Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӑран (тĕпĕ: турӑ) more information about the word form can be found here.
Турӑран хӑрӑр!

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх.

От бога добро, от человека здоровье.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӳресемпе чипер калаҫса татӑлмасан, турӑран каҫару ыйтмасан, маҫакку пекех, Ҫӗпӗре…»

Сибирью, сын мой, Сибирью! Не раскаешься в своих грехах, не договоришься добром с начальством — загремишь, как твой дед, кандалами, ей-ей загремишь.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурнӑҫра пур япаларан та — турӑран, усал-тӗселсенчен, ял-йышран, тӳре-шарасенчен (пуринчен ытла тиекрен) — хӑрама вӗреннӗскер, вӑл каҫхине хӑйне чаплӑ хуҫа пекех ирӗклӗн те хӑюллӑн тыткаланӑ.

Вечно всех и всего боявшийся днем — и бога, и чертей, и односельчан, а пуще всего чиновников, в особенности дьяка, — ночью он ощущал себя сильным, свободным, смелым.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Михетере вӗлернӗ, Мулне-мӗнне хӑварман, Сӗмсӗр-пуҫсӑр вӑррисем Турӑран та хӑраман!

Help to translate

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫӗр ҫӑтманӑ вӑрӑсем Турӑран та хӑраман: Михетерпе карчӑкне Иккӗшне те вӗлернӗ!

Help to translate

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Аннӳн ӑшне ҫунтаран, Турӑран килешшӗ пуҫна!

Help to translate

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑл ҫавӑнпа пӗчӗк ача пек Кӗтмест пач ырлӑх Турӑран.

Help to translate

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫын турӑран хӑйне валли ырлӑх ҫеҫ мар, хурлӑх та ыйтса илет, вӑл ҫӗр ҫинче таса япалана ҫеҫ мар, тем тӗрлӗ йӗрӗнчӗке те пырса сӗртӗнет тенӗ-и?

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турӑран та, кирек мӗнле ханран та, ӗмпӳрен те, киреметрен те вӑйлӑ ҫын.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ турӑран та хӑрами пулса ҫитрӗҫ — чиркӳсене ҫаратма тытӑнчӗҫ ҫав ӑҫтиҫуксем, — шикленереххӗи каларӗ арман хуҫи пулнӑ Лариванов.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашкинчен вӑл Вӑхӑтлӑх правительствӑшӑн ҫурта ҫутса турра кӗлтума чӗнчӗ, учредительнӑй пухӑва суйласа янӑ чӑваш депутачӗсене ӑнӑҫлӑх сунса, турӑран пил ыйтрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пупӗсем турӑран этемпе этем ҫапӑҫса ҫылӑха кӗрсе юн юхтарнине каҫарма ыйтнӑ, патшалӑха тӑшмансенчен упрама пулӑшу ыйтнӑ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Зинаида Степановна ҫӗрӗпех ҫывӑрман, лампадка ҫутса кӗлтунӑ, упӑшкине упрама турӑран пулӑшу ыйтнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чиркӗве кӗрсе хамӑр чӗлхепе турӑран пулӑшу ыйтӑпӑр.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соборта пысӑк молебен пулнӑ, тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкмашкӑн турӑран пулӑшу ыйтнӑ, православи тӗнӗшӗн, патшашӑн тата тӑван ҫӗршывшӑн турра кӗлтума чӗннӗ архиерей.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Арҫынсем сылтӑм енче, хӗрарӑмсем сулахай енче тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмаҫҫӗ, калаҫмаҫҫӗ, турӑран каҫару ыйтса, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пуҫҫапаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Турӑран та хӑрами пулса пырать иккен хура халӑх, — такама каларӗ Ожегов.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр Марине кинемей кӑна сайра хутра кӗрӗ-кӗре лампадкӑна йывӑҫ ҫу тултаркаланӑ, турӑш умӗнче чӗркуҫленсе кӗлтунӑ, турӑран пулӑшу ыйтнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗллине юрланӑ, турӑран каҫару ыйтнӑ пулсан та, Тоскинеев Михала ҫине кӳреннине манаймарӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed