Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тумтир ҫӗлекен ҫӗршер ҫӗвӗ мастерскойӗсемпе ательесем, уйӑх каялла пачах хупма шутланӑскерсем, фронт валли ӑшӑ кӗпе-йӗмсемпе тумтирсем (обмундированисем) ҫӗлеме тытӑнчӗҫ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Шукӑль тумтирӗ ҫине салхуллӑн пӑхнӑ, тумтир ахалех юрӑхсӑра тухнине ӑнланнӑ.С грустью смотрит он на щегольской наряд, понимает — ни за что ни про что пропадает наряд.
«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Сӑмсипе шӗвӗр янахӗ хушшине путса ларнӑ тутисем унӑн ҫынран вӑрттӑн мӑшкӑлланӑн йӑл кулаҫҫӗ, ытла пысӑках та мар, анчах та кӑвар пек чӗрӗ куҫӗсем йӑлкӑшса илеҫҫӗ, сӑн-пичӗ вара пуҫӗнче темӗн те пӗр тӗрлӗ ултавлӑ шухӑшсем пӗр вӗҫӗмсӗр улшӑнса тӑнине палӑртать, — ҫаксем ӗнтӗ пурте хӑйсемшӗн уйрӑммӑнах урӑх, тӗлӗнмелле тумтир ыйтаҫҫӗ пек, шӑп та шай халь вӑл хӑй ҫине тӑхӑнса янӑ пек тумтир.
V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пике плюшран ҫӗлетнӗ темскерле хӗрлӗрех тӗслӗ кулӑшла тумтир тӑхӑннӑ, тумтирне йӳле янӑ, хӑй ҫара пуҫӑн, ҫӳҫне вырӑсла яка тураса лартнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑрне мӑй ҫинелле антарнӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тумтир ыйтать; ӑна тумтир кирлӗ, Колчо бай…
X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах вӑл тумтир илсе пыма калать-ха, ял ҫыннисем кунсерен тӑхӑнса ҫӳрекен тумтирех юрать пуль, тумланса ярсан ҫын ан пӗлтӗр…Но он просит принести одежду, обыкновенную одежду мирного человека, чтобы не возбуждать подозрений…
X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
7. Хӗрлӗ шӑрчӑкӗ вӑрҫа кайма хатӗрленнӗ лашасем евӗрлехчӗ; унӑн пуҫӗсем ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль пекки, пичӗ — этем пичӗ пек; 8. ҫӳҫӗ — хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек; шӑлӗсем — арӑслан шӑлӗ пек; 9. хытӑ тирӗ — вӑрҫӑ тумтирӗ пек, тимӗр тумтир пек; ҫуначӗсем шавлани — темӗн чухлӗ урхамах вӑрҫа вирхӗнсе пынӑ чухне ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ; 11. вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ, 12. вӗсене Эсӗ тумтир чӗркенӗ пек чӗркӗн те, тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук» тенӗ.
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Ҫемҫе тумтир тӑхӑнакансем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хуйхӑ тумтирӗ, шӑлапир тумтир тӑхӑнӑр, ывӑлӑрсемшӗн хӳхлӗр, татӑлса макӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн пӗтесси ҫывӑхарчӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Шалти картиш хапхи патне пырсан, вӗсем йӗтӗн тумтир тӑхӑнӗҫ, шалти картиш хапхи патӗнче тата Турӑ Ҫуртӗнче шалта кӗлӗ тунӑ чухне вӗсен ҫийӗнче ҫӑм тумтир пулмалла мар.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл тимӗр тумтир вырӑнне тӳрӗлӗх тӑхӑннӑ, пуҫне тимӗр калпак, ҫӑлӑнӑҫ калпакӗ, тӑхӑннӑ; тавӑру ризине тумтир пек тӑхӑнса янӑ, юпӑнчӑпа витӗннӗ пек, хаярлӑхпа витӗннӗ.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм, аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм: 10. Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана, Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана; 11. чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм, мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ; 12. ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та — ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ; 13. хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ, эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ииуй тумтир управҫине каланӑ: Ваал апӑсӗсем валли тумтир илсе кил, тенӗ.22. И сказал он хранителю одежд: принеси одежду для всех служителей Ваала.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Саул ӗнтӗ хӑйӗн тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑннӑ, хӑйпе пӗрле икӗ ҫын илсе ҫула тухнӑ та хӗрарӑм патне вӗсем ҫӗрле пырса ҫитнӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унтан вӑл тумтирне хывнӑ та Самуил умӗнче пророкла калаҫнӑ, ҫав кунне кунӗпе тата ҫӗрӗпе тумтир тӑхӑнмасӑр выртнӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ: «Саул та пророк пулчӗ-ши вара?» теҫҫӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑй тӑванӗсем хушшинче асли пулса тӑракан священникӑн ҫара пуҫӑн ҫӳремелле мар, хӑйӗн тумтирне ҫуркаламалла мар: унӑн пуҫӗ ҫине сӗрмелли ҫу юхтарнӑ, таса тумтир тӑхӑнмашкӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 11. унӑн нимӗнле вилнӗ ҫын ҫывӑхне те пымалла мар: вилнӗ ашшӗпе амӑшӗ ҫумне сӗртӗнсе те хӑйне хӑй ирсӗрлетмелле мар.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.