Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

температури (тĕпĕ: температура) more information about the word form can be found here.
Шыв температури — 36 градус ӑшӑ, процедура вӑхӑчӗ — 20 минут.

Температура воды - 36 градусов тепла, продолжительность процедуры - 20 минут.

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Сивӗ чухне сывлӑш температури — 15 градусран, ӑшӑ чухне 25 градусран ытла пулмалла мар.

В холода температура воздуха не должна быть больше 15 градусов, в теплое время - 25.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пӗлнӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм пуҫ ыратнипе, ӳт температури ӳснипе аптӑранӑ.

Насколько знаю, молодая женщина страдала от головной боли, повышения температуры.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Пӗлнӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм пуҫ ыратнипе, ӳт температури ӳснипе аптӑранӑ.

Насколько знаю, молодая женщина заболела из-за головной боли и повышенной температуры.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

«1941 ҫулта хӗл ҫав тери сивӗ килчӗ. Хушӑран сывлӑш температури 45 градус таран сивӗччӗ», — ҫапла каласа паратчӗ Мария Игнатьевна Кутаркина, шкулта вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ педагог.

Help to translate

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Сӑмахран, пациентсенчен чылайӑшӗ пыр ыратма, ӳсӗрме тытӑнсан та, ӳт температури ӳссен те тухтӑр патне васкамасть.

Help to translate

Вӑхӑтра сипленмелле // Л.ХАБИБРАХМАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Шыв температури +8... +10 градусран сивӗрех пулмалла мар.

Температура воды не должна быть менее +8... +10 градусов.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Мӗншӗн тесен чир пуҫламӑшӗ кӗтменлӗхсемпе паллӑ, килтен 37 градуспа тухсан та тепӗртакран ӳт температури 40 градуса ҫити хӑвӑрт хӑпарса кайма пултарать.

Help to translate

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӑл кӗтмен ҫӗртен пуҫланать, ӳт-пӳ температури 39-40 градуса ҫити хӑпарать, мышцӑсем, куҫсем ыратаҫҫӗ, тар вӑйлӑ тухать, вӑй-хал чакать, пуҫ ыратать.

Help to translate

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Асфальт ҫинче шӑтӑк-путӑк нумайланса кайнине специалистсем сывлӑш температури кӑнтӑрла тата каҫхине хӑвӑрт ылмашса тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

Чир ернӗ ҫыннӑн ӳт-пӳ температури 39-40 градус таран хӑпарать, ҫынна шӑнтса пӑрахать, пысӑк температура 5-7 куна пырать.

Help to translate

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed