Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ванюша сасси илтӗннипе тата ҫуна шума чарӑннине туйнипе кӑна унӑн тутлӑ та йывӑр ыйхи сирӗлсе кайнӑ пек пулать, ҫӗнӗ станцӑра вара вӑл, вӑранса ҫитмесӗрех, тепӗр ҫуна ҫине куҫса ларать те малалла каять.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл пуҫне пӑркаласа илчӗ те кӑмӑлӗ питӗ тивӗҫнине туйнипе кулса ячӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Куҫне хӗссе, кӗҫҫеленсе кайнӑ пӗчӗк сухалне яланхи пек якаткаласа, старик тавраналла — хуторти кӑткӑс мар пурнӑҫӑн чӗрене пырса тивекен сӑнарӗсем ҫине пӑхса пырать; пӗр хутчен, ӳркевне сиркелесе, вӑл чӑпӑрккипе урапа айӗнче ҫине тӑрсах ҫапӑҫакан ҫерҫисене те хӑмсарчӗ, анчах, Антип Грач ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух ун сӑмсине кӑмакаран тин ҫеҫ кӑларнӑ ҫӑкӑр тата кӑштах ҫуннӑ купӑста ҫулҫин тутлӑ шӑрши пырса кӗчӗ те — Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине лартаҫҫӗ — вӑл сасартӑк ӗнерхи кӑнтӑрларанпа апат ҫименнине аса илчӗ, хӑйне ытла выҫӑ туйнипе, шӑлсӑр ҫӑварӗ унӑн ҫавӑнтах сӗлекепе тулса ларчӗ, хул айӗнче темскер туртӑнса ыратнӑ пек пулчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӑна хирӗҫ Половцев хулӑн сассипе ҫилӗллӗн темскер калама пуҫларӗ, ҫав хушӑра Яков Лукич, темӗнле инкек ҫывхарса килнине туйнипе асапланса, алӑка хуллен пырса шаккарӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ, хама итлекене хирӗҫ чун тарӑхма тытӑннине туйнипе, чӗнмерӗм; вӑл хӑйне тӗнче ыйтӑвӗсене ӑнланма пултарайман ҫын вырӑнне хурать пулас, терӗм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Тен, шӑпах ҫав самантра ача чухнех курнӑ тискер тӗлӗксене асӑма илтем пулӗ, тӗлӗксенче мана вӗлеретчӗҫ те, путаратчӗҫ те, — вӑрансанах вара хам сывӑ иккенне туйнипе тем пек хӗпӗртеттӗм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫакӑн сӑлтавне эпир малтанах ӑнланса илеймен, пӗчӗк утрав ҫине пӗчченех тӑрса юлнипе, хамӑра хамӑр тӗнчерен татӑккӑн туйнипе ҫак каҫ пире ҫакнашкал илемсӗр курӑнчӗ пуль, терӗмӗр.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ура ҫине тӑрса ӳкнӗ хыҫҫӑн Алексей пӗр хушӑ ӑнсӑр пулса выртрӗ, анчах та ҫывӑхри хӑрушлӑха туйнипе вӑл каллех тӑна кӗчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Том хӑйӗн айӑпне туйнипе, хӑйне питех лайӑх мар пулнипе вырӑнта лара-тӑра пӗлмерӗ.Тому Сойеру не сиделось на месте, он был встревожен и не в духе, а кроме того, его грызла совесть.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫын тымарӗ тенӗ чухне кунта сӑмах ҫав ҫын хӑйӗн йӑх-несӗлне туйнипе туйманни пирки пырать.
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html