Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Эпӗ тата манӑн аттемсем ытти ҫӗршывсенчи халӑхсене мӗн-мӗн тунине эсир пӗлместӗр-им вара? Ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен ҫӗрне ман алӑран ҫӑлса хӑварма пултарнӑ-и?
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑрҫӑра пире вӗсен туррисем ҫапса аркатрӗҫ пулӗ тесе, вӑл Дамаск туррисене парне кӳнӗ, вӑл: вӗсене Сири патшисенӗн туррисем пулӑшаҫҫӗ; эпӗ вӗсене парне кӳрӗп те вӗсем мана та пулӑшӗҫ, тенӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Халӑхсенӗн туррисем пурте ӑҫтиҫук ҫеҫ, Ҫӳлхуҫа вара тӳпене пултарнӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, хӑйсен умӗнчен Турӑ хӑваласа янӑ халӑхсен, ҫав ҫӗрте пурӑннӑ халӑхсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса пурӑнма тытӑнсассӑн, 26. Израиль Турри ӗнтӗ Ассири патшин Фулӑн — Ассири патшин Феглафелласарӑн — кӑмӑлне хускатса янӑ та, вӑл вара Рувимпа Гад ҫыннисене тата Манассиян ҫур йӑхне хӑйсем пурӑнакан ҫӗртен хӑваласа кӑларса Халах, Хавор, Ара теекен вырӑнсене, Гозан шывӗ хӗррине куҫарнӑ, — вӗсем халӗ те унтах пурӑнаҫҫӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пирӗн аттесем аркатса тӑкнӑ халӑхсен туррисем ҫӑлса хӑварайнӑ-и вӗсене?
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сепарваим, Ена тата Ивва туррисем ӑҫта?
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Емаф тата Арпад туррисем ӑҫта халь?
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Халӑхсене хӑйсен туррисем Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ-и? пӗр турри те пулин хӑй ҫӗрне ҫӑлайрӗ-и?33. Спасли ли боги народов, каждый свою землю, от руки царя Ассирийского?
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ют ҫӗршывсенчен илнӗ пур арӑмӗ валли те ҫапла тунӑ вӑл; лешӗсем ӗнтӗ хӑйсен туррисем умӗнче тӗтӗрсе, чӳк туса тӑнӑ.8. Так сделал он для всех своих чужестранных жен, которые кадили и приносили жертвы своим богам.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Фараон хӗрӗсӗр пуҫне Соломон тата ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсене нумай хӗрарӑма — Моав, Аммон, Эдом, Сидон, хет ҫыннисен хӗрӗсене — юратнӑ, 2. ҫав халӑхсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене: «вӗсем патне ан кӗрӗр, вӗсем те сирӗн патӑра ан кӗччӗр, ҫапла вӗсем сирӗн чӗрӗре хӑйсен туррисем еннелле ан ҫавӑрайччӑр» тесе каланӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа калатӑп та Эпӗ: [унччен хӑваласа яма шутланӑ ҫынсене халӗ ӗнтӗ урӑх вырӑна куҫармастӑп,] вӗсене сирӗн патӑртан хӑваласа ямастӑп, вӗсем сирӗншӗн мӑйкӑч пулӗҫ, вӗсенӗн туррисем сирӗншӗн серепе пулӗҫ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. вӗсен парнисенӗн ҫӑвне ҫисе тӑнӑ, парнисем ҫине юхтарнӑ эрехе ӗҫсе тӑнӑ туррисем ӑҫта? тӑрса килччӗр ҫавсем, пулӑшчӑр сире, хӳтӗлесе, витсе тӑччӑр ҫавсем!
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫавӑн чухне [Ҫӳлхуҫамӑр] калӗ: туррисем ӑҫта вӗсен? хӑйсем шанса тӑнӑ тӗрекӗ ӑҫта вӗсен?37. Тогда скажет [Господь]: где боги их, твердыня, на которую они надеялись?
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Урӑх турӑсем хыҫҫӑн, хӑвӑр таврари халӑхсен туррисем хыҫҫӑн ан кайӑр, 15. мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӑракан Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ; Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫилли тулса ан ҫиттӗр, Вӑл сана ҫӗр пичӗ ҫийӗнчен пӗтерсе ан пӑрахтӑр.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав ҫӗрте пурӑнакансемпе килӗшӳ ан ту: вӗсем хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланнӑ чухне, хӑйсен туррисене чӳк парни кӳнӗ чухне сана ан чӗнччӗр, вӗсен парнисене санӑн та астивмелле ан пултӑр; 16. вӗсен хӗрӗсене хӑвӑн ывӑлусем валли качча ан ил, [хӑвӑн хӗрӳсене те вӗсен ывӑлӗсене качча ан пар,] вӗсен хӗрӗсем, хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса, санӑн ывӑлусене те хӑйсен туррисем енне ҫавӑрса вӗсене аскӑнланас енне ан яччӑр.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.