Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр виҫӗ кунран Йӑкӑнат патӗнчен дружинниксемпе правлени членӗсем пӗр лав юман, ӑвӑс тиесе тухрӗҫ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.
Хӑй кашни кӗркунне амӑшӗн ҫӗр улмине пӗр машина тиесе килет те Атӑл тарӑх анаталла кайса сутать.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл, хӑй тимлесе, чӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлерӗ, крахмал заводӗнчен мезга нумай тиесе килчӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Им-ҫам вӑхӑтра тиесе пама ӗлкӗрӗр кӑна.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Майӗпен тулти ҫутта хӑнӑхса ҫитетӗн, хӑлхана каллех тӗрлӗ сасӑ кӗрет: ҫыран хӗрринчи шурӑ чул будкӑра электронасус кӗрлет, вӑл фермӑсем валли ҫырмаран шыв уҫласа хӑпартать; картишӗнче сыснасене хулана тиесе каякан машина тавра пухӑннӑ ҫамрӑксем шавлани, калаҫни-кулни, витерен вагокеткӑпа тислӗк кӑларакан хӗр юрлани илтӗнет…
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Мезгана эпир ҫуни-ҫунипе тиесе килетпӗр те ятарласа чавнӑ шӑтӑксене хуратпӑр, кайран вара, пӑспа пӗҫерсе, пӑрҫа улӑмӗн ҫӑнӑхӗпе хутӑштарса паратпӑр.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Питомникри ватӑ ӗҫченсем, вӗсене курсан, пӗҫҫисене шарт! ҫапса, хӑйсен ӗҫне пӑрахсах, калчасене йӗпетсе лавсем ҫине хӑйсем тиесе яратчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Кур-ха ӑна, янттине тиесе хунӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
1961-мӗш ҫулхи сентябрӗн 9-мӗшӗнче 8-мӗш обходра Иванов Петр Ивановичпа Алексеев Григорий Алексеевич, ҫак обходра вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем, штабельтен касса хатӗрленӗ пӗренесене тиесе кайма тытӑннӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Унтан ҫав калчасене лавсем ҫине тӗрӗс те типтерлӗн тиесе яма пулӑшатӑп.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Хӑш чухне ҫыннисем хӑйсене шанчӑксӑртарах тыткаланине курах вӗсен машинисемпе тракторӗсен номерӗсене тата хӑш вӑхӑтра мӗн тиесе тухнине ҫырсах хуратӑп.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Мӗнле хитре йывӑҫсем кӑларса патӑмӑр, пӗрин тымарӗсене айӑпламасӑр, ҫӑмарта тиенӗ пекех асӑрханса лавсем ҫине хамах тиесе ятӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӑрман ҫулӗпе пӗр арҫын вут тиесе таврӑнать.
Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.
Шӑкӑр-шакӑрах тиесе лартрӑмӑр та — ҫула.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ӗҫкунӗ хӑвалатӑн та киле утӑ тиесе каятӑн, — чӑтаймарӗ вӑл юлашкинчен.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Шӑхрана тӑвар тиесе килнӗ, кашни киле виҫшер пӑт параҫҫӗ, — тет вӑл, пӗррех лашине туртса ҫапса.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Ҫапла, пӗр вилене пытарса, тепӗрне каялла тиесе таврӑнма тиврӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Вӑлах машинӑпа Петя виллине тиесе таврӑнчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Вилӗмӗ те элчел вилӗм пулмарӗ, вӑрмантан колхоз валли пӗренесем тиесе таврӑнсан, апат та ҫиеймерӗ, вар пӑрса килнипе аптрарӗ, йӑванчӗ-йӑванчӗ те ир енне хытса выртрӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ферма заведующийӗ курӑк тиесе килнӗ урапа ҫине тӑсӑлса выртнӑ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.