Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туять (тĕпĕ: туй) more information about the word form can be found here.
Шыва кӗмелли костюмпа ҫеҫ тӑрса юлнӑ хӗр, паллах, каччӑ хӑйне манса кайсах ун ҫине кӑна пӑхса выртнине питӗ лайӑх туять.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Хӑйне халь вӑл вӑрҫӑри паттӑр пек туять.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк хӑй те темле пӗр пӗчӗк ту пек туять хӑйне.

Help to translate

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫук, ҫук, Лена туять, ӑнланать: ку вӑл пӗртте арҫын пырса тӗртӗнни мар.

Help to translate

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара Лена Завьялов мӗнлерех тӑнинчен те, унӑн сӑн-пичӗ улшӑннинчен те, вӑл хӑйӗн патӗнчен уйрӑлса кайнинчен тата халӗ ун патнелле пӗр утӑм та туманнинчен те пит лайӑх туять: темскер пулнӑ.

Help to translate

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн алли хӑйӑр пек яка, отлив хыҫҫӑнхи кӑшт сивӗрех хӑйӑр пек ӳтне туять.

Help to translate

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юратнӑ ӗҫӗнчен уйӑрнӑ, унран аякка кайса тӑратнӑ Завьялов пурнӑҫ малалла кайнине, хӑй вара, Завьялов, пӗр вырӑнтах тӑнине чунӗ ыратмаллах туять.

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫапӑҫури чап ҫунаттисене туять, ҫав ҫунатсем ӑна тыла, пысӑк хулана илсе каяҫҫӗ — унта тӗттӗмлетни те ҫук, урамсем тӑрӑх хӗрсем яланхи (ҫук, яланхи мар!) платйӗсемпе ҫӳреҫҫӗ, унта кино та пур, клубсем те пур пулӗ-ха, унта ташлама та пулать пулӗ-ха…

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйӗн пӗтӗм шӑмми-шаккипе вӑл ҫӳлелле вӗҫсе хӑпаракан самолетӑн ӳссех пыракан, чуна йӑпатакан хӑвӑртлӑхне туять

Help to translate

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ, ак, виҫ-тӑватӑ минут иртрӗ-и, иртмерӗ-и, Якур ӑна хӑйӗн тахҫанхи пӗлӗш-тӑванӗ пекех туять.

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн хӑйне ытла та ҫӑмӑл туять вӑл.

Help to translate

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗнчере хӑй тивӗҫне тӑвакан, ырӑ ӗҫре хӑй тума пултарнине тӑвакан ҫын ҫеҫ хӑйне хӑй ҫав тери ирӗклӗ те савӑнӑҫлӑ туять.

Help to translate

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах Кирле унта кайсан та тинех усӑ пулас ҫуккине туять.

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур ҫаксене йӑлтах чун-чӗрипе сисет, туять.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла пулин те, Якур чун-чӗрипе туять, сисет.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗнӗ самолетпа сывлӑша ҫӗкленнӗ вӑхӑтсенче яланах вӑл хӑйӗн Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫлӗхне чӗререн туять.

Help to translate

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Паянхи кун 78 ҫулти хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять.

На сегодняшний день 78-летняя женщина чувствует себя хорошо.

Чӗри минутра 30 хут кӑна тапнӑ: хӗрарӑма вертолетпа Шупашкара илсе ҫитернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35502.html

Кӑнтӑрла вӑхӑтӗнче хӑйне чӑн хуҫа пек туять ҫӳлте.

Help to translate

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫак кӗвве кашниех туять, илтет…

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗрача вара пӗрремӗш хут ҫын ҫапла пӑхса илнипех чӗре пӑлханса тапнине, ҫӗр ҫинче вӗҫӗмсӗр пурӑнас, ӗҫлес, ӗмӗтленес килнине туять.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed