Шырав
Шырав ĕçĕ:
Килнелле пӑрӑнма хатӗрленнӗскер — Феринг сасартӑк аллея вӗҫӗнче ҫамрӑк хӗрарӑма асӑрхарӗ; унӑн тумтирӗ капӑрах мар, анчах пуян пулни курӑнать, такама кӗтет пулас.
Дуэль // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 318–320 с.
Пурҫӑн, атлас, парча, тӗртмелли ылтӑн, черчен чӗнтӗрсем — пурин тумтирӗ те пулӗҫ.Шелк, атлас, парча, тканое золото и нежные кружева будут одеждой всех.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Унӑн тумтирӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк, ҫӳҫӗ ҫав тери вӑрӑм, лапсака, куҫӗсемпе шӑлӗсем ялтӑр-татаҫҫӗ.в лохмотьях, так густо обросшего волосами, что сверкали только глаза и зубы.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Вӗсен чӗрнисем хура, тумтирӗ пылчӑклӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Ун ҫинче, тепӗр икӗ ҫулташӗ ҫинчи пекех, — сунарҫӑ тумтирӗ; ҫурӑмӗнчен пӑшал ҫакнӑ; ҫул ҫӳремелли ытти хатӗр-хӗтӗре — сумкка, чӗркенӗ утиял, пуля хумалли сӑран хутаҫ — пӗҫҫисем тавра питех те меллӗ, малтанах пӑхса вырнаҫтарнӑ; ҫапкаланчӑксем хӑйсен ӳт рельефӗпе кирлӗ чухне ҫапла ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Ӗнер ӗҫсе янӑ тумтирӗ вырӑнне Суринэ ун валли хӑйӗн укҫипе ҫӗнни туянни те пулкалать е вӑл полици участокӗнче сехечӗ-сехечӗпе тӑрать, унта харкашу-ҫапӑҫушӑн лекнӗ Пьера кӑларса яма ӳкӗтлет.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Питне ҫапакан тӑварлӑ сирпӗнчӗксем, шывӑн лӑстӑк-ластӑкӗ, тӑвӑл ҫӗтсе вакланӑскер, Аяна пуҫӗнчен, кӗлеткинчен ҫатлаттараҫҫӗ, йӗпе тумтирӗ хускалма кансӗрлет, шлюпка хӑраса ӳкнӗ, такам йӗрленӗрен унталла-кунталла ыткӑнакан ҫын пек ҫӑмӑл.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ну, тумтирӗ улшӑнма та пултарать-ха.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ну, тумтирӗ улшӑнма та пултарнӑ-ха.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нӳрӗк тӗрмеринчен те ҫӑрарах, вӑл ӗнтӗ ӳпкене хайӑрса кӗрет, ристансен ҫӳхе тумтирӗ витӗр пӗтӗм шӑмшака ҫапать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Старик ачан тумтирӗ мӗнле пулмаллине виҫсе илнӗ те, икӗ тиртен ӑна валли вӑрӑм хӑнтӑр тытса йӗм ҫӗленӗ, ӑна хӗрлӗ тӗслӗ сӑрланӑ лаша хӗлӗхӗпе тата Хӗрлӗ Тӑрна ҫапӑҫусенче вӗлернӗ ҫынсен ҫӳҫӗпе илемлетнӗ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Паян пытӑм та киле, — стена ҫинче ывӑлӑн, Мишкӑн, фронтра тӑхӑнса ҫӳренӗ тумтирӗ ҫакӑнса тӑнине курах кайрӑм; тӑхӑнса ятӑм та, наганне илсе чикрӗм, халь акӑ — кунта эпӗ…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӗрӗпех, столицӑн пӗтӗм районӗсенчен, хула хӗррисенчи мӗнпур урамсенчен — Смольнӑйӑн аслӑ картишне ушкӑн-ушкӑнӑн хӗҫпӑшалланнӑ рабочисем пырса пухӑнаҫҫӗ; картишӗнче темиҫе тӗлте вутӑ ҫунса тӑрать, вут ҫути рабочисен сивлек те ҫиллес сӑн-пичӗсене ҫутатать, тата вӗсен ҫиелтен пиҫиххипе, патронташпа, пулемет лентисемпе ҫыхса ҫар тумтирӗ туса хунӑ кивӗ пиншакӗсене, фронтран тавӑрӑннӑ салтаксен шинелӗсемпе ҫӗтӗк ҫӗлӗкӗсене, ыттисенчен уйрӑмрах тӑракан Балти морякӗсен сӑмсасӑр картусӗсем ҫийӗнчи ылттӑн саспаллисене — ҫутатса йӑлкӑштарать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тумтирӗ пӗтӗмпех сӑран.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Тӗрлӗ япаласем тӗлӗшӗпе пулакан тавлашусем пирки, сӑмахран, — ӳт-тир ҫӑкӑр пулма, е ҫӑкӑр ӳт-тир пулма пултарать-и, мӗн авантарах: патак таткине чуптуни е ҫав патак таткине ҫунакан вутта пӑрахни, ҫыннӑн ҫири тумтирӗ мӗнле: хура, шурӑ, хӗрлӗ е тата кӑвак тӗслӗ пулмалла-и, — ҫак ыйтусем пирки пулнӑ тавлашусем тӗлӗшӗпе нумай миллион ҫын пӗтнӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пуҫласа курнӑ пӗрремӗш ученӑй ҫинҫешке те имшеркке ҫын пулчӗ, унӑн пичӗпе аллисем хӑрӑмланса кайнӑ, унӑн тумтирӗ те, кӗпи те, ӳт-тирӗ те — пурте пӗр тӗслӗ, ӳссе кайса ҫыхланса пӗтнӗ ҫӳҫӗсемпе сухалӗ тӗллӗн-тӗллӗн ӗнсе кайнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кимӗне туса пӗтерсен, король майри пит савӑнса кайрӗ те, ӑна ҫавӑнтах тумтирӗ арки ҫине хурса, короле кӑтартма чупса кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Костюмне ҫав вырӑнти евӗрлӗ ҫӗлерӗҫ, вӑл пӑртак перс тумтирӗ пекрехчӗ, кӑшт китай тумтирӗ пекчӗ, анчах тӗплӗ те кӗрнеклӗ ҫӗленӗччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑтам ӗмӗрсенчи рыцарьсем, ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех тимӗр тумтир тӑхӑннӑскерсем, ҫӗр айӗнчен сиксе тӑрса танка курас пулсан, ӑна пӗрре те хӑйсен тумтирӗ евӗрлӗ япала тесе шутламан пулӗччӗҫ.
Малтанхи танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ак хайхи Шурӑ Старик те… анчах унӑн сухалӗ хӗп-хӗрлех, тумтирӗ те хӗрлӗ, сӑнӗ те хӗрлӗ — тухан хӗвел ҫутти ӳкнӗ пек…А вот и Белый Старец… но борода его красна, и одежда красна, и лицо его красно, точно все в зареве…
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.