Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарчӗҫ (тĕпĕ: тултар) more information about the word form can be found here.
Туппа часах чи ҫӳлле вырӑна туртса улӑхтарчӗҫ, кунтан аслӑ ҫула та сӑрт ҫамкисене те персе тӑмашкӑн пит меллӗ, кӗпҫине пит тӑрӑшса етре тултарчӗҫ, савӑлсемпе ҫирӗплетрӗҫ, хыҫалтан тупӑ перекенсене пытанса тӑмалли хӳтлӗх пултӑр тесе, тем сарлакӑш шӑтӑк чавса хатӗрлерӗҫ.

Вскоре пушку втащили на еще более высокое место, откуда можно было держать под обстрелом большую дорогу и голые холмы, старательно начинили ее зарядом и прочно укрепили кольями, а сзади выкопали широкий окоп для прикрытия артиллеристов.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытти ҫынсем килсе кӗчӗҫ, кофейнӑйра вӗсем йӑлтах туртса тултарчӗҫ, тухтӑр инкекӗ пирки сӑмах хускатса ячӗҫ.

Но тут вошли новые посетители и, быстро наполнив кофейню клубами дыма, занялись пересудами о несчастье, случившемся с доктором.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ертсе пынипе, хайхи тип ҫырма тӗпне свайсем ҫапрӗҫ, унта ҫапӑ-ҫатракасем хурса тислӗк тултарчӗҫ, ҫиелтен чул сарчӗҫ, шыв ҫулӗ тӑрӑх, тымарсем ярса ҫемҫе тӑпрана ҫыхӑнтарса хытарма, ҫамрӑк тирексемпе хӗрлӗ ҫӳҫе йывӑҫҫисем лартса тухрӗҫ.

Под его руководством лог загородили сваями, забили хворостом и навозом, забутили камнями, а по теклине посадили молодые тополя и вербы, чтобы корни их переплели и укрепили рыхлую почву.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлет ҫӑраҫҫине колхоз правленинче тытса усраҫҫӗ, колхозниксем пӗрлештернӗ ултӑ кӗлете тӳпемиех тырӑ кӳрсе тултарчӗҫ.

Ключ от амбара хранился в правлении колхоза, колхозники доверху набили шесть обобществленных амбаров.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑмсем хӳре таврашӗнчи ҫӑва шӑратса тултарчӗҫ.

Бабы перетопили курдюки.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак иртнӗ вӑрҫӑра вӗсем пире совет влаҫне хирӗҫ хӗтӗртсе ячӗҫ, казаксен погонӗсем ҫине йӑрӑмлӑ тӑрӑхсем ҫӗле-ҫӗле пачӗҫ, вӗсенчен хӑвӑрт пӗҫерсе кӑларнӑ офицерсем туса тултарчӗҫ, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах тылсене, штабсене, ҫинҫе ураллӑ хӗрпикесемпе иртӗнсе ҫӳреме шӑвӑнчӗҫ…

В эту войну они нас пихнули супротив Советской власти, казакам понашили лычки на погоны, понапекли из них скороспелых офицеров, а сами в тылы подались, в штабы, с тонконогими барышнями гулять…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ачасем хӑйсен пӗрнисене самаях тултарчӗҫ.

Ребята заметно пополняли свои кузовки и корзинки.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче ҫапла Зинӑпа пӑшӑлтаткаласа, ҫырмаран шыв йӑтса тултарчӗҫ те пиллӗкмӗш клеткӑри тулла шыв сапма пуҫларӗҫ.

Однажды, пошептавшись с Зиной, Маша наносила воды с речки и принялась поливать пшеницу на пятой клетке.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн чухлӗ ырӑ, туслӑ сӑнсем пӑхса, кулса тӑчӗҫ тӗттӗмлӗхрен, вӗсем темӗн чухлӗ асаилӳ ҫуратрӗҫ, ахаль те тулса ҫитнӗ чӗрене ӑшӑпа тултарчӗҫ!

Сколько славных дружеских лиц смотрело, улыбалось из тьмы, будя воспоминания, наполняя теплом и без того переполненное сердце!

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пушанса юлнӑ баксене бензин чӑп тулли тултарчӗҫ.

Бензин щедрой струей лился в опустевшие баки.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халь акӑ Курск шӑпчӑкӗсем вӑрмана хӑйсен илемлӗ кӗввисемпе тултарчӗҫ.

И вот теперь курские соловьи наполнили лес своими красивыми мелодиями.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

ЧӐВАШ сӑвӑҫи Шетмӗ Михали тахҫан «Капкӑн» журналта ҫак йӗркесене пичетлесе кӑларнӑччӗ: «Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль Ҫӳп-ҫап ӑшӗнчен тухса. Тӑкса тултарчӗҫ тем чул Кам-ха тӑрӗ тасатса?»

Help to translate

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Иуда килне вӗсем ҫакӑнта тӑвакан йӗрӗнмелле ӗҫсем ҫитмен-им? вӗсем ҫӗршывра та ирсӗр ӗҫсем туса тултарчӗҫ, вӗсем Мана ҫав тери ҫиллентереҫҫӗ; акӑ ӗнтӗ вӗсем сӑмси умӗнче туратсем тытса тӑраҫҫӗ.

мало ли дому Иудину, чтобы делать такие мерзости, какие они делают здесь? но они еще землю наполнили нечестием, и сугубо прогневляют Меня; и вот, они ветви подносят к носам своим.

Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed