Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кедрон юххине кӗрлесе пухӑнакан ту шарлакӗсенчен шыв кӗрттерсе, порфир ҫыпӑҫтарнӑ чул мунчасем, мрамор бассейнсемпе сулхӑн паракан фонтансем тутарнӑ патша, кермен тавра йӑлтах садсемпе ращасем ларттарнӑ тата Ваал-Гамонра иҫӗм пахчи ешертме пуҫланӑ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эпӗ Атӑл урлӑ кӗпер хывса тутарнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Улӑхсемпе сӑртсене туртса илнӗ хыҫҫӑн, Ӑмӑрткайӑк пек пӑхнӑ вӑл — Сӑрт ҫинчен хуланалла, Ҫар станӗ хыҫне тӑвайкки тутарнӑ, Унта перунсене пытарса, вӗсемпе Каҫпала хула ҫывӑхне пыма хушнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тӗрӗс утас йӗркене ҫын ача чухнех, амӑшӗ ӑна ҫемҫе те кӗске, урисемпе пирвайхи тӳрккес утӑмсем тутарнӑ вӑхӑтсенчех вӗренсе пырать.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Арбатовӑна ҫывхарнӑ май вӑл хресченсен таса та тирпейле килӗсем ҫине тата улпутӑн Англири замоксем евӗрлӗ тутарнӑ чул ҫурчӗ ҫине пӑхса, савӑнса пычӗ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫакӑн ҫинчен ҫав куннех судӑн… палатинче хут тутарнӑ, закон тӑрӑх ҫирӗплетсе, ҫавӑн чухнех августӑн 26-мӗш кунӗнче, К … земски суд ирӗк панипе, унӑн ашшӗ ҫав ҫӗре хӑй аллине илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӗнекере апла мар вӗт, — унта ҫапла каланӑ: «Вара вӑл телейсӗр Гай Гисборна пӗрре ҫурӑмӗнчен яш тутарнӑ та вӗлернӗ те пӑрахнӑ», — тенӗ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хайӗн укҫипе стенд тутарнӑ, ӗлӗкхи фотосем таҫтан тупнӑ, ялта пуҫтарнӑ.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, клуб тутарнӑ ҫӗре те хастар хутшӑнтӑм.Провели природный газ, принимал активное участие в строительстве клуба.
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
— Волковсен ҫемйи пурӑннӑ ҫурт, Вагнерсен ҫурчӗ /унта подпольщиксем радио итлеме пухӑннӑ/, нимӗҫ фашисчӗсем Польша чиккинчен пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗнӗ вырӑнсем, Николай Алексеевич тутарнӑ ДОТсем, истори пӗлтерӗшлӗ ытти паллӑ пулӑмсемпе паллӑсем пулас фильмӑн кадрӗсене кӗчӗҫ.
Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
7. Иерусалим хулипе Турӑ Ҫурчӗ ирӗклӗ тӑтӑр; эсӗ хатӗрлесе хунӑ пӗтӗм кӑрал, эсӗ тутарнӑ, халӗ ху тытса тӑракан керемсем те сан аллунтах юлччӑр.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн чухне Вакхид тутарнӑ керемсенче пурӑннӑ ют халӑх ҫыннисем пурте пӑрахса тарнӑ: 13. кашнийӗ, унти вырӑнне пӑрахса хӑварса, хӑйӗн ҫӗрне кайнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Тата вӑл Вефсурӑпа Газара хулисене тӗреклетсе унта керем тутарнӑ, ҫав хуласенче вӑл ҫар, ҫарӗ валли апат-ҫимӗҫ хӑварнӑ, 53. Израиль ҫулпуҫӗсен ывӑлӗсене саклата илнӗ, вӗсене Иерусалим керемне хупса хурал аллине панӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вӑл Иерусалима таврӑннӑ та Иудея ҫӗрӗнче тӗреклӗ хуласем туса-юсаса лартнӑ: Иерихонра керем тутарнӑ, Еммаум, Вефорон, Вефиль, Фарафон, Фамнафа, Тефон хулисем туса лартса вӗсене ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, хапхисене сӑлӑп ярса питӗрмелле тунӑ, 51. ҫав хуласенче — Израиле сӑтӑр туса тӑма — хурал тӑратнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара, саккун хушнӑ пек, пӗр пӗтӗм чулсем илнӗ те парне вырӑнне ҫӗнӗрен ӗлӗкхи пекех туса лартнӑ; 48. унтан Ҫурт ӑшчиккине, шалти пайӗсене юсаса тухнӑ, пӑлтӑрӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 49. ҫӗнӗрен кӗлӗ савӑчӗсем тутарнӑ, Ҫурта шантал, фимиам ҫунтармалли парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел кӗртсе лартнӑ; 50. парне вырӑнӗ ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, шантал ҫинче ҫутаткӑҫсем ҫутса ярса, Ҫурт ӑшчиккине ҫутатнӑ; 51. парне сӗтелӗ ҫине ҫӑкӑрсем хунӑ, чаршавсем карса тухнӑ; ҫапла вӗсем хӑйсем тытӑннӑ пур ӗҫе те туса пӗтернӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тир вара хӑй валли керем тутарнӑ, тусан чухлӗ кӗмӗл, урамри пылчӑк чухлӗ ылтӑн пухса тултарнӑ.3. И устроил себе Тир крепость, накопил серебра, как пыли, и золота, как уличной грязи.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патша ылтӑн кӗлетке тутарнӑ: унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ултӑ чике пулнӑ; ӑна вӑл Вавилон ҫӗрне, Дура? айлӑмне, лартнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6. кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7. ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8. кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле те илсе кайнӑ: тирӗксемпе хыпкӑчсене те, алтӑрсемпе хурансене те, ҫу савӑчӗсене те, тӗтӗркӗчсене те, куркасене те, ылтӑн пулсан — ылтӑнне, кӗмӗл пулсан — кӗмӗлне, пурне те илнӗ; 20. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, тинӗс айӗнчи сапана — вуникӗ пӑхӑр вӑкӑра — илсе кайнӑ; ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Годолийӑна пула вӗлернӗ ҫынсен виллисене пӑрахнӑ шӑтӑка Аса патша Израиль патшинчен Ваасӑран хӑранипе тутарнӑ пулнӑ; ӗнтӗ унта Нафания ывӑлӗ Исмаил вилнӗ ҫынсене пӑрахса тултарнӑ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.