Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телейӗ (тĕпĕ: телей) more information about the word form can be found here.
Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫын телейӗ уншӑн — куҫа шур илсе лартнӑпа пӗрех! — ӳсӗр ҫынсене ӑна хирӗҫ хӗтӗртнӗ йӳтеме пуҫланӑ пӗр-пӗр карчӑк.

Чужое счастье — ей бельмо на глазу! — подзуживала старуха пьяных мужчин.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑватӑ чун тӗпренчӗкӗ вӗсемшӗн ҫемье телейӗ, ырӑ малашлӑх, иксӗлми хавхалану…

Help to translate

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

«Курӑр, эпӗ епле телейлӗ! Курӑр, эпӗ епле ҫамрӑк та чипер!» — тет унӑн хӗрелсе кайнӑ сӑнӗ; ирӗлекен ҫырла евӗр тути, ҫинҫешке кӗлетки, вӗлтлетсе курӑнакан йӑрӑс урисем, ҫутӑ пушмакӗсем — йӑлтах вун сакӑр ҫулхи хӗрӗн телейӗ ҫинчен калаҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйӗн савӑнӑҫӗ, хӑйӗн телейӗ.

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Ку вӑл, ывӑлӑм, маншӑн ватлӑхри пурнӑҫӑн чӑн-чӑн пысӑк телейӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку менелнике хуньӑшне чӗнӗҫ, унпала йӑлтах мирлешӗҫ, вара вӗсен телейӗ татах пысӑкланӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ним тума та ҫук, хӑйӗн телейӗ пулмарӗ ҫав — вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнаймарӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах, хӑй каларӑшле, телейӗ ҫапла унӑн терӗҫ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телейӗ мӗнле ҫав ӗнтӗ.

Help to translate

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ сӑмахне хӑлхана чикнӗрен хӗрсем малтан Эсеппе савнийӗ, ялти карт ывӑлӗ, ҫитет пуль тесе тӗшмӗртнӗччӗ, анчах аслин телейӗ пысӑкрах иккен — малтан Мамич-Бердей килсе тухрӗ.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн пытармалли, ял ҫыннисен урӑхларах шанчӑк та пурччӗ: тен, Сарри телейӗ иккӗллӗ пулӗ, мӑрса вӑрҫӑран таврӑнмасан ун ҫӗрӗ ял ҫӗрӗ ҫумне хутшӑнма пултарать тетчӗҫ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телейӗ те юнашарахчӗ ӗнтӗ, темиҫе кунтан Шигалей вырӑс ҫарӗпе пӗрле Хусана кӗрсе каймаллаччӗ, анчах аллах ӑна хальхинче те хур кӑтартма шутларӗ.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арҫын телейӗ арӑмӗнчен нумай килет, теҫҫӗ.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

«Мӗскер телейӗ!

— Какое счастье?

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн телейӗ!

— Какое счастье?

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн телейӗ!

— Какое счастье?

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйӗн икӗ вӗлле хурт, вӗсем те пулин — упа «телейӗ».

А у самого всего два улья, да и те медведево счастье.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тен, Яриле хӑпарса кайнӑ та пулӗччӗ те, пӗр япала чӑрмантарнӑ: телейӗ те унӑн, хӑмла пекех, ҫӑп-ҫӑмӑл пулнӑ: ҫилпе те вӗҫнӗ, ҫумӑрпа та йӗпеннӗ.

Кто знает, может, и взобрался бы Яриле повыше, одно помешало ему: счастье-то его было такое же ненадежное, как хмель, и ветру, и дождю подвластное.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ах, пултӑрччӗ телейӗ утлӑ».

Help to translate

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed