Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнчӗҫ (тĕпĕ: туйӑн) more information about the word form can be found here.
Кӑштах шухӑша путса сумлӑн утса ҫӳрекен кӑвак ҫӳҫлӗ хӗрарӑмсем лӑпкӑ Анна Федоровна пекех туйӑнчӗҫ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тен, Шура хурлӑхӗ ман ҫине те куҫнӑран-ши, мана ҫав вӑрманти чечексем те, унта вӑштӑр-вӑштӑр вӗркелекен ӑшӑ ҫил те, Атӑл хумӗсем те ҫав тери шӑппӑн, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле хурлӑхлӑн юрланӑ пек туйӑнчӗҫ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Макҫӑм ҫирӗплетсе каланисем витӗмлӗ пек туйӑнчӗҫ пулсан та, Ҫтаппанӑн ӗненесех килмерӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку сӑмахсем Анука ҫӗҫӗле тӑрӑнтарнӑнах туйӑнчӗҫ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Дуся каланисене Анук питех ӑнланаймарӗ пулин те, унӑн нушапа тарӑхса пиҫнӗ чӗрине хула ҫыннисем ытла та ҫывӑх тӑваннӑн туйӑнчӗҫ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйткаласа ҫӳрекенӗн витӗмлӗ сӑмахӗсем Анук чӗринчи сурана юсакан эмел пекех туйӑнчӗҫ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ чухне сӑмахӗсем ҫеҫ темӗнле шӑхӑрса тухнӑ пек туйӑнчӗҫ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Вӗсем ӑна пушшех хӑйне танлӑрах тытма хушнӑн туйӑнчӗҫ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Управлени пуҫлӑхӗ те, пайсенче ӗҫлекенсем те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пек туйӑнчӗҫ Татьянӑна.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пулӑшу ыйтнӑн туйӑнчӗҫ вӗсем мана.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫак сӑмахсем пуҫне пас тытнӑ хӗрарӑмшӑн пур таврана кисрентерсе ахӑракан аҫа-ҫиҫӗмрен те хӑрушӑрах туйӑнчӗҫ: урисем лӑштӑр кайрӗҫ, аллисем тытамак вӑхӑтӗнчи пек тӑр-тӑр чӗтрерӗҫ, сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ваҫиле хӑраса ӳкрӗ, хӗрелсе кайрӗ, аллисене ниҫта чикме пӗлмерӗ, вӗсем ӑна чӑрмантарнӑ пекех туйӑнчӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш унӑн ятне тата та шӑппӑнрах каларӗ пулин те, хӗршӗн вӗсем аслати пекех кӗмсӗртетнӗн туйӑнчӗҫ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паян ҫак каласа памалла мар пысӑк, сигара евӗрлӗрех, ҫунаттисене каялла янӑ, винтсем вырӑнне темиҫе хура шӑтӑклӑ машинӑсем Завьялова ҫӗне вӑхӑтӑн, ҫынсен пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ тапхӑрӑн символӗсем пек, унӑн материальнӑй палли пек туйӑнчӗҫ.

Help to translate

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ивантеев прораба «ҫӳлтен персе аннӑ телей пекех» туйӑнчӗҫ вӗсем.

Help to translate

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле вӗсем ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, ӑна Сантӑрпа ҫак качака темле пӗртӑван пекех туйӑнчӗҫ.

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ферма заведующине ҫамрӑк кӗтӳҫӗ ӑс-тӑнӗнчи темле илемлӗ, ҫунатлӑ шухӑшсем хӑвӑрт сирӗлнӗ пек, тарнӑ пек туйӑнчӗҫ.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ытла та кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ пек туйӑнчӗҫ ӑна ҫак сӑмахсем.

Help to translate

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑван чӗлхен хӑватлӑ юхӑмне чарса тӑракан пӗвене татса янӑ пекех туйӑнчӗҫ мана поэт сӑввисем.

Help to translate

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed