Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутарма (тĕпĕ: тутар) more information about the word form can be found here.
Яков Лукич ҫапла калать пек ӑна: «Вацлав Августович, пирӗн иксӗмӗрӗн венчет тутарма юрамасть: эсӗ, имшерскер пулин те, ҫапах арҫын-ҫке. Ну, ӑҫтан юратӑр-ха апла? Эпӗ те авланнӑ ҫын. Айта ҫакӑн ҫинчен пупа йӑлтах каласа парар, унсӑрӑн вӑл, ҫынсене култарса, пире венчет туса ярӗ!»

Яков Лукич будто бы говорит ему: «Вацлав Августович, негоже нам с тобой венчаться: ты же хучь и плохонький, а все-таки мужчина. Ну куда это годится, такое дело? Да и я уже женатый. Давай скажем про все это попу, а то он окрутит нас людям на смех!»

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах та, граждансем, кама та пулин хамӑртан пушӑ кӗлеткесем тутарма, эпир, большевиксем, пули-пулми чустаран тунӑскерсем мар!

Но, граждане, не из такого мы — большевики — теста, чтобы из нас кто-нибудь мог фигуры делать!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Израиль пуҫланса кайни 480 ҫул иртсен, хӑй тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чух, Зиф уйӑхӗнче, Мориа тӑвӗ ҫинче туррӑн аслӑ храмне те Иерусалимре пысӑк кермен тутарма шут тытнӑ Соломон.

В 480 году по исшествии Израиля, в четвертый год своего царствования, в месяце Зифе, предпринял царь сооружение великого храма господня на горе Мориа и постройку дворца в Иерусалиме.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Ун пек тутарма юрать-и?! — тарӑхса ятлаҫрӗ тет настройщик.

— Этого нельзя позволять! — возмущался он.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫын кӑмӑлне тупас пек, ӑна йӑпантарас тесе, эпӗ калаҫма пуҫларӑм; вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те кулса ячӗ… унӑн куллипе ман ҫан-ҫурӑмӑм та ҫӳҫенсех кайрӗ… эпӗ тупӑк тутарма утрӑм.

Я, знаете, больше для приличия хотел утешить его, начал говорить; он поднял голову и засмеялся… У меня мороз пробежал по коже от этого смеха… Я пошел заказывать гроб.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Эпӗ сан патӑнта тыткӑнра пурӑнатӑп, эпӗ санӑн тарҫу, — терӗ вӑл, — эсӗ мана ху мӗн хушнине тутарма пултаратӑн ӗнтӗ», — тесе каллех куҫҫуль тӑкма пуҫларӗ.

— Я твоя пленница, — говорила она, — твоя раба; конечно ты можешь меня принудить, — и опять слезы.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл вилес патне ҫитнӗ, вилес умӗн хӑлхана ҫуракан сасӑпа венчет тутарма васкама йӑлӑнать…

Он, умирая, молил ее пронзительным голосом поспешить с ним обвенчаться…

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

…Операци тутарма ҫителӗклӗ укҫа пуҫтарӑнаймарӗ.

...Не удалось собрать достаточно денег для проведения операции.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Тӑван-пӗлӗшрен, ял-йышран операци тутарма укҫа шырарӗҫ.

У родственников и односельчан собирали деньги на операцию.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ку ҫеҫкесем ҫемьесене тӗрлӗ ӗҫ тутарма пултарчӗҫ: ҫемьесем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, тавҫӑрулӑхне тӗрӗслерӗҫ, кӗвӗллӗ ҫеҫке хушнипе кӗвӗсем итлесе тӑван кил, атте-анне ҫинчен юрӑсем аса илсе юрларӗҫ.

Help to translate

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

1. Сирӗн хушшӑрта пӗрин тепӗринпе тавӑҫ тухсан, епле-ха вӑл ҫав ӗҫе сӑваплӑ ҫынсем патӗнче татса парас вырӑнне ҫылӑхлӑ ҫынсен патӗнче сут тутарма вӑтанмасть?

1. Как смеет кто у вас, имея дело с другим, судиться у нечестивых, а не у святых?

1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Анчах та эпӗ вӑл вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле ӗҫ те туман тетӗп; ӗнтӗ хӑй Август патӗнче сут тутарма ыйтнӑран эпӗ ӑна ун патне яма шутларӑм.

25. Но я нашел, что он не сделал ничего, достойного смерти; и как он сам потребовал суда у Августа, то я решился послать его к нему.

Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Эй арсем! эрех ҫапла тутарма пултарать пулсассӑн, вӑл пуринчен те вӑйлӑ мар-и вара? тенӗ.

24. О, мужи! Не сильнее ли всего вино, когда заставляет так поступать?

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара вӗсем аслӑ священник Хелкия патне пынӑ, Манассия тата Ефрем ҫыннисем, ҫавӑн пекех ытти израильсем те, Иудӑпа Вениамин ҫыннисем, Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗле, алӑк умӗнче хуралта тӑнӑ левитсем пуҫтарса тӑнӑ кӗмӗле, ӑна панӑ; 10. ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине панӑ, лешӗсен вара кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакан-сиплекен ҫынсене уйӑрса памалла пулнӑ.

9. И пришли они к Хелкии первосвященнику, и отдали серебро, принесенное в дом Божий, которое левиты, стоящие на страже у порога, собрали из рук Манассии и Ефрема и всех прочих Израильтян, и от всего Иуды и Вениамина, и от жителей Иерусалима, 10. и отдали в руки производителям работ, приставленным к дому Господню, чтоб они раздавали его работникам, которые работали в доме Господнем, при исправлении и возобновлении дома.

2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ: 4. аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр, 5. вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр, 6. алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр; 7. хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.

3. В восемнадцатый год царя Иосии, послал царь Шафана, сына Ацалии, сына Мешулламова, писца, в дом Господень, сказав: 4. пойди к Хелкии первосвященнику, пусть он пересчитает серебро, принесенное в дом Господень, которое собрали от народа стоящие на страже у порога, 5. и пусть отдадут его в руки производителям работ, приставленным к дому Господню, а сии пусть раздают его работающим в доме Господнем, на исправление повреждений дома, 6. плотникам и каменщикам, и делателям стен, и на покупку дерев и тесаных камней для исправления дома; 7. впрочем не требовать у них отчета в серебре, переданном в руки их, потому что они поступают честно.

4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed