Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) more information about the word form can be found here.
Унччен те пулмарӗ юханшывра шӑмпӑрт-шӑмпӑрт! туни илтӗнет, анчах Ҫамрӑк Тудӑн ҫыранӗ ҫӳллӗ пирки аялта мӗн шӑмпӑртатни курӑнмасть.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ӑна валли вӗсем ал туни хулӑнӑш виҫӗ хурӑн касса килчӗҫ, пӗрне ҫуршар метр тӑршшӗ касса, ултӑ татӑк турӗҫ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем сас туни ӑна килӗшмерӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мучар территори пайӗн начальникӗ Артем Егоров пӗлтӗр мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Help to translate

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

- Эпир кашни муниципалитет ӗҫне-хӗлне инвентаризаци туни, вӗсен лайӑх е вӑйсӑр енӗсене, малашлӑхӗсене палӑртни те ырӑ результатсем парать, хӑрушлӑхсене сирме пулӑшать».

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ҫак таранччен мӗн туни - йӑлтах пирӗн пӗрлехи ҫитӗнӳ.

Help to translate

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

— Хамӑр ӑспа туни аван пулӗ-ши?

Help to translate

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫулҫи ҫук, туни ҫи-ип-ҫинҫе, хӑй таҫтан курӑнать.

Help to translate

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫулҫӑ туни вӑрӑм, хулӑн.

Help to translate

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апла пулин те, вырӑссем калашле, тӑвӑр пулсан та, нихӑшин те тутине тӑсса пӑрт та мӑрт туни ҫук.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Санпа калаҫни халӗ усламсӑр сутӑ туни ҫеҫ-ха, — йӗри-тавралла тӑй-тай куҫ сапаласа илет ҫакскер.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫак вӑхӑтра тулта, ҫенӗкре, малтан тем шӑкӑлт-шӑкӑлт туни, унтан пӑвӑнчӑк саспа такам таҫта курӑнман аслати уҫӑмсӑр, хавшак кӗмсӗртетнӗ пек мӑкӑртатни, аялти-ҫӳлтине асӑнсах ятлаҫни илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Архангельск мужикӗ», хӑйӗн ӗҫ хатӗрӗ сенӗк тата кӗреҫе ҫеҫ пулин те, вӑкӑрсем ҫитӗнтерес ӗҫре пысӑк рекордсем туни ҫинчен хыпарланисене эпӗ лӑпкӑн, ырласа йышӑнатӑп.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Демократилле обществӑра ку гуманизмла мораль; ӗҫе юратса, вӑй хурса, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе туни; туслӑх; патриотизм; коллективизм; активлӑ гуманизм.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑйкӑнса-кастарса пынӑҫемӗн сылтӑм енче каллех тем чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак йывӑҫсен айӗнче чӑштӑр-чӑштӑр, кӑшӑл-кӑшӑл туни илтӗнчӗ, анчах анчӑк кӑлпасси татӑкӗ патне ҫывхарни курӑнмарӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Мӗн, арҫынӗ питех те килӗшрӗ-им? — йӑлттин тинкерсе, Ленӑпа те шӳтлесе, те ӑна йӗплесе илчӗ кунта ӗҫлекен хӗрарӑмсенчен пӗри, ҫивӗч хура куҫли, пиҫмен пашалу пек тачка туталли, пӳрнисене «хӗрлӗ тюльпан» — маникюр туни, самӑртнӑ сысна пек тапчамми (тӑхӑр уйӑхпа ҫӳрекенскер пулчӗ пулинех?).

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ячӗшӗн е тата мухтанассишӗн кӑна туни никама та усӑ кӳмест, вӑл шутра - хӑвна та.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Мартӑн 2-мӗшӗнче те, акӑ, ДНД кунӗнче, Тав хучӗсемпе чыслани, хисеп туни малашне маттуртарах тимлеме хистет, - халӑх дружинин ыйтӑвӗсене манманнишӗн тав тӑвать ушкӑн командирӗ.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

«Ӗҫрен, хускануран хавхалану илетӗп эпӗ, ҫынна ырӑ туни вара мана хама чылайлӑх вӑй-хӑват парать», - хуравлать вӑл, яланах ӑшӑ кулӑпа савӑнтарса.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed