Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Тӗрӗс мар ӑсчахланни Турӑран пӑрса ярать, Вӑй-Хӑвата тӗрӗслени ӑссӑрсене ҫиеле кӑларать.3. Ибо неправые умствования отдаляют от Бога, и испытание силы Его обличит безумных.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗнтӗ пӗтӗм сӑмахӑн тӗшшине итлесе пӗтерер: Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур; 14. пур тӗрлӗ ӗҫе те, пур тӗрлӗ вӑрттӑнлӑха та — лайӑх-и вӑл, начар-и — Турӑ Хӑйӗн сутне илсе ҫитерет.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫылӑхлӑ ҫын ҫӗр хутчен усал ӗҫ тума пултарать, нумайччен пурӑнать, анчах пӗлетӗп эпӗ — Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ; 13. йӗркесӗр, усал ҫынна вара ырӑлӑх пулмӗ, Турра хисеплемен ҫын, ӗмӗлке пек, нумай тытӑнса тӑраймӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗрне тытса пыни, тепӗрне те пӑрахманни, аллунтан яманни — лайӑх: Турӑран хӑракан пур асапран та хӑтӑлӗ.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Нумай тӗлӗкре, нумай сӑмахри пекех, кӑлӑххи нумай; эсӗ вара Турӑран хӑраса тӑр.6. Ибо во множестве сновидений, как и во множестве слов, - много суеты; но ты бойся Бога.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑран ыйтса илнӗ ывӑлӑм, мӗскер-ха?
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Яланах Турӑран хӑраса тӑракан — телейлӗ; хӑйӗн чӗрине хаярлатакан вара — инкеке лекет.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам ырӑ арӑм тупнӑ, ҫавӑ ырӑлӑх тупнӑ, Турӑран тивлет илнӗ.22. Кто нашел добрую жену, тот нашел благо и получил благодать от Господа.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Турӑран хӑрани ӑслӑлӑха вӗрентет, мухтав вара йӑвашлӑх хыҫҫӑн килет.33. Страх Господень научает мудрости, и славе предшествует смирение.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ пӗлсе ҫитрӗм: Ҫӳлхуҫа аслӑ, пирӗн Ҫӳлхуҫа пур турӑран та аслӑ.5. Я познал, что велик Господь, и Господь наш превыше всех богов.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ сӗмлӗхе саратӑн та — каҫ пулать: вӑл вӑхӑтра вӑрманти пӗтӗм тискер кайӑк ҫӳрет; 21. арӑслансем тупӑшшӑн ахӑраҫҫӗ, хӑйсем валли Турӑран апат ыйтаҫҫӗ.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫа, Сион илтсе савӑнса тӑрать, Иуда хӗрӗсем те Санӑн тӳрӗ сутусемшӗн хӗпӗртеҫҫӗ: 9. Эсӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Эсӗ пур турӑран та аслӑ.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр; 2. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне аслӑлӑр, Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр; 3. халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен, пур тӗрлӗ йӑх хушшинче Унӑн кӗтречӗсем ҫинчен пӗлтерӗр: 4. Ҫӳлхуҫа аслӑ, Ӑна пурте мухтавлаҫҫӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Килӗр, Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлар, [Турра,] хамӑрӑн ҫӑлӑнӑҫ тӗрекне, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илсе, аслӑлар; 2. Унӑн умне Ӑна мухтаса пырса тӑрар, Ӑна юрӑсем юрласа, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илсе, аслӑлар, 3. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа — аслӑ Турӑ, Вӑл — пур турӑран та аслӑ Патша.
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Турӑран хӑракансем, пурсӑр та килӗр, итлӗр, эпӗ сире Вӑл манӑн чунӑмшӑн мӗн тунине пӗлтерӗп.16. Придите, послушайте, все боящиеся Бога, и я возвещу вам, что сотворил Он для души моей.
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Каҫхине те, ирхине те, кӑнтӑрла та йӑлӑнӑп, йӗрсе тархаслӑп — Вӑл манӑн сассӑма илтӗ, 19. мана тапӑнакансем темӗнле йышлӑ пулсассӑн та, Вӑл манӑн чунӑма хӑтарса лӑплантарӗ; 20. Турӑ илтӗ, ӗмӗрех Пурӑнаканӗ вӗсене пӑхӑнтарӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем улшӑнмаҫҫӗ; вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ, 21. хӑйсемпе тату пурӑнакансем ҫине алӑ ҫӗклерӗҫ, хӑйсемпе хывнӑ килӗшӗве пӑсрӗҫ; 22. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ҫуран та ҫемҫерех, чӗринче вара — курайманлӑх; сӑмахӗсем паха ҫуран та чеченрех, хӑйсем — йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫ пекех.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Йӗркесӗр ҫын усаллӑхӗ ҫинчен манӑн чӗрем ҫапла калать: вӑл Турӑран хӑрамасть, ҫавӑ ҫук ун умӗнче: 3. хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене шыранӑ пек пулса, вӗсене курайми пек пулса, хӑйне хӑй йӑпатать вӑл; 4. ҫӑварӗнчен тухан сӑмахӗ — суя та ултав; вӑл ырӑ тӑвасси ҫинчен шутламасть те; 5. выртан вырӑнӗ ҫинче те йӗркесӗр ӗҫ тӑвасси ҫинчен шухӑшлать, ырӑ мар ҫул ҫине тӑрать, усалтан йӗрӗнмест.
Пс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Айӑпсӑр алӑлли, таса чӗрелли, [ҫывӑх ҫыннине] хӑйӗн чунӗпе кӑлӑхах тупа туманни, улталаса чунлашманни — 5. ҫавӑ Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илӗ, Турӑран, хӑйне Ҫӑлаканран, ырӑлӑх курӗ.
Пс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аслӑ пухура Сан ҫинчен мухтаса калаҫӑп; хам асӑннине Турӑран хӑракансем умӗнче пурӑнӑҫа килтерӗп.26. О Тебе хвала моя в собрании великом; воздам обеты мои пред боящимися Его.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.