Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Патша хуҫамӑм халӗ хӑйӗн чури каланине вӗҫне ҫитиччен итлинччӗ: эхер те сана Ҫӳлхуҫа мана хирӗҫ тӑратрӗ пулсассӑн, ку вӑл эсӗ кӳрекен ырӑ шӑршӑллӑ парне вырӑнне пултӑр; эхер те ҫынсен ывӑлӗсем хӗтӗртрӗҫ пулсассӑн, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хушшинче пурӑнма памарӗҫ, ҫӗршывран хӑваласа ячӗҫ: «кай, урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑн» терӗҫ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. [Миха] каланӑ: эсир эпӗ тунӑ турӑсене тата священника илсе каятӑр; кунтан ытларах тата мӗн тӑвайӑн? эсир мӗнле ҫапла «сана мӗн кирлӗ?» теме пултараятӑр? тенӗ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара вӗсем ют турӑсене пуҫҫапма пӑрахнӑ та Ҫӳлхуҫана [анчах] ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.16. И отвергли от себя чужих богов и стали служить [только] Господу.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир вара, Мана манса, ытти турӑсене пуҫҫапма тытӑнтӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире урӑх ҫӑлассӑм ҫук; 14. кайӑр та хӑвӑр суйласа илнӗ турӑсене йӑлӑнӑр, хӑвӑршӑн хӗн-асаплӑ вӑхӑтра сире ҫавсем ҫӑлса тӑччӑр, тенӗ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисус каланӑ: эппин, хӑвӑр хушшӑрти суя турӑсене пӑрахӑр, хӑвӑр чӗрӗрсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри еннелле ҫавӑрӑр, тенӗ.23. Итак отвергните чужих богов, которые у вас, и обратите сердце свое к Господу Богу Израилеву.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахса ют турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫласассӑн, Вӑл сирӗн ҫине хӗн-асап ярӗ те сире ҫапла ырӑлӑх кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗппипе пӗтерсе пӑрахӗ, тенӗ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӑх хуравласа ҫапла каланӑ: ҫук, эпир Ҫӳлхуҫана пӑрахса ытти турӑсене пӑхӑнса пурӑнасси пулмӗ!
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сирӗн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнас килмест пулсассӑн, кама пӑхӑнассине халӗ суйласа хурӑр: юхӑм шыв леш енче пурӑннӑ аҫӑрсем пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑхӑнас тетӗр-и е хӑвӑр халӗ пурӑнакан ҫӗрти аморрейсен туррисене пӑхӑнас тетӗр-и? эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр, [мӗншӗн тесессӗн Вӑл сӑваплӑ], тенӗ Иисус.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑрӑр, Уншӑн пӗтӗм таса кӑмӑлтан, тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑрӑр; аҫӑрсем юханшыв леш енче тата Египетра пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑрахӑр, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑрӑр.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа ҫураҫса хывнӑ халала пӑсса ытти турӑсене иленсессӗн, вӗсемшӗн ӗҫлеме тытӑнсассӑн, вӗсене пуҫҫапсассӑн, сире Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитӗ, вара эсир хӑвӑра [Ҫӳлхуҫа] панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен часах ҫухалӑр.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем Ӑна ют турӑсене иленнипе тарӑхтарчӗҫ, Ӑна [хӑйсенӗн] ирсӗр ӗҫӗсемпе ҫиллентерчӗҫ: 17. Турра мар, шуйттансене парне кӳчӗҫ, унччен хӑйсем пӗлмен турӑсене, кӳршисенчен килнӗ ҫӗнӗ турӑсене, аҫӑрсенӗн асӗнче те пулман турӑсене, парне кӳрсе тӑчӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ ҫапла калӗҫ: хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн вӗсемпе халал хывнӑ, ҫав халала пӑснӑшӑн — 26. хӑйсем пӗлмен турӑсене, Турӑ вӗсене пӗлме те хушман урӑх турӑсене, ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑннӑшӑн — 27. ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл ҫак [саккун] кӗнекине ҫырса хунӑ [халалӑн] пӗтӗм ылханне ҫак ҫӗр ҫине янӑ, 28. акӑ куратпӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗтӗм ҫиллипе, хаярлӑхӗпе, хӑрушла тарӑхса хӑйсен ҫӗрӗнчен урӑх ҫӗре кӑларса сирпӗтнӗ, тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ халӑх хушшине, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫити, сапаласа ярӗ, унта вара эсӗ ху та, хӑвӑн аҫусем те пӗлмен турӑсене, йывӑҫсемпе чулсене, пуҫҫапма тытӑнӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, эсӗ лартнӑ патшуна та эсӗ ху та, санӑн аҫусем те пӗлмен халӑх патне кайса ярӗ, эсӗ вара унта урӑх турӑсене — чул турӑсене, йывӑҫ турӑсене — пуҫҫапса пурӑнӑн; 37. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвна кайса яракан пур халӑх патӗнче те эсӗ сехре хӑппи, тӗнче кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки: 13. унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн, 14. шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн, 15. ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух; 16. туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр; 17-18. пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр; 17. унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ, Вӑл пӗлӗте хупса лартӗ те, ҫумӑр пулмӗ, ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене памӗ, ҫапла эсир Ҫӳлхуҫа хӑвӑра паракан ырӑ ҫӗр ҫинчен часах пӗтсе ҫухалатӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.