Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенине (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Кӑмӑлӗ ҫине тем пысӑкӑш йывӑрлӑх тиенсен те, укҫана Михха панӑ тенине ӗненме хатӗрех.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукӑн укҫа пурри тата вӑл укҫана ӑҫтан тупнине каласа паманни ырӑ енне маррине пӗлсен те, хӗрӗ вӑрӑ тенине ӗненмерӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ Анука курайманнисем мар, ӑна ырӑ сунакансем те, вӑл Миххапа явӑҫнӑ тенине ӗненсе, ун хутне кӗми пулчӗҫ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, вырӑс ялӗсенче ҫӗнӗ ҫӗре куҫма пуҫтарӑнаҫҫӗ тенине илтнӗскер, ку лашана юрӑхсӑррипе сутманнине ӑнланчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗ патне Михха кӗнӗ тенине илтсен, чӗри усала сиснӗн ыратма тытӑннӑччӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑслансем читлӗхӗнчен тухнӑ тенине илтсен, крючниксем те хӑраса ӳкрӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен вӑл ӗҫе илекенсем пристань таврашӗнчех тӑраҫҫӗ тенине аса илчӗ те унта ҫитсе пӗр пичке ҫине вырнаҫрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни пристань ҫинчех кунашкал ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем укҫа та аванах илеҫҫӗ тенине илтнӗччӗ вӑл.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку амбарсене те Михха тутарать тенине илтнӗччӗ вӑл, халь вара хӑй куҫӗпе курса ӗненчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ушкӑнта пӗр-пӗрне йӗплесси, кулкаласси час-часах пулатчӗ, анчах та Лоттӑпа иккӗшӗнчен мӑшкӑллас тенине Кеша каҫармастех.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӗсем пирки гомиксем тенине те илтнӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хальччен никамран та «чӗлхӳ вӑрӑм» е «стукач» тенине илтмен.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

— Ку кино лайӑх тенине илтнӗччӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Халӗ вӗсем Михаҫа кам «хӑравҫӑ» тенине те ас тумаҫҫӗ, аллине ыраттарнӑ тесе ачашланакан-кутӑнлашакан Иваҫа та аса илмеҫҫӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

— Атте, анне мӗншӗн ҫаплах таврӑнмасть, — тесе пӗрре ҫеҫ мар ыйтнӑ ача хӑш-пӗр саспаллисене тытӑнчӑклӑрах янратса, ашшӗ амӑшӗ вӑхӑтлӑха таҫта ӑшӑ енне кайнӑ тенине ӑса-тӑна хывнӑскер.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Таркӑнсем ҫӳреҫҫӗ тенине пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ-ҫке-ха.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Анчах Вӗҫелис, ытти чухнехи пек, ваттисене пӳлмерӗ: амӑшӗ мӗн калас тенине хӗрӗ патне ҫитерчӗ-ҫитерчех.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӑй панӑ сӑмаха: «Ҫамрӑксем хӑрушсӑрлӑх техники правилисене пӑхӑнса ӗҫлессине хам ҫине илетӗп», — тенине ҫӗре ӳкермерӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӑваш Республикин Гербӗпе Ялавне тӑваканӗ Элли Юрьев та Трак енченех тенине илтнӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫак вӑхӑтра ӑна ҫӗнӗ ятпа пӗлме пуҫланӑ — Стаги (Σταγοί, тӳрреммӗн куҫарсан «тумламсем» тенине пӗлтерет), вӑл пӗрешкел ятлӑ епархин центрӗ (хальхи вӑхӑтра Эллада православи чиркӗвӗн Стагонпа Метеора метрополийӗ) пулса тӑнӑ.

В это время он получил новое название — Стаги (Σταγοί, букв. «капли») и стал центром одноимённой епархии (ныне Стагонская и Метеорская митрополия Элладской православной церкви).

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed