Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Эпӗ сире чура теместӗп ӗнтӗ: чура вӑл хуҫи мӗн тунине пӗлмест; Эпӗ сире Хам Аттемрен мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер, 25. ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр; 26. акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗҫӗр те ҫийӗр, тусӑмсем, рехетленӗр, савнӑ ҫыннӑмсем!
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӗрхенсемӗр мана, хӗрхенсемӗр мана, тусӑмсем: мана Турӑ алли килсе тиврӗ.21. Помилуйте меня, помилуйте меня вы, друзья мои, ибо рука Божия коснулась меня.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Нумай калаҫма юратакан тусӑмсем!
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.