Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манпа паллашас текенсем нумайӑн пулчӗҫ.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Интернетра, «Одноклассникире» е «ВКонтактере», е «Фейсбукра» чӑваш саспаллисемпе ҫырнине курсан, тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашла ҫырас текенсем тытӑнаҫҫӗ ыйту пама: «ӑҫтан илтӗр?», «тупма пулӑшӑр-ха?» тата ытти те.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
«Вӑрнар» ят та Салукапа ҫыхӑннӑ текенсем пурччӗ.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
«Пирӗн тепӗр ывӑла сирӗн чаҫех йышӑнма май ҫук-ши?» – текенсем сахал марччӗ.
Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011
Малтанах «Капкӑна» кварталта пӗрре кӑларас текенсем те пурччӗ.
Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html
Кадет класне килес текенсем пур, заявленисем йышӑнма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26
Вӑхӑта сая яратӑн текенсем те тупӑнаҫҫӗ.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Ӑна шкултан кӑларса ярас текенсем сахалтарах пулнипе вӑл ҫӑлӑнса юлчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ӗлӗкренпех утӑ вӑхӑчӗ ҫитсен ялти пур ҫын та хаваспах улӑха васканӑ, ҫак пӗрлехи ӗҫрен юлас текенсем пачах пулман.
Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Тӗп хулара ыр кӑмӑллӑх ыйтӑвӗсемпе «хӗрӳ лини» ӗҫлет, пулӑшу кӗтекенсемпе кама та пулин пулӑшас текенсем ҫак телефонпа шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ: 236-77-77.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Кӑна ӗненмесӗр халап текенсем те тупӑнӗҫ, анчах ку тӗрӗс.Не поверив в это найдутся те, которые скажут, что сказка, но это правда.
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Вӗренес, вулас текенсем вӗсене те хапӑлласах ҫӳреҫҫӗ.
«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
- Кредит илес текенсем валли хальхи вӑхӑтра мӗнлерех ҫӗнӗлӗхсем пур?
Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Халӑх пурӑнакан вырӑнсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ пулса пырать, ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, шкулсене юсаҫҫӗ, пурӑнмалли условисене лайӑхлатас текенсем патшалӑх программисене хутшӑнаҫҫӗ.
Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Ҫавна май кӗнеке-хаҫат вулама юратакансем е хӑйӗн пултарулӑхне ҫырас ӑсталӑхра тӗрӗслес-палӑртас текенсем Чӑваш Ен тӗп хулинчи Пичет ҫуртӗнче вырнаҫнӑ унӑн пӳлӗмне хӑюллӑнах кӗреҫҫӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
«Чӑвашсем кун пек тӑхӑнмаҫҫӗ», - текенсем те пур.
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№