Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) more information about the word form can be found here.
Г.Т.Тимофеев тӑхӑрьялсем Ҫимӗке тахҫан авал кӗҫнерникун туни ҫинчен ҫырать.

Help to translate

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Пӗрремӗш ыйтупа ЧР Вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Петрова тата культура министрӗн заместителӗ Вячеслав Оринов доклад турӗҫ, республика Правительстви чӑваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе мӗнлерех ӗҫсем туни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Help to translate

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Лавккасенче усрав вӑхӑчӗ иртнӗ апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе сутӑ туни ҫиеле тухрӗ.

Магазинах зафиксировали случаи торговли продовольственными товарами с истекшим сроком годности.

Усрав вӑхӑчӗ тухнӗ таварпа сутӑ тунӑ // Д.САВИНКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Михаил Игнатьев тӗп хула ертӳҫисенчен пӗрин ывӑлӗ авари туни пирки сӑмах пуҫарчӗ.

Help to translate

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Мӗншӗн тесен авалхи тӗп масара хуптарни мӑн асатте-асаннесене мантарса йӑх-ӑру тымарне кӑклани, тӑван чӗлхепе йӑла-йӗркене асра тытмасса, чӑвашлӑха пӗтерес тесе сиенлӗ ӗҫ туни пулнӑ.

Потому что закрытие основного кладбища явилось началом порыванием корней и связей прадедами, удалением из памяти родного языка и обычаев, уничтожения чувашей как нации.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем туни ӗнтӗ ҫамрӑка Хура тинӗс хӗрринче, тӗлӗнмелле илемлӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ «Артек» лагерьте пулса курма, канма май панӑ.

Help to translate

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫынсем тав туни - хӑех награда.

Help to translate

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Республика шайӗнче кунашкал утӑма мӗншӗн туни паллӑ ӗнтӗ – экономика лару-тӑрӑвӗнче йывӑрлӑхсем ҫук мар.

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

— Турӑ саккунӗ ҫапла: ҫынна пӗр пуслӑх усӑ туни ҫӗр пус пулса таврӑнать, — тет вӑл. — Ҫакна пурнӑҫра туйса тӑратӑп.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пысӑк тепӗр пулӑм — Пӗтӗм тӗнчери стоматологсен кунне ҫулсерен паллӑ туни.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Депутатсем, общество организацийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫак лару-тӑру ҫине айккинчен пӑхса тӑма тивӗҫ мар! Ҫулсем туни тата вӗсене юсани ҫинчен калакан отчетсем час-часах чӑнлӑхпа тӳр килмеҫҫӗ, тепӗр чухне тӗлӗнтереҫҫӗ те.

Депутаты, общественные организации, средства массовой информации не должны оставаться в стороне! Отчеты о строительстве и ремонте дорог нередко не соответствуют действительности и вызывают недоумение.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Енре ҫурт-йӗр строительстви малалла нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртсем, ҫав шутра эконом-класс йышши ҫурт-йӗр туни шучӗпе аталанӗ.

Дальнейшее развитие жилищного строительства в Чувашии будет продолжено за счет возведения многоквартирных жилых домов, в том числе жилья экономического класса.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӗсене лайӑх ӗҫӗшӗн тата ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӗшӗн тав тӑватӑп! Ҫапах та паян нумай ҫурт-йӗр туни кӑна ҫителӗксӗр.

Спасибо им за труд и высокий профессионализм! Но строить много сегодня недостаточно.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Уява хутшӑнма ашшӗ-амӑшӗсем кӑна мар, кукашшӗ-кукамӑшӗсем тата аслашшӗ-асламӑшӗсем те кӑмӑл туни уйрӑмах савӑнтарать.

Help to translate

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

45. Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненнӗ; 46. хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ.

45. Тогда многие из Иудеев, пришедших к Марии и видевших, что сотворил Иисус, уверовали в Него. 46. А некоторые из них пошли к фарисеям и сказали им, что сделал Иисус.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Турӑ улталаса калас ҫук, апла пире пама пулни те, тупа туни те — иккӗшӗ те — улшӑнма пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа Вӑл пирӗн хӳтлӗх пулчӗ, эпир вара, питех те хавхаланса, хамӑр умӑрти ӗмӗте ҫирӗп ярса тытрӑмӑр.

18. дабы в двух непреложных вещах, в которых невозможно Богу солгать, твердое утешение имели мы, прибегшие взяться за предлежащую надежду,

Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Этемсем хӑйсенчен аслине асӑнса тупа тӑваҫҫӗ, ӗнентерсе тупа туни вӗсенӗн пур тӗрлӗ тавне те татса парать.

16. Люди клянутся высшим, и клятва во удостоверение оканчивает всякий спор их.

Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтан ҫакна тума ыйтатӑп: пур ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, мӗн те пулин ыйтасси, йӑлӑнасси, тав тӑвасси пуриншӗн те пултӑр, 2. хамӑр лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр, 3. ҫапла туни лайӑх, вӑл хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑра та кӑмӑллӑ; 4. Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн.

1. Итак прежде всего прошу совершать молитвы, прошения, моления, благодарения за всех человеков, 2. за царей и за всех начальствующих, дабы проводить нам жизнь тихую и безмятежную во всяком благочестии и чистоте, 3. ибо это хорошо и угодно Спасителю нашему Богу, 4. Который хочет, чтобы все люди спаслись и достигли познания истины.

1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Хӑйсен йӗркипе кӗлӗ туни, хӑйсене йӑвашлатни, ӳтне хавшатлатни ӑслӑ пек курӑнать пулӗ те, анчах та ҫакӑ ӳтпе кӗрешме пулӑшмасть.

23. Это имеет только вид мудрости в самовольном служении, смиренномудрии и изнурении тела, в некотором небрежении о насыщении плоти.

Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ӳт ӗҫӗсем паллӑ; вӗсем акӑ ҫаксем: ясар туни, аскӑнланса ҫӳрени, ирсӗрленни, намӑссӑрланни, 20. йӗрӗхсене пуҫҫапни, асамлани-тухатни, пӗр-пӗринпе тӑшманлӑ тӑни, вӑрҫса пурӑнни, хапсӑнни, ҫилленни, хирӗҫни-пӑтранни, килӗштерсе пурӑнайманни, (илӗртни,) пӑсса вӗрентни, 21. ҫынна курайманни, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, пуҫтахланни тата ҫавӑн евӗрли ытти те.

19. Дела плоти известны; они суть: прелюбодеяние, блуд, нечистота, непотребство, 20. идолослужение, волшебство, вражда, ссоры, зависть, гнев, распри, разногласия, [соблазны,] ереси, 21. ненависть, убийства, пьянство, бесчинство и тому подобное.

Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed