Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тип the word is in our database.
тип (тĕпĕ: тип) more information about the word form can be found here.
Энтрейсен ҫурса янтӑланӑ тип вутӑ пӗтсен, тем пысӑкӑш каскапа пӗр сехет хушши, лачкам шыва ӳкиччен кӗрешнӗ те икӗ мӑн ҫӗклем кӗртсе панӑ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Хул хушшине хӑй пӗрре ҫӑмарта пӗҫермелӗх тип шанкӑ хӗстернӗ.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӗҫех ҫӳҫне пуҫтарса ҫыхма ӗлкӗрнӗ Сухви пӗр ҫӗклем тип шанкӑ йӑтса кӗчӗ те, Саня ҫине куҫ уҫса пӑхмасӑрах, именчӗклӗн пуҫне чиксе, хӑвӑрт тӗпеле иртрӗ.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пархатарлӑн йышӑнса ҫӑта-ҫӑта илчӗ ӑна ҫамрӑк садри тип тӑпра.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ҫакӑн пек каҫ мӗнле тип мунча пулма пултарать?

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗнле тип мунча?!

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Вӗсем мана тип мунча кӗртме чӗннӗ!

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Сутма пӗлес пулать, сутма пӗлес пулать тавара, — ҫак тӳлек лӑпкӑлӑхра тип аҫа ҫатӑртатнӑн илтӗнет Ҫтаппан сасси.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑлӑнас шанчӑк юлмарӗ ун чухне, анчах ҫав вӑхӑтра ман вилӗм сехечӗ ҫитмен пулнӑ-ши: хӑватлӑ юхӑм темлерен сӗвек вырӑналла ҫаврӑнчӗ те, ура ҫӗре перӗннине туйса эп мӗнпур вӑя пухрӑм, шыв юхӑмӗн ытамӗнчен хӑтӑлса аран-аран тип ҫӗр ҫине тухса тӑсӑлса выртрӑм.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ытларах чухне чӑваш каччисене тинӗс ҫар флотне, сывлӑшпа космос вӑйӗсен, сывлӑшпа десант, тип ҫӗр ҫинчи ҫарсене яраҫҫӗ.

Help to translate

Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665

91 гектар ҫинче тип курӑк ҫуннӑ.

Help to translate

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Чӑваш Республикин гражданла оборона тата синкерлӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов Улатӑр тата Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче, Канашпа Улатӑр хулисенче уҫӑ вырӑнта тип курӑк е ҫӳп-ҫап ҫунтарнине нумай шута илнине каларӗ.

Help to translate

Вӑрманта - пушар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60802

«Нӳрӗлӗх пуррипе усӑ курса юлмалла, вӑрлӑха тип ҫӗр ҫине акмалла мар», – ҫапла палӑртаҫҫӗ ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсем.

Help to translate

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Аркашран пирус ыйтса илсе ҫӑвара хыпрӑм, анчах ӑна шӑрпӑкпа тивертме ӗлкӗреймерӗм: махорка пӗрчи тип пыра сӗртӗнсе йӗкӗлтерӗ те, ӳсӗрме тытӑнтӑм.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хӑсӑк тип пыра лекнипе чыхӑнса кайнӑ вӑл, врачсем ҫапла каланӑ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ывӑлсене эпӗ вӑрҫӑра ҫохатрӑм, онӑн вара тӑнӑҫ саманара та коҫҫоль йохтармалли тип шар корма тиврӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кун хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмест — пӗччен пурӑнакан карчӑка Глафира тип шар кӑтартать: столовӑй буфетӗнче пулӑ туяннӑ чух ӑна укҫа тӗрӗс тавӑрса памасть — пӗр тенке яхӑн улталать.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тип вар урлӑ каҫакан пысӑк ҫара курчӗҫ те вӗсем пит хӑвӑрт вӑрмана каялла кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утлӑ ҫар, тип вар урлӑ каҫса, умри ӑвӑслӑхалла ҫул тытрӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тип ҫырмасем урлӑ, вӑрман витӗр ҫурҫӗрелле кана пӗлми пӗр юланут сиктерет.

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed