Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Тупӑклӑхӑрсене уҫсассӑн, сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, 14. сирӗн ӑшӑра Хамӑн сывлӑша кӗртӗп те, эсир чӗрӗлӗр, сире хӑвӑр ҫӗрӗре вырӑнаҫтарӑп, вара пӗлӗр эсир, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе: «сирӗн таврари халӑхсем хӑйсем мӑшкӑл курӗҫ» тесе тупа турӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, фараон, Египет патши, мӑн крокодил, ҫырмусем хушшинче выртса: «ку манӑн шывӑм, эпӗ ӑна хам валли турӑм» тетӗн.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ирхине эпӗ халӑха Турӑ сӑмахне пӗлтернӗ хыҫҫӑн каҫхине ман арӑмӑм вилсе выртрӗ, тепӗр кунне эпӗ хама мӗнле хушнӑччӗ, ҫапла турӑм.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пекех, Хамӑн аллӑма пушхирте ҫӗклесе, вӗсене халӑхсем хушшине салатса яма, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалама тупа турӑм, 24. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсене пӑрахрӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ, куҫне ашшӗсен йӗрӗхӗсем ҫинчен илмерӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ каларӑм вара: вӗсем ҫине ҫиллӗме кӑларӑп, пушхирте пӗтӗм хаярлӑхӑма вӗсем ҫине ярӑп, терӗм; 22. анчах Эпӗ аллӑма сиртӗм, ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн, ӑна халӑхсем хушшинче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем Манӑн йӗркемсене йышӑнманшӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене туса тӑманшӑн, Манӑн шӑматкунӑмсене уяманшӑн ҫапла турӑм: вӗсен чӗрисем хӑйсен йӗрӗхӗсем енне сулӑнчӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ те, пушхирте вӗсене хирӗҫ аллӑма ҫӗклесе, тупа турӑм, вӗсене Хам палӑртса хунӑ ҫӗре, — унта сӗтпе пыл юхса выртать, пӗтӗм ҫӗр илемӗ вӑл, — кӗртместӗп тесе тупа турӑм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна ытти халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав халӑхсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухма Эпӗ Хама вӗсене ҫав халӑхсем умӗнче уҫса кӑтартнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ сан тӗлӳпе иртсе пыраттӑм та сана куртӑм, ку ӗнтӗ санӑн вӑхӑту, юрату вӑхӑчӗ, пулчӗ; Эпӗ, риза аркине сарса, санӑн ҫарамасна хупӑрларӑм; сана тупа турӑм, санпа ҫураҫу турӑм, тет Турӑ; эсӗ вара Манӑн пултӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ вара хама мӗн каланӑ пек турӑм; япаламсене — куҫса каякан ҫынна кирлӗ япаласене — кӑнтӑрла илсе тухса хутӑм, ҫӗрле, хӳмене аллӑмпа ҫӗмӗрсе, хам валли хушӑк турӑм та, ҫӗклеме сӗм тӗттӗмре йӑтса тухса, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнче хулпуҫҫийӗм ҫине ҫӗклесе хутӑм.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗре курас мар тесе, питне хупӑрла: Эпӗ сана Израиль килне астутармалли паллӑ турӑм, терӗ.лице твое закрой, чтобы не видеть земли; ибо Я поставил тебя знамением дому Израилеву.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ ӗнтӗ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫын, пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрӗ ҫакнӑскер, пӗлтерсе каларӗ: эпӗ Эсӗ хушнӑ пек турӑм, терӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн ҫамкуна Эпӗ чулран та ҫирӗпрех алмаз пек турӑм; вӗсенчен ан хӑра, вӗсен умӗнче ан шиклен, мӗншӗн тесен вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ вӗсен пичӗсене хирӗҫ тӑма Эпӗ санӑн питне те ҫирӗп турӑм, вӗсен ҫамкисене хирӗҫ тӑма санӑн ҫамкуна та ҫирӗп турӑм.8. Вот, Я сделал и твое лице крепким против лиц их, и твое чело крепким против их лба.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук — ҫавӑнпа сана ҫапла турӑм.по множеству беззаконий твоих Я сделал тебе это, потому что грехи твои умножились.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сурану санӑн тӳрленсе ҫитейми, чирӳ санӑн питех те хаяр; 13. санӑн тавӑҫна никам та тишкермест; им-ҫам та ҫук сурану валли, сана сиплетейместӗн; 14. сана тусусем пурте манса кайрӗҫ, сана шырамаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук, ҫавӑнпа сана тӑшманусем аркатмалла турӑм, сана хаяррӑн хаса патӑм.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.