Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тен the word is in our database.
тен (тĕпĕ: тен) more information about the word form can be found here.
Калӑр Симкӑна, пуҫне ытлашши ан каҫӑрттӑр, курӑпӑр, — тен эпир те кирлӗ чух кирлӗ пулӑпӑр.

Пусть ваша Симка чересчур не гордится, могу пригодиться.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта, Марс ҫинче, тен тин тапранать пулӗ-ха.

А там, на Марсе, может, все еще только начинается.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен пӗрре те эп шухӑшланӑ пек мар пуль?

Может быть, совсем не таким, как я напридумала себе?

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах малалли йӗркине вуласан, ӑнлантӑм: «Эй, тусӑм, хаклӑ Дюльдялӗм, эс пур ылтӑнтан та хаклӑ. Тен, хӑйӗн чунне парса, сана илме шутлакан ҫын тупӑнӗ, анчах ҫавӑ хак та саншӑн пулсан ҫителӗксӗр пулӗ…»

Но, прочтя первую строку следующей странички, я все поняла: «О мой дорогой Дюльдяль, — было написано там, — если бы нашелся человек, который захотел купить тебя ценой своей души, то и эта цена для тебя была бы низкой…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗлӗкрех эп тарӑхнӑ пулӑттӑм-и тен, хама хам ятланӑ пулӑттӑм, ӗнтӗ пин хут та ытла хам ҫинчен шухӑшланӑ пулӑттӑм.

Вероятно, прежде я бы терзалась, ругала себя и вообще думала о себе в тысячу раз больше, чем нужно.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен иленсе те ҫитрӗ пуль ҫав ӗҫе, мӗншӗн тесен часах эпӗ унран йӑлтах урӑхла сасӑпа ҫырнӑ ҫыру илтӗм.

Но, очевидно, он увлёкся этой работой, потому что вскоре я получила от него совсем другое письмо.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен кӑштах йӗтӗм те пулӗ, анчах ҫав вӑхӑтра приемнӑйран такамӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт тесе ыйтрӗ, вуннӑ ҫитме те вунпилӗк минут кӑначчӗ-ха.

Может быть, я немного всплакнула, но в это время кто-то в приёмной спросил, который час, и оказалось, что уже без четверти десять.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен ҫапла туйӑнчӗ кӑна пуль мана.

Впрочем, может быть, это мне показалось.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта тен хӑшӗ ӑҫта ӗҫленине те пӗлме пулать пулӗ, хӑш вырӑнта пӗр-пӗрне кансӗрленине те тавҫӑрса илме май пур пулмалла.

Пожалуй, можно было угадать, где работает один и где другой и где проходила зона, в которой они мешали друг другу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катюша, тен эсӗ мана итлесе пӑхасшӑн та мар-тӑр?

Очевидно, ты не хочешь выслушать меня, Катюша?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл сухалне якаткаласа ман ҫине пӑхать — тен, тӗлӗнерех те пӑхать пулас.

Он гладил бороду и смотрел на меня, кажется, с любопытством.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен эпир те, аннепе иксӗмӗр, ыйткалакансем пек ҫав «ирӗккӗн ыйткаласа» пуҫтарнӑ укҫапа пурӑннӑ пулӗ?

Может быть, и мы с мамой жили, как нищие, на эту милостыню, собираемую путём «доброхотных даяний»?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Икӗ ҫул ӗнтӗ эпӗ отпускра пулман, акӑ халь отпуск илеп те кайӑп, е хӑй килӗ, тен июньрех килсе кайӗ-ха», тетӗп.

Два года я не брала отпуска, а теперь возьму и поеду, или он приедет, быть может, ещё в июле».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нумайлӑхах уйрӑлмастӑмӑр-ха эпир: августра вӑл ман пата Заполярьене пымаллаччӗ, эпӗ хама тата маларах чӗнтерессе те шанса тӑна — тен июльте те пулӗ.

Мы расставались ненадолго: в августе она должна была приехать ко мне в Заполярье, а я ждал, что меня вызовут еще раньше – быть может, в июле.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кунта вилнӗ ҫын та калаҫма тытӑннӑ пулӗччӗ-и тен, — терӗ вӑл нишлӗн сывласа, унтан шӗлепкине илме туртӑнчӗ.

– Здесь бы и мертвый, кажется, заговорил, – сказал он и, болезненно, часто дыша потянулся за шляпой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен эпӗ ҫак асапӑмпа саплашнипе те хавасланнӑ пулӑттӑм — ан тив, мӗн хам виличченех пытӑр, мана вӗт хам пурнӑҫӑм тахҫанах кирлӗ мар.

 – Я, может быть, рад был бы поплатиться и этим страданием – уж пускай до смерти, потому что мне жизнь давно не нужна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Халӗ, паллах ӗнтӗ, маншӑн пулсан пурпӗрех, — терӗм эп, — сирӗн хушшӑрта калаҫусем пулӗҫ-и тен.

– Конечно, теперь это, в сущности, все равно, – продолжал я, – теперь это дело только ваших отношений.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗлместӗп те, тен эп йӑнӑш каларӑм пуль.

Не знаю, может быть, я ошибаюсь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн ҫинчен вӑл мӗншӗн каласа пачӗ-ши, пӗлейместӗп, тен карчӑк ҫав пуппа Николай Антоныч хушшинче темле пӗрпеклӗх пур тесе шутлатчӗ пулӗ.

Не знаю, к чему это было рассказано, — должно быть, старушка находила между этим попом и Николаем Антонычем какое-то сходство.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Номерте паҫӑрах ҫутӑлнӑччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ ҫутта сӳнтерме маннӑ кайнӑ, тен ҫавӑнпа-и, хам сӑнӑм куҫкӗски ҫинче кӑштах шурнӑ пек курӑнчӗ.

В номере давно уже было совершенно светло, но я забыл погасить лампу и, должно быть, поэтому казался себе в зеркале немного бледным.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed