Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенине (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Студент ҫулӗсенчен пуҫласа паян кунчченех кун пекки чӑваш чӗлхинче пулмалла мар тенине илтме тивет.

Начиная со студенческих лет до настоящего времени слышишь, что такого в чувашском языке не должно быть.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пирӗн ӑру: «Канашран иртсен чӑваш чӗлхи кирлӗ мар», — тенине илтсе ӳснӗ.

Наше поколение выросла на словах: "Дальше Канаша чувашский язык не нужен".

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ял ҫыннисен кӑмӑлӗ ҫӗкленӳллӗ: вӗсем уйсенче тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтересшӗн, «ҫӑкӑртан асли ҫук» тенине асра тытса мӗн ҫитӗнтернине упраса хӑварасшӑн.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫин Николай Маловӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫакӑ Владимир Путин Президент малтанхи суйлав «Единая Россия» партие уҫӑрах тата ҫынсем патне ҫывӑхрах тенине тӳрре кӑларчӗ.

Help to translate

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Юрӗ, калас тенине пӗр ҫӗре пуҫтарма хӑтланса пӑхам-ха.

Help to translate

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

«Талӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтне, канмалли кунсене, ҫанталӑка, «пултараймастӑп» тенине пӑхмасӑр мӗн пуҫланине вӗҫне ҫитермелле.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Анчах та йывӑҫ тымарсӑр пулмасть тенине тӗпе хурса историренех пуҫлар-ха.

Help to translate

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Мӗн акатӑн - ҫав шӑтать, тенине тӗпе хурса тӑрӑшаҫҫӗ хуҫалӑх ӗҫченӗсем.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Симон Петр, «ку — Ҫӳлхуҫа» тенине илтсен, тумтирне пилӗкӗ тавра ҫыхнӑ та (вӑл ун чухне ҫарамас пулнӑ) тинӗсе сикнӗ.

Симон же Петр, услышав, что это Господь, опоясался одеждою, - ибо он был наг, - и бросился в море.

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эпӗ — ҫырла авӑрӗ, эсир — турачӗсем; кам Ман ӑшӑмра, Эпӗ те ун ӑшӗнче тӑратӑп, вӑл нумай ҫимӗҫ кӳрет: Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр; 6. Ман ӑшӑмра маррисем — касса пӑрахнӑ, типсе выртакан туратсем пек: вӗсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ; 7. эсир Ман ӑшӑмра пулсан, Ман сӑмахӑмсем сирӗн ӑшӑрта пулсан, мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ҫавӑ пулӗ сире.

5. Я есмь лоза, а вы ветви; кто пребывает во Мне, и Я в нем, тот приносит много плода; ибо без Меня не можете делать ничего; 6. кто не пребудет во Мне, извергнется вон, как ветвь, и засохнет; а такие ветви собирают и бросают в огонь, и они сгорают; 7. если пребудете во Мне и слова Мои в вас пребудут, то, чего ни пожелаете, просите, и будет вам.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Эпӗ хӑвӑра: «сирӗн патӑртан каятӑп, анчах сирӗн пата килетӗп» тенине илтрӗр эсир.

28. Вы слышали, что Я сказал вам: иду от вас и приду к вам.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Тепӗр кунне уява пынӑ темӗн чухлӗ халӑх, Иисус Иерусалима килет тенине илтсен, 13. пальма турачӗсем тытса, Ӑна кӗтсе илме тухнӑ, вӗсем: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекенӗ, Израиль Патшийӗ мухтавлӑ! тесе кӑшкӑрнӑ.

12. На другой день множество народа, пришедшего на праздник, услышав, что Иисус идет в Иерусалим, 13. взяли пальмовые ветви, вышли навстречу Ему и восклицали: осанна! благословен грядущий во имя Господне, Царь Израилев!

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ӑна хирӗҫ кайнӑ; Мария килӗнчех юлнӑ.

20. Марфа, услышав, что идет Иисус, пошла навстречу Ему; Мария же сидела дома.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Лазарь чирлӗ тенине илтсен, Иисус ҫав вырӑнта тата икӗ кун пурӑннӑ.

6. Когда же услышал, что он болен, то пробыл два дня на том месте, где находился.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен, Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та каланӑ: эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и? тенӗ.

35. Иисус, услышав, что выгнали его вон, и найдя его, сказал ему: ты веруешь ли в Сына Божия?

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Куракан пулнӑ ҫын вӗсене хуравласа каланӑ: ҫакӑнтан тӗлӗнмелле те: Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне пӗлместӗр; 31. эпир пӗлетпӗр-ҫке: ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлемест; кам Ӑна хисеплет, Унӑн ирӗкне туса пурӑнать, ҫавна итлет; 32. суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине ӗмӗрне те илтмен; 33. Вӑл Турӑран пулмасан, нимӗн тума та пултараймӗччӗ, тенӗ.

30. Человек прозревший сказал им в ответ: это и удивительно, что вы не знаете, откуда Он, а Он отверз мне очи. 31. Но мы знаем, что грешников Бог не слушает; но кто чтит Бога и творит волю Его, того слушает. 32. От века не слыхано, чтобы кто отверз очи слепорожденному. 33. Если бы Он не был от Бога, не мог бы творить ничего.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫакна каласан Вӑл ҫӗре сурнӑ та, сурчӑкне тӑпрапа хутӑштарса, суккӑрӑн куҫне ҫав пылчӑкпа сӗрнӗ, 7. унтан ӑна каланӑ: кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн, тенӗ («Силоам» тени «Янӑскер» тенине пӗлтерет).

6. Сказав это, Он плюнул на землю, сделал брение из плюновения и помазал брением глаза слепому, 7. и сказал ему: пойди, умойся в купальне Силоам, что значит: посланный.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Хӗрарӑм Ун пирки: «Вӑл мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ» тенине илтсессӗн, ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.

39. И многие Самаряне из города того уверовали в Него по слову женщины, свидетельствовавшей, что Он сказал ей все, что она сделала.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Эпӗ хам ҫинчен: «эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ» тенине эсир хӑвӑрах ҫирӗплетсе пама пултаратӑр.

28. Вы сами мне свидетели в том, что я сказал: не я Христос, но я послан пред Ним.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӑваттӑмӗш чӗрчун сассине: кил кунта! тенине илтрӗм.

7. И когда Он снял четвертую печать, я слышал голос четвертого животного, говорящий: иди и смотри.

Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed