Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑма (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак ырӑ туйӑма вӗсем хӑйсен тӑванӗсемпе паллаканӗсем хушшинче кӑна мар, хӑйсен йӑхӗнчи чӗрчунсем хушшинче те палӑртаҫҫӗ.

Эти чувства гуигнгнм испытывает не только к своим близким или знакомым, но ко всему своему племени вообще.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах вӗсенчен пӗри мана вӑл хӑйӗн чапӗпе пуянлӑхне хӑйӗн ҫӗршывӗпе хӑйӗн патшине сутнипе кӑна тупма пултарни ҫинчен, тепри ҫак тӗлӗшпе ҫынна наркӑмӑш парса вӗлерни ҫинчен, нумайӑшӗсем тата айӑпсӑр ҫынна айӑплас майпа законсене пӑсни ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ хыҫҫӑн (шансах тӑратӑп, вулакан мана ҫакӑншӑн ҫиленмест пулӗ тесе шутлатӑп), ҫак сӑлтавсем ятлӑ ҫынсене ачаранпах хисеплес туйӑма пӑртак та пулин чакарчӗҫ пулин те, кӗҫӗн вырӑнти ҫынсен аслӑ вырӑнти ҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ таранах хисеплесе тӑмалла пулать.

Но когда один из них признался, что своим величием и богатством он обязан измене отечеству, другой — отраве, а большинство — нарушению законов с целью погубить невинного, то эти открытия (надеюсь, читатель простит мне это) побудили меня несколько умерить то чувство величайшего почтения, которое я, как и подобает маленькому человеку, питаю к высокопоставленным особам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сестра ҫапах та, йывӑр туйӑма ҫӗнтерсе, ҫӗкленкелесе ларчӗ, урисене ҫӗрелле усса ячӗ.

Help to translate

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Толстовец манпа ачашшӑн, хапӑл тусах юратӑвӑн творчествӑллӑ вӑйӗ ҫинчен, харпӑр хӑйӗн чунӗнче вӑл туйӑма аталантарса пымалли ҫинчен, пӗр вӑл кӑна «ҫынна тӗнче сывлӑшӗпе» — пурӑнӑҫра пур ҫӗрте те сапаланса тӑракан юратупа ҫыхӑнтарма пултарни ҫинчен каларӗ.

Толстовец говорил со мною ласково и охотно о творческой силе любви, о том, что надо развивать в своей душе это чувство, единственно способное «связать человека с духом мира» — с любовью, распылённой повсюду в жизни.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Анчах ун чухне генерал хальхи пек йывӑр туйӑма нихҫан та сисмен.

Но никогда не испытывал генерал такого гнетущего чувства.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Таврари анлӑх тата ытларах сарлакан курӑнни пӗчченлӗх туйӑма ӳстерсе ярать.

Чувство одиночества еще усиливалось широтой окрестных пространств.

XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анна Николаевнӑна, кирек мӗн пулсан та, ҫавӑн пек туйӑнать, ҫав туйӑма тӗрӗс мар теме питӗ йывӑр.

Во всяком случае, так кажется Анне Николаевне, и с этим она ничего не может поделать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пурте аван, пурте илемлӗ эсир ҫеҫ, пирӗн тӗпкӗчсем, тӗрлӗрен чӗр туйӑма сисместӗр!

Всё хорошо, всё приятно, — только вы, наследники наши, — всякого живого чувства лишены!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак картина Фома пуҫне ҫирӗппӗн сӑнланса ларнӑ, вӑл чӗрӗ пек, уҫӑлнӑҫем уҫӑлса, пысӑкланнӑҫем пысӑкланса пынӑ, кӑкӑра, темӗнле, каласа пама пӗлми туйӑм вырнаҫтарнӑ; ҫак туйӑма, аслӑ ҫырмана пӗчӗк шывсем юхса кӗнӗ пек, сехӗрленӳ те, тарӑху та, шеллени те, ҫилленни те, унтан тата ытти те кӗрсе пӗрлешнӗ.

Эта картина укрепилась в голове Фомы и каждый раз все более яркая, огромная, живая возникала пред ним, возбуждая в груди его неопределимое чувство, в которое, как ручьи в реку, вливались и страх, и возмущение, и жалость, и злоба, и еще многое.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑна килне ҫитиччен иккӗшӗ те чӗнмесӗр пынӑ, хреснашшӗ хӑйӗнпе тан утасшӑн пулнипе, пырсан-пырсан пӗр сиксе илнине кура, Фома юри ярарах пусса утнӑ, старик унпа тан ӗлкӗрейменни ӑшра тӑвӑлса тӑракан хирӗҫӳ туйӑмне тата та вӑйлӑлатнӑ, тата та ҫирӗплетнӗ, ку туйӑма вӑл аран тыткаласа пынӑ.

До гостиницы оба шли молча, Фома, видя, что крестный, чтобы не отстать от него, подпрыгивает на ходу, нарочно шагал шире, и то, что старик не может идти в ногу с ним, поддерживало и усиливало в нем буйное чувство протеста, которое он и теперь уже едва сдерживал в себе.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нихӑҫан та палӑртас, ҫиеле кӑларас теменччӗ эпӗ ку туйӑма, ӗмӗр-ӗмӗрех унпа вӑрттӑн, шарламасӑр ӑшӑнса пурӑнас тесеччӗ.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уншӑн халь Андрей Васильевич — Динӑра пысӑк-пысӑк туйӑм вӑратнӑ ҫын, ҫав туйӑма хаклама, ӑна упрама вӗренсе ҫитмеллине ӗнентерекен, татах та татах сума сумалли ҫын.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑна эсир хӑвӑр та тӗтревлӗн туятӑр… вара ҫав туйӑма намӑс вырӑнне хуратӑр.

Вы смутно чувствуете всё это… и вот это чувствование принимаете за совесть.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑшри капланнӑ туйӑма вӑйлӑ кутежпа тӗтӗрсе кӑлармалла иккен.

Он убеждал в необходимости для него дать исход чувству в хорошем кутеже.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Этеме ҫухатнишӗн хурланни усаллӑн хирӗҫсе тӑракан туйӑма мӑкатнӑ, ҫав вӑхӑтрах, хӑй чысланӑ хӗрарӑм алтанлӗхлӗ иккенне пӗлни Фомана ун патне тата та вӑйлӑрах туртнӑ.

Грусть о потере человека притупила злобу на женщину, а мысль о доступности женщины усилила влечение Фомы к ней.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Куҫа аран ҫеҫ курӑнакан пӑнчӑсен пӗчӗк ушкӑнӗ, пӗлӗтӗн кӑваклӑхӗ ҫинче пӑч-пӑч сапаланнӑскер, хӑй хыҫҫӑн ачасен шухӑшне вӗҫтернӗ, — Ежов вара пуриншӗн те пӗр туйӑма ҫапла каласа палӑртнӑ:

Маленькая группа едва заметных глазу точек, вкрапленная в синеву неба, влечет за собой воображение детей, и Ежов определяет общее всем чувство, когда тихо и задумчиво говорит:

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хуть мӗнле пулсан та, шикленес туйӑма ҫӗнтермеллех пулать.

Как хочешь, а страх преодолевай.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ, туйӑма пачах та ҫухатнӑскер, киле таврӑнтӑм.

Совсем разбитая, я вернулась домой.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫав туйӑма ӗнтӗ хӑвӑн пуҫна хыпаланӑ чухнехипе кӑна, е уру тупанне хуллен ҫеҫ пӳрнепе кӑтӑкланӑ чухнехи туйӑмпа кӑна танлаштарма пулать.

Это ощущение можно сравнить только с тем, когда у вас ищут в голове или потихоньку проводят пальцем по вашей пятке.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ку хӳхлев, тӑп тӑракан тӑнӑҫ-тӑнӑҫ шӑплӑха сасартӑк вичкӗн-вичкӗн хӗҫпе чашт! сула-сула ҫурнӑн, юрлаканӑн чунне, ӑсне-тӑнне кӑна мар, ҫывӑх таврари мӗнпур туйӑма, сисме пултаракан мӗнпур-мӗнпур янавара шарт! шуйхантара-шуйхантара, тӗлӗрес тӗлӗкӗсене варт! та варт! сире-сире ывӑтать, таптать, ҫӗкле-ҫӗкле лӑпчӑтать вӗсен лӑпланӑвне.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed