Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тепӗр the word is in our database.
тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) more information about the word form can be found here.
Ун хыҫҫӑн тепӗр хыпар та пулчӗ.

За ней последовала вторая.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темле майпа вӑл хӑйӗн тепӗр ӗҫне те усӑллӑ ӗҫ тесе шутлать-ха — темле Хекерт адмирал патӗнче ӗҫленӗ иккен вӑл.

Почему-то он ставил себе в заслугу и другую свою службу — у какого-то адмирала Хекерта.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лампочка тепӗр хут мӗлтлетсе илчӗ те, Гриша васкасах пирӗн пата пырса кӗчӗ.

Лампочка ещё раз мигнула, и в уборную поспешно вошёл Гриша.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ывӑлу-и? — ыйтрӗ вӑл калаҫма чарӑнмасӑрах, вара хӑвӑрттӑн ман ҫине те, Кораблев ҫине те пӑхса илчӗ те, унтан тепӗр хут та ман ҫине те, Кораблев ҫине те пӑхса тӑчӗ.

Сын? — спросил он быстро и быстро посмотрел на меня и на Кораблёва и снова на меня и на Кораблёва.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Гриша тепӗр хутчен те: «Айӑп ан тӑвӑр», терӗ.

Потом Гриша ещё раз извинился — 

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— «Аптратса пӗтерчӗ, тенӗ, — тепӗр хут та каларӗ Нина Капитоновна. — Сансӑр пурӑнма та пултараймасть», — тенӗ.

— «Одолевает просьбами, — с выражением повторила Нина Капитоновна. — И не может без тебя жить».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нина Капитоновна Иван Павлыч ҫумнерех, тепӗр пукан ҫине куҫса ларчӗ.

Нина Капитоновна пересела на другое кресло, поближе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хӗрхенет-и? — тепӗр хут ыйтрӗ Кораблев.

— Жалеет? — снова переспросил Кораблёв.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку вӑл питӗ кирлӗ ӗҫ — саншӑн та, маншӑн та, тата тепӗр ҫыншӑн та.

 — Это очень нужно — и для тебя, и для меня, и ещё для одного человека.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах кӑҫал Ҫурҫӗр Ҫӗрне высокоширотнӑй экспедици каять иккен те, ӑна хӑй ӗҫӗпе пӗрлех тепӗр ӗҫ те тума хушма пулать — Татаринов капитан экспедицийӗ пӗтнӗ района пӑхса тухма.

Но поскольку в этом году к Северной Земле отправляется высокоширотная экспедиция, вполне можно дать ей небольшое параллельное задание — обследовать район гибели капитана Татаринова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Начальникӗсем» патӗнче эпӗ хам мӗн каласа панине кӗскен кӑна тепӗр хут каларӑм та унтан вара акӑ мӗн ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр:

У «начальства» я кратко повторил свой рассказ, и мы условились:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхине ирех эпир Ваноканран вӗҫсе тухрӑмӑр, тепӗр виҫӗ сехет ҫурӑран, пӗр мыскарасӑр-мӗнсӗр, Заполярьене анса лартӑмӑр.

Рано утром мы вылетели из Ванокана и через три с половиной часа без всяких приключений опустились в Заполярье.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр хӗрӗх минутран вӑл операци тумалли пӳлӗмрен тухрӗ.

Через сорок минут он вышел из операционной.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кровать ҫинче те вӑл пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫкаласа ларчӗ.

Но и на кровати он поминутно пересаживался с места на место.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак кӗрнеклӗ те ҫирӗп ҫынна суран пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна киле-киле ҫапнине пӑхса тӑма ҫав тери йывӑр!

Страшно было видеть, как боль швыряла это большое, сильное тело!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫӗр ҫулта, — тепӗр хут хӑй сӑмахӗ ҫине тӑчӗ Иван Вылка.

— Сто лет, — упрямо повторил Иван Вылка.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫӗр ҫулта, — тепӗр хут каларӗ ненец.

— Сто лет, — повторил ненец.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Миҫе? — тепӗр хут ыйтрӗ тухтӑр.

— Сколько? — переспросил доктор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата, вӑл вилнӗренпе, калӑпӑр, тепӗр вунӑ ҫул иртнӗ!

Да ещё, должно быть, десять, как он умер!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр вунӑ ҫултан эсӗ хӑвӑн самолетупа пуҫ ҫине йӑтӑнса анасса кӗтсе, вӑл юриех сыхласа усранӑ тетӗн-и?

— Или ты думаешь, что он нарочно берёг её, рассчитывая, что через десять лет ты свалишься к нему на голову со своим самолётом?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed