Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл мана кулленхи сивӗ туйӑмӗпе те пулин ачашласа илмерӗ.Но он даже не поласкал меня своей вседневною, холодною лаской.
XVIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ман атте шалти вӑйлӑ туйӑмӗпе кашни таларах шухӑш пуррине туйса илнӗ; историллӗ живопись тенине лайӑх ӑнланнӑ; Рафаэль, Леонардо да Винчи, Тициан, Корреджио ӳкернӗ ахаль ҫын пуҫнех, ахаль портретах мӗншӗн историллӗ живопись теме юранине, художник хӑй историллӗ картина тӑвас тесе тунӑ пысӑк картина мӗншӗн tableau de genre кӑна пулнине лайӑх пӗлнӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл вара пӗччен чухне классикӑлла роман геройӗ пек шухӑшларӗ, унччен хӑйне ахаль аскӑнас килни ҫеҫ илӗртнӗ самантсене мӗнпе те пулин витсе илем кӳрес тесе-тӗр, хӑйӗн ӑшчиккинче нихҫан никам патне пулман пархатарлӑ та вӑйлӑ туйӑмӗпе асапланса шырарӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах Митька, полкра чи япӑх казак шутланать пулин те, инкек-синкекрен ҫӑлӑнмалли майсене тупма пӗлетех ҫав; казаксем ӑна хӑйне ялан хаваслӑ тытса шӑл йӗрме юратнӑшӑн, киревсӗр юррисемшӗн (ку енӗпе Митька никамран та ирттерет темелле), юлташлӑх туйӑмӗпе уҫӑ кӑмӑлӗшӗн юратаҫҫӗ; офицерсем тата вӑрӑ-хурахла чӑрсӑрлӑхӗшӗн килӗштереҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Темле пытанчӑк туйӑмӗпе, хӗрупраҫ кӑна пӗлекен туйӑмпа Анфиса сисрӗ, Ҫемен ҫак уйӑхлӑ каҫ ӑна качча илесси ҫинчен каласса кӗтрӗ, ҫапла шухӑшларӗ те ҫӳҫенсе илчӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпир темиҫе уйӑх хушши хамӑра хыпса илнӗ курайманлӑх туйӑмӗпе пурӑнатпӑр.Несколько месяцев мы живем, охваченные жгучим чувством ненависти.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нимӗҫ салтакӗсем чӗррисене тивӗҫлӗ туйӑмӗпе кунта, халӑх вилнисем валли уйӑрнӑ вырӑнта, ҫав тери нумаййӑн пурӑннӑ; ҫӗр ҫинче ырӑ пурнӑҫпа пурӑнса канӑҫа тивӗҫлӗ пулнисен канӑҫлӑхне ҫакӑн пек пӑсни ҫинчен шухӑшлама та йывӑр.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вара вӑл, ӑнланмалла мар тавтунин тата калама ҫук хытӑ юратнин туйӑмӗпе тулса ларса, Травкин аллине хыттӑн чӑмӑртанӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑл ӑсӗпе мар, чӗре туйӑмӗпе ҫакна хӑвӑрт ӑнланнӑ: йытӑран тарма юраман пекех, ку нимӗҫсенчен те тарма юрамасть.Он скорее инстинктом, чем разумом, понял, что бежать нельзя, как нельзя бежать от собаки.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ку калавсем вӗсене разведчик ӗҫӗн тӗлӗнмелле уйрӑмлӑхӗсемпе интереслентерсе, ҫамрӑк чӗресене мӑнкӑмӑллӑх туйӑмӗпе тултарнӑ.Эти рассказы питали в разведчиках горделивое чувство исключительности их ремесла.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Лозневой хӑй чӗрине пусса тӑракан йывӑрлӑх туйӑмӗпе тата темшӗн сасартӑк Ерофей Кузьмича ҫиленнӗ ҫилӗпе тухса кайма хатӗрленчӗ, — старикӗн паянхи шухӑшӗсем халь ӑна старик паян вӑрҫӑ ҫинчен калани ҫак тӗттӗм те ҫил-тӑманлӑ каҫ пекех туйӑнчӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тупаймарӗ пулсан та, ку чӑн та ҫапла иккенне вӑл темле, пӗр командирсен ҫеҫ пулма пултаракан туйӑмӗпе туйрӗ.Но даже не найдя его, сомневался тем самым чутьем, которое есть только у командиров.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӑвакарчӑн хӑй вырӑнӗ патне таҫтан тӗрӗс ҫул пӗлсе вӗҫет, ҫара ҫерҫи сӗм тӗттӗмре умне карнӑ ҫипсене перӗнмест, ҫавнашкалах ача та, тӗттӗмре ҫула туйӑмӗпе чухласа илсе, ҫӗр айӗнчи кукӑр-макӑр ҫулсем тӑрӑх вӗҫтерет.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Таҫтан аякранах Оленин, темӗнле чун туйӑмӗпе, виноград тӗммисен хушшинче Марьянӑн сенкер кӗпине палласа илчӗ те, ҫырласем таткаласа, ун патне пырса тӑчӗ.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫивӗч те ним уссӑр хӗрхенӳ туйӑмӗпе ҫаврӑнчӗ Ромашов ун енчен, вара виҫҫӗмӗш взвод патнелле уттарчӗ.С чувством острого и бесполезного сожаления Ромашов отвернулся от него и пошел к третьему взводу.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашова кӗтмен ҫӗртенех плацра паҫӑр кӑна пулнӑ сцена, полк командирӗн тӳрккесле кӑшкӑрашӑвӗ, тӳссе ирттернӗ кӳренӳ туйӑмӗпе ҫивӗч, ҫав вӑхӑтрах тата салтаксем умӗнче ачалла килпетсӗрлӗхпе намӑсланма тивни аса килех кайрӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ ҫураличчен юрату туйӑмӗпе чӗре ҫырлахмалӑхах киленеймен, мӗншӗн тесен, юратакан ҫынсем пӗр-пӗрин патне ирӗклӗн туртӑнмасан, ҫавӑн пек ырӑ, кӑмӑллӑ киленӳ пулмасть вӑл.
6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл хӑй те тӑвам-и темерӗ, чӗнессе те ӑна никам чӗнмерӗ; Вера Павловна ун аллине тытса чӑмӑртарӗ ҫеҫ, унтан чун-чӗре туйӑмӗпе: сире маншӑн тӑрӑшнӑшӑн питӗ пысӑк тавтапуҫ, — терӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах хӑвӑн кӑмӑл туртнипе мар, тумалла-ҫке тесе, тивӗҫлӗх туйӑмӗпе турӑм, хӑвна ху пусмӑрласа мӗн те пулин туни вӑл пӗртте пурнӑҫри пек чӗрӗ тухмасть.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.