Шырав
Шырав ĕçĕ:
Июлӗн 31-мӗшӗнче хисеплӗ мӑшӑр «ылтӑн» туйне паллӑ турӗ те.
Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej
Александр КРАСНОВ, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ: «Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пӗтӗм ҫӗршывшӑн, кунта пурӑнакан кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче кашни ҫыннӑн тата гражданинӑн правипе ирӗклӗхне хисеплеме тата хураллама, Раҫҫей Конституцине пӑхӑнма тата хӳтӗлеме, патшалӑхӑн суверенитечӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, хӑрушсӑрлӑхӗпе пӗрлӗхне хӳтӗлеме, халӑхшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа турӗ. Раҫҫей лидерӗ патшалӑх Президенчӗн должноҫӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ май вӑл ҫӗршыва парӑннине хӑйӗн ӗҫӗ урлӑ ҫирӗплетнине палӑртас килет. Путинпа пӗрле пирӗн ҫӗршыв ҫӑмӑл мар тапхӑрсене ҫӗнтерсе аталану еннелле утать, Раҫҫей чӑннипех те вӑйлӑ патшалӑх пулса тӑнӑ».
Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m
Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев ҫамрӑк армеецсене тав турӗ, малашне те патриотла туйӑмсене чунра упрама, пур енчен те ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулма, пире мирлӗ тӳпе парнеленӗ паттӑрсене яланах асра тыма сунчӗ.
Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr
Росгварди, Сывлӑшпа десант, Спецназ ГРУ ҫарӗсене лекес шанчӑк питех те пысӑк, - темиҫе ҫамрӑка та тав турӗ Владимир Иванович.
Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html
Стервиз ӗҫ ӑнса пынӑшӑн савӑнни пекки те турӗ темелле, анчах та чунри вӗчӗрхенӳпе тарӑху йӳҫсе те йӳҫсе пырать.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Укахви, картишӗнче ларнӑ сысна валашкине хул хушшине хӗстерсе кӗрсе тӑнӑскер, упӑшки вӑраннӑшӑн савӑнанҫи турӗ: «Ӑхӑ, — терӗ, — ытти чухнехи пек, силлесе нушаланма кирлех мар иккен: хӑвах тӑнӑ… Ме!» — вараланчӑк та шӑршлӑ валашкана диван умне шак пырса лартрӗ вӑл.
Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кайран хӑй мӗн турӗ, сӗнӳ пачӗ…
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Сталпӑть, ман киле каймалли ҫеҫ юлать», — шут турӗ вӑрманҫӑ.
Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев культура ӗҫченӗсене ӗҫе чунтан парӑнса ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ.
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
Иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетсе малашнехи плансене палӑртассипе Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталанупа спорт пайӗн начальникӗ Александр Краснов тухса калаҫрӗ, культура ӗҫченӗсене пӗрле тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн тав турӗ.
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
Пухӑннисене ЧР Пуҫлӑxӗ Олег Николаев уяв ячӗпе саламларӗ, кӑҫaлхи ҫитӗнӳceмшӗн тав турӗ, малашлӑx тӗллевсене тишкерсе тухрӗ.
Паян Шупашкарта - Хресчен уявӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/payan-shupashkar ... chen-uyave
Тумланкаласа, кондуктор патне ҫитсе евит турӗ аптӑранипе.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Лекетӗн эсӗ ман алла! — ытахальтен хӑратанҫи турӗ Левене.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Эсӗр апла тепӗр чарӑнура анӑр та тӳрех килне кӗрсе тухӑр, — Мишша хӑйӗн адресне каларӗ, кӗрсе тухма йыхрав турӗ: «Юлташна та пӑрахса ан хӑвар», — текелерӗ.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Лешӗ пакӑлт турӗ урайнелле.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Ӑр-рам, — турӗ вӑрӑммӑн.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Тур ҫырлах, — сых ятне хӗрес хуранҫи турӗ Пӑлаки аппа.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Килӗшмерӗ ҫеҫ те мар, чун урлӑ темле сивӗ пӑралук карӑнса иртрӗ тейӗн — сӳ турӗ шалта.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Вара икӗ юратнӑ ҫамрӑк туй турӗ.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Генерал лармарӗ, ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫынсене лӑпкӑн тав турӗ те автобуссен расписанине пӑхма пуҫларӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.