Шырав
Шырав ĕçĕ:
тивӗҫтересси (тĕпĕ: тивӗҫтер) more information about the word form can be found here.
Чӑваш Ен Правительствин тӗп тӗллевӗсем – влаҫ уҫҫӑнлӑхне ӳстересси, республикӑра пурӑнакансене пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки калакан тулли те тӗрӗс информаципе вӑхӑтра тата васкавлӑн тивӗҫтересси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457
«Архивра пурнӑҫӑн, пулӑмсен историйӗ упранать. Пирӗн тӗллев - халӑхӑн пуян историне упраса хӑварасси. Планпа килӗшӳллӗн ӗҫ докуменчӗсене пӑхса тӑратпӑр. Ҫынсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтересси те тӗп тӗллевсенчен пӗри шутланать. Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва патриотизмла воспитани парасси ҫине те тимлӗх уйӑратпӑр», - ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ архив ӗҫченӗсем.
Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Пирӗн тӗллев вара - хамӑр ӗҫе лайӑх тӑвасси тата ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтересси, - терӗ В.Павлов.
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Кивӗ ҫуртсенчен ҫӗнӗ хваттерсене куҫармалли программӑна пурнӑҫланӑ чухне Кӳкеҫри 18 ҫемье ыйтӑвне тивӗҫтересси тӑсӑлса кайнӑ.
Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ҫавӑнпа та влаҫ органӗсен должноҫри мӗнпур ҫыннишӗн туянусен чи пысӑк шайри тухӑҫлӑхне тата ҫирӗплетнӗ контрактсене пахалӑхлӑн, вӑхӑтра пурнӑҫлассине тивӗҫтересси чи малтан татса памалли тӗллев пулса тӑрать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Асӑннӑ мерӑсене тивӗҫтересси пысӑк тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ, анчах вӗсене пурнӑҫлама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ, ку ӗҫе урӑх кая хӑварма юрамасть.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945