Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Нимӗнле йӗркепе те хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне аскӑн арӑм тӳлевне е йытӑ# хакне ан хыв, мӗншӗн тесессӗн ку та, лешӗ те санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче йӗрӗнчӗк.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аммон ҫыннипе Моав ҫынни Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймаҫҫӗ, вӗсен вуннӑмӗш сыпӑкӗ те Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть, 4. мӗншӗн тесессӗн вӗсем эсир Египетран килнӗ чухне сире ҫул ҫинче ҫӑкӑрпа, шывпа кӗтсе илмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сана хирӗҫ пулса ылханмашкӑн Месопотамири Пефор хулинчи Валаама, Веор ывӑлне, тара тытнӑ; 5. анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Валаама итлес темен, унӑн ылханне Ҫӳлхуҫа Турру саншӑн пиллӗхе ҫавӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру сана юратать.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кам та кам ҫураҫман хӗре тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, вӗсене асӑрхаса тытсассӑн, 29. хӗрпе выртнӑ ҫыннӑн хӗрӗн ашшӗне аллӑ [сикль] кӗмӗл памалла, хӗрӗ вара унӑн арӑмӗ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн лешӗ ӑна пӑсӑка кӑларнӑ; хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑл арӑмӗнчен уйӑрӑлаймӗ.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫураҫнӑ хӗре кам та пулин хирте тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, арҫыннине ҫеҫ вӗлерме тытса памалла, 26. хӗрне вара нимӗн те ан ту; вӑл вилмелле усал ӗҫ туман: ӑна ҫапла хур кӑтартни кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине тапӑнса вӗлернипе пӗрех, 27. мӗншӗн тесессӗн арҫынни ӑна хирте тӗл пулнӑ, ҫураҫнӑ хӗр кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те вӑл мӗн калани чӑн пулсассӑн, кӗҫӗн ҫыннӑн хӗрлӗхӗ тупӑнманах пулсассӑн, 21. ӑна хӑйӗн ашшӗ килӗн алӑкӗ патне илсе пыччӑр, хула ҫыннисем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ килӗнче асса Израиль хушшинче намӑс ӗҫ тунӑ; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та пулин вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тусассӑн, ӑна вӗлерсессӗн, эсӗ ӑна йывӑҫран ҫаксассӑн, 23. унӑн ӳчӗ йывӑҫ ҫинче ҫӗр каҫмалла мар, ӑна ҫав кунах пытар, мӗншӗн тесессӗн [йывӑҫ ҫинче] ҫакӑнса тӑракан [кирек кам та] Турӑ умӗнче ылханлӑ, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗре ан ирсӗрлет.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Камӑн та камӑн икӗ арӑм — пӗри юратнӑ, тепӗри юратман арӑм пулсассӑн, юратнӑ арӑмӗ те, юратманни те ӑна ывӑл ҫуратса парсассӑн, малтан ҫуралнийӗ юратман арӑмӗн ывӑлӗ пулсассӑн, 16. ывӑлӗсене хӑй пурлӑхне уйӑрса панӑ чухне ҫав ҫын юратнӑ арӑмӗн ывӑлне юратманнин малтан ҫуралнӑ ывӑлӗнчен мала хума пултараймасть; 17. малтан ҫурални тесе унӑн юратман арӑмӗн ывӑлне йышӑнмалла, ӑна хӑйӗн икӗ пайне памалла, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ вӑйӗн пуҫламӑшӗ, малтанхи ывӑл тивӗҫлӗхӗ ун ҫине килет.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене санӑн аллуна ӳкерсессӗн, эсӗ вӗсене тыткӑна илсессӗн, 11. тыткӑна лекнисем хушшинче сӑнӗпе хитре хӗрарӑма курса юратса пӑрахсассӑн, ӑна качча илессӳ килсессӗн, 12. эсӗ ӑна хӑвӑн килне илсе пыр, вӑл вара ҫӳҫне илтӗр, чӗрнине кастӑр, 13. хӑй ҫийӗнчен тыткӑна лекнисен тумтирне хывса пӑрахтӑр, ҫапла вара ашшӗпе амӑшӗшӗн йӗре-йӗре сан килӳнте пӗр уйӑх пурӑнтӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ ун патне кӗрсе унӑн упӑшки пулма пултаратӑн, вӑл санӑн арӑму пулӗ; 14. эхер те кайран вӑл сана килӗшми пулсассӑн, эсӗ ӑна хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кӑларса яр, анчах кӗмӗлле ан сут, чура пулма та ан пар, мӗншӗн тесессӗн ӑна эсӗ арӑм тунӑ.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн; 11. эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ; 12. вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил, 13. Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух; 14. арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн; 15. ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухсассӑн, унӑн учӗсемпе ҫар ураписем [тата] халӑхӗ те санӑннинчен нумайраххине курсассӑн, ан хӑра вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн санпа пӗрле хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру, Вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫын вӗлерекенӗ акӑ мӗнлескерӗ унта тарса чӗрӗ юлма пултарать: кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, ӑна вӗлерме шухӑш тытман халлӗнех, уншӑн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман вӑхӑтрах, ӑнсӑртран вӗлерсе пӑрахать — ҫавӑ; 5. кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннипе вӑрмана вутӑ касма кайсассӑн, пуртӑ тытнӑ аллине йывӑҫ касма сулса янӑ чухне пуртти авринчен вӗҫерӗнсе ҫывӑх ҫынна лексе ӑна вӗлерсе пӑрахрӗ пулсассӑн, ҫавӑ вара, чӗрӗ юлас тесе, хайхи виҫӗ хуларан пӗрне тарса ӳктӗр: 6. юншӑн тавӑраканӗ, чӗри тарӑхса-хӗрсе кайнипе, ун хыҫҫӑн хӑваласа ан каяйтӑр, ӑна инҫе ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе ан вӗлерейтӗр, унсӑр пуҫне тата вӑл айӑпа тивӗҫлӗ те мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗлернӗ ҫыннишӗн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман; 7. ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ эпӗ сана: виҫӗ хула уйӑрса ил, терӗм.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑр хушшӑртан, хӑвӑн тӑванусем хушшинчен, ман пек пророк кӑларса парӗ, Ӑна итлӗр; 16. мӗншӗн тесессӗн эсӗ Хорив патӗнче пуху кунӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан ҫапла каласа ыйтрӑн: ӳлӗмрен мана хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн сасси ан илтӗнтӗрччӗ, ҫак хӑватлӑ вут-ҫулӑм та мана урӑх ан курӑнтӑрччӗ — манӑн вилес марччӗ, терӗн.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх парне кӳме илсе пынӑ вӑкӑрсенчен е сурӑхсенчен священниксене акӑ мӗн-мӗн памалла: хулне, янахне, хырӑмлӑхне священника памалла; 4. тата ӑна малтан ӗлкӗрнӗ тыррунтан, эрехӳнтен, йывӑҫ ҫӑвӗнчен, малтан каснӑ сурӑх ҫӑмӗнчен пай пар, 5. мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру Левий ывӑлне [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче] тӑмашкӑн санӑн мӗнпур йӑхунтан суйласа илнӗ: вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе [тата пиллӗх парса] тӑмалла.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах вӑл хӑй валли лаша ӗрчеттерсе ан ятӑр, хӑй валли лаша ӗрчетмешкӗн халӑха Египет ҫӗрне каялла ан тавӑртӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире: «ҫак ҫулпа урӑх ан таврӑнӑр» тенӗ; 17. тата вӑл, нумай арӑм илсе, чӗрине ан ирсӗрлеттӗр, кӗмӗлӗпе ылтӑнне те виҫесӗр ан нумайлаттӑр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнма парас вырӑнта пур ҫӗрте те йӑх тӑрӑх тӳресем, халӑха пӑхса тӑракансем уйӑрса ларт: вӗсем халӑха тӳррипе сут туса тӑччӑр; 19. саккуна ан пӑс, ҫын кам иккенне ан пӑх, сӗрев ан ил, мӗншӗн тесессӗн сӗрев ӑслисене суккӑрлатать, тӗрӗс ӗҫех тӳнтерле кӑтартать; 20. чӗрӗ тӑрас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан ҫӗре еткерлӗхе илес тесессӗн, тӗрӗслӗхе, тӗрӗслӗхе шыра.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авив уйӑхне уяса тӑр, Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, Пасха ту, мӗншӗн тесессӗн авив уйӑхӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ҫӗр варринче Египетран илсе тухнӑ.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те вӑл сана хӑйне сан патӑнта лайӑх пулнӑран: «каймастӑп эпӗ сан патӑнтан: эпӗ сана та, сан ҫуртна та юрататӑп» тесессӗн, 17. эсӗ аллуна атпӑри ил те унӑн хӑлхине алӑк ҫумне чиксе шӑтар; вара вӑл ӗмӗрех санӑн чуру пулса юлӗ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Ӗнтӗ санӑн кӗлмӗҫсем пулмӗҫинччӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те туса тӑма тӑрӑшсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана еткерлӗхе илтӗр тесе паракан ҫӗр ҫинче пиллӗх парӗ; 6. ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана, Хӑй каланӑ пек, пиллӗ, вара эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху никамран та кивҫен илмӗн; эсӗ нумай халӑха пуҫ пулса тытса тӑрӑн, вӗсем хӑйсем сана пуҫ пулса тытса тӑраймӗҫ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ мӗнле каҫармалла: кирек кам та, ҫывӑх ҫыннине кивҫен панӑ пулсассӑн, парӑма каҫартӑр, ҫывӑх ҫынран е тӑванӗнчен шыраса ан илтӗр, мӗншӗн тесессӗн каҫарассине Ҫӳлхуҫашӑн [санӑн Туррушӑн] тума хушнӑ; 3. ют ҫӗршыв ҫыннинчен шыраса ил, тӑванна мӗн панине пурне те каҫар.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.