакан пултӑм, питӗ ҫепӗҫ те йӑваш калаҫма пуҫларӑм, пӗлетӗр-и, ӗҫме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах унчченхи тирпейсӗрлӗхе пула, сӑмахсене пӑтраштараттӑмччӗ, хӑш чухне мӗн каланине манса каяттӑм; ку вӑхӑт тӗлнелле эпӗ хама тыткалама та, йӗркеллӗ калаҫма та хӑнӑхса ҫитрӗм.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна шутланӑ тӑрӑх, ун йышши ҫынсем ҫеҫ хӑйсене Лопухов пек тыткалама пултарнӑ; Лопухов ҫамрӑк та ҫивӗч ҫын, питӗ кӑмӑллӑ, хӗр корсечӗн ӑшнелле шӑтарас пек пӑха-пӑха илмен, ун хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳремен, ним турткаланса тӑмасӑрах Марья Алексевнӑпа картла вылянӑ, «луччӑ эпӗ Вера Павловнӑпа ларатӑп» тесе каламан, япаласем ҫинчен калаҫас пулсан, вӑл Марья Алексевнӑпа хӑй калаҫнӑ пекех калаҫнӑн туйӑннӑ; Марья Алексевна пекех, Лопухов та тӗнчере пур ӗҫе те тупӑш илесшӗн тӑваҫҫӗ, тенӗ, ултавҫӑ улталать пулсассӑн, кунта нимӗн хӗрсе кайма та, ҫав ултавҫа пӑхӑнса тӑмалли чыс принципӗсем ҫинчен кӑшкӑрма та кирлӗ мар, ултавҫӑ хӑй вӑл пӗртте ахалех ултавҫӑ мар, унӑн хӑйӗн условийӗсене кура ҫаван пек пулмалла, вӑл ултавҫӑ пулман пулсассӑн, ҫавна тума май ҫукки ҫинчен каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ — ку вӑл, уншӑн пулсассӑн, ҫав тери ухмах та айван ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Интриганка, чееленет, пуйса каясшӑн, светски обществӑна кӗресшӗн, чаплӑ ҫӳресшӗн, упӑшкине пӗр сӑмах та калаттарас ҫук, тыткалама пӗлӗ, улталӗ ӑна теҫҫӗ, — ман ҫинчен пурте ҫапла шутлаҫҫӗ, пӗлместӗп-им эпӗ ӑна?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне амӑшӗпе унчченхинчен йӗркеллӗрех тыткалама, вӑрӑм вӗренпе кӑкарса хӑвалас вырӑнне йӗвен тӑхӑнтарса, ахаль ҫеҫ тытса тӑма пуҫларӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.