Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турткаланса (тĕпĕ: турткалан) more information about the word form can be found here.
Амӑшӗн сассине илтсе, ҫемҫе вырӑн ҫинче выртакан пӗчӗк ывӑлӗ тапкаланса илет малтан, унтан, тутлӑн карӑнса та турткаланса, ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрмӗш хут: «Уа-а», — тесе кӗскен сас парать, тенкел айӗнче, хурӑн шывӗ тумланӑн, ҫинҫен шемп-шемп туни илтӗнет…

Help to translate

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эсӗ кайма пултаратӑн, — старшина турткаланса тӑмасӑрах калать.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытлашши турткаланса тӑмарӑм.

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Те сӑпайлӑхӗ, тытса чарнипе, турткаланса тӑрать, ирхине вӑрмантан таврӑннӑ ҫунасем сулнӑк панипе уҫӑлнӑ вырӑна тухса, ытахальтен тенӗ пек, пӗр-икӗ ӑстрӑм йӑкӑш-якӑш ҫаврӑнкаласа илет.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Турткаланса ан тӑр, атту хам пуҫтарса каятӑп.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лавҫӑ малтанах турткаланса тӑчӗ:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Такам палламан ҫын пек турткаланса ан тӑр.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирина хӑйне шаннӑ ӗҫе чунӗ-кӑмӑлӗпе малтанласа питех йышӑнмасӑр турткаланса тӑчӗ пулсан та, хӑвӑрт хӑнӑхрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Укахви турткаланса тӑмасть — вӑл хӑех пӗлет ӑшӑ ыйхӑпа рехетленсе выртасси кахал йӑли иккенне, тата хальхи вӑхӑтра — нимӗҫ фашисчӗсемпе хаяр вӑрҫӑ пынӑ тапхӑрта, вӑрҫӑ хирӗнчи тантӑшсем-салтаксем чӑлӑм куҫ хупмасӑр тӑхлан ҫумӑр айӗнче выртнӑ чух — ӑшӑ пӳртре ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрни те ҫут тӗнче умӗнче тем айӑп тунӑн тупӑнтарса тӑрать.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл малтанах турткаланса, тапкалашса илчӗ, унтан лӑпланчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Унта кайма Сима малтан турткаланса тӑчӗ, Авдейпа Лариса ҫине тӑрсах ыйтнине пула ҫеҫ ирӗксӗртереххӗн килӗшрӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Айта, айта, турткаланса ан тӑр, сан пек чиперккене пӗччен тунсӑхласа ларни килӗшӳллӗ-и вара?..

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Малтанах хӑшӗ-пӗрисем хирӗҫлеме пӑхрӗҫ, турткаланса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрсемпе килӗшрӗҫ.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Апла тесен мӗн ҫӗнӗ ҫын пек турткаланса тӑратӑн?

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн турткаланса тӑратӑн?

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа, ним турткаланса тӑмасӑр, тепӗр хут турӑш еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те сӑхха печӗ:

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑкӑнат пуҫне сӗлтсе кӑтартнине курсан, Хивархи урӑх турткаланса тӑмарӗ.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ват визирь Раменскине каясси пирки хӑй те шутланӑ иккен, ҫавӑнпа пӗрре те турткаланса тӑмарӗ.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле йывӑр ӗҫ хушатӑн — пӗр турткаланса тӑмасӑр килӗшет, каймалли ҫӗре ҫур ҫӗр тӗлӗнче тухса каять.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуху ытлашши турткаланса тӑмасӑрах станци тума килӗшни ӑна пушшех шухӑша ячӗ: апла Левентей йӑнӑшать-шим, станцие тума тепӗр ҫул мар, кӑҫалах, халех тытӑнмалла-шим?

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed