Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теме (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Шухӑшӑма ҫеҫ каларӑм, ӑна опытпа ҫирӗплетрӗм: Александр Гринӑн хӑйне евӗрлӗ стильне ҫӗр проценчӗпех чӑвашлатма пулать, тӗрӗсрех — чӑвашлатрӑм теме хӑюлӑх ҫитеретӗп.

Я только высказал свое мнение, подтвердил ее опытом: уникальный стиль Александра Грина можно на сто процентов перевести на чувашский, а вернее — осмелюсь сказать, что я это и сделал.

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Гнор халӗ ларакан пӳлӗм чи лайӑх кунсене кӑларса тӑратрӗ: каҫхи сӗмлӗх тӗслӗ лутра сӗтел-пукан, шуранка стенасем, шухӑша путнӑ каҫхи чӳрече, кӳршӗ зал ҫути ытамланӑ ҫурма уҫӑ портьера — ун пекех, теме кӗтнипе хутланса ларса, хускалми чирлӗ пурнӑҫпа пурӑнать.

Комната, в которой сидел Гнор, напоминала ему лучшие его дни; низкая, под цвет сумерек мебель, бледные стены, задумчивое вечернее окно, полуспущенная портьера с нырнувшим под нее светом соседней залы — все жило так же, как он, — болезненно неподвижной жизнью, замирая от ожидания.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

«Инкек сукмакӗпе хаваслӑн утакан, синкер хыҫҫӑн мӗн пуласса сисмесӗр пурнакан» кайӑк ҫинчен ҫырнӑ сӑвва хӑюллӑнах «Марианнӑн» ҫичӗ матросӗ пиркиех теме юрать.

Стихи о «птичке, ходящей весело по тропинке бедствий, не предвидя от сего никаких последствий», смело можно отнести к семи матросам «Марианны».

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ, ҫурма ҫарамас кӑптӑрмӑш старикпе тӗл пуласса кӗтнӗ Фук ӑна курсан ҫав тери тӗлӗнчӗ; ҫулӗсене кура Бильдера франт теме те юрать-тӗр.

К великому удивлению Фука, ожидавшего увидеть полураздетого, оборванного старика, он убедился, что Бильдер для своих лет еще большой франт.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Пирӗн ялсовета примернӑй теме те юрать.

— Наш сельсовет можно назвать образцовым.

I // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

Икӗ йытӑ каллех, теме сиссе, харӑссӑн вӗрсе ячӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапах, саккун тӑрӑх, суд тумасӑр ҫынна преступник теме юрамасть.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хаҫатсем ҫырнӑ тӑрӑх, Бухарин ертсе пыракан ушкӑн, сылтӑм оппортунистсен ятне тивӗҫнӗскер, партипе ҫӗршыва ертсе пыракансем халӑх хуҫалӑхне йӑнӑш ҫул ҫине кӗртсе ячӗҫ теме тытӑннӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Корреспонденци пӗлтернӗ тарах, Германи салтакӗсенчен нумайӗшне, вӗсем хӑйсене мӗнле тыткалани енчен илсе пӑхсан, фашистла идейӑсене ырлакан салтаксем теме май ҫук.

Как сообщает корреспонденция, многих германских солдат, судя по их поведению, нельзя назвать солдатами, одобряющими фашистские идеи.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

— «Мухтав турра», теме хушман халь, «мухтав Гитлера», темелле.

— Сейчас нельзя говорить «Слава богу», надо сказать, «слава Гитлеру».

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Кӗҫӗнни аслине вӗрентмест, — теме кӑна пултарчӗ вӑл Ҫемене.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эрне ытла ӗнтӗ теме тарӑхнӑн, тӗксӗммӗн те хӑтсӑррӑн курӑнса тӑнӑ тавралӑх сасартӑк ҫуталса, чиперленсе кайрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мина, яланхи пекех, теме тарӑхнӑн мӑшӑлтаткаласа ларчӗ те турӑ кӗтессинчех тӗлӗрсе кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах юрату хӗлхемӗ пач сӳнчӗ теме ҫукчӗ ҫав.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, Калюковпа Минин пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ теме пулать.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах теме, пулма пултарайманнине те, шанас килет.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эх, «ан пӑшӑрхан» теме ҫӑмӑл та, анчах епле пӑшӑрханмӑн!

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Питне ҫавра теме те юрать, анчах янахӗ шӗвӗррипе вӑл аял енче виҫкӗтесленет.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрмери ҫынна саккун тӗлӗшпе канаш пани вӑл шаритленӗ кӑвакала пурӑнма вӗрентнӗ пекех те-ха, ҫапах тепӗр чухне кунта ҫынпа ӗретлӗ калаҫса ларни теме тӑрать, чуна кӑштах уҫӑлтарать, тунсӑха пусарать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫавӑншӑн кӑна пурнӑҫ лайӑхланать теме юрать-ши?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed