Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яшки ҫинче ҫуллӑ ӗне аш татӑкӗсем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, пӑрӑҫ, лавр ҫулҫи ярса тултарнӑ унта, тата нольская зраза теекен апатпа пӗрле горчица лартса панӑ, пӗчӗкҫӗ аш куклисем илсе пынӑ, кусемпе пӗрле пӑсӑла пуҫланӑ ҫу хурса панӑ.
20 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
А халӗ! халӗ ӗнтӗ драпран ҫӗлетнӗ сарлака ҫанлӑ сюртукӗ айӗнчен голландски кӗпе курӑнса тӑрать, аллинче 10 тенкӗ тӑракан сигара, сӗтелӗ ҫинче 6 тенкӗлӗх лафит теекен хӗрлӗ эрех, — кусене вӑл йӑлтах Симферопольри квартирмейстер урлӑ калама ҫук хаклӑ хакпа туяннӑ, — пӑхасса та вӑл калама ҫук мӑнаҫлӑн та сиввӗн, пуян аристократла пӑхать: юлташлине юлташлӑ ӗнтӗ эпир, мӗншӗн тесен эпӗ ҫӗнӗ шкул пӗтернӗ полк командирӗ, анчах та ан ман, тӑватӑ уйӑх хушшинче эсӗ мӗнпурри те 60 тенкӗ ҫеҫ шалу илетӗн, а ман алӑ витӗр вуншар пин туха-туха каять.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Обоз пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен офицер ҫӗнӗ хула теекен вырӑнта, матрос ҫемьисем пурӑнакан хӑма бараксенчен инҫех мар, палаткӑра пурӑннӑ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Мӗнпур укҫи ман ҫакӑ, теекен Козельцов тӗп-тӗрӗссинех каламан-мӗн: унӑн тата тепӗр 4 ылтӑн пулнӑ, пӗр-пӗр чух кирлӗ пулӗҫ-ха тесе, вӑл вӗсене ҫан ӑшне ҫӗлесе хунӑ, анчах та вӑл хӑйне хӑй ку ылтӑнсене темӗнле пулсан та тивместӗп тесе сӑмах панӑ пулнӑ.
7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Штабс-капитан, ытти пур ытла ӑслах мар ҫынсем пекех тивӗҫлӗх тенине уйрӑммӑнах вӑйлӑн сиссе туйса тӑнӑскер, ҫав тивӗҫлӗх теекен сӑмахпа хӑйне хӑй кӑштах лӑплантарчӗ те, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, юлашки вӑхӑтра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен хытӑрах пулнӑ пирки хӑйпе хирӗҫкелесе пурӑннӑ ашшӗ патне юлашки ҫыру ҫырма тытӑнчӗ.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫул ҫинче вӑл Пест теекен юнкер барона курчӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр бутылка «бордо» теекен квасак эрех, Крым эрехе пур вӗсен.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тутарсем вилнӗ ҫынна пирпе чӗркенӗ те, тупӑксӑрах ял тулашне ҫӗклесе кайса, чинара теекен йывӑҫсем айне, курӑк ҫине вырттарнӑ.Завернули мертвого в полотно, без гроба, вынесли под чинары за деревню, положили на траву.
4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Жилинпа Костылина сарая илсе кайнӑ; унта вӗсем валли куккурус улӑмӗ илсе пынӑ тата кӑкшӑмпа шыв лартнӑ, ҫӑкӑр панӑ, черкеска теекен икӗ кивӗ сӑкман леҫнӗ тата салтаксенӗн ҫӗтӗлсе пӗтнӗ аттисене илсе пынӑ.
2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫурӑмӗсем хыҫне пурте мамӑк минтерсем хунӑ; умӗсене ҫаврака йывӑҫ ывӑспа вир икерчисем лартнӑ, чашкӑпа шӑратнӑ сар ҫу ларать, тата пӗчӗкҫӗ кӑкшӑмпа буза теекен сӑра лартнӑ.
2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Качакана вӑрлӑп теекен вӑрри качака патне вӑрттӑн пынӑ та, шӑнкӑравне хывса, ашак хӳринчен ҫакса янӑ; унтан качакине ҫавӑтса хирелле кайнӑ.Первый вор подкрался к козе, снял с нее бубенчик и привесил к хвосту осла, а козу увел в поле.
Виҫӗ вӑрӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑн пекех, шывӑш (водород) теекен газ е вӗри сывлӑш тултарнӑ хӑмпӑ та ҫӳлелле вӗҫсе каять, мӗншӗн тесен вӗри сывлӑш сиввинчен ҫӑмӑлтарах, шывӑш ытти пур газсенчен те ҫӑмӑл.
Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен хӑмпӑсене мӗнле туни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Булькӑна стечка теекен чир ҫакланнӑ.
Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Вӗсен Мама Джумбо теекен ҫыннине эпӗ хам та курнӑ, — малалла калама пуҫларӗ матрос, — анчах мана улталаймӑн, эпӗ вӑл мӗн иккенне курнӑ-курманах чухласа илтӗм, анчах хурисем вӗсем — кирек мӗне те ӗненеҫҫӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Илес теекен кашниех илме пултарнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Павел амӑшне «эсӗ» мар, «эсир» теекен, ӑна «аннеҫӗм» тесе чӗнекен пулчӗ, пӗррехинче, сасартӑк йӑвашланса: — Эсӗр, анне, тархасшӑн ан пӑшӑрханӑр, эпӗ паян киле кая юлса таврӑнатӑп… — тесе хучӗ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Катюша Павела сад урлӑ веранда ҫине ертсе пычӗ, кунта «кӑвакарчӑн ҫитермелле» теекен вӑйӑ выляҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл ӗнтӗ сирень тӗслӗ платьене курми пулчӗ; кашни хирӗҫ пулакана пӗр именмесӗр тӗрткелесе, вӑл пӳлӗмрен пӳлӗме ҫӳрерӗ, анчах пур пӳлӗмре те вист теекен карт вӑййине ним шарламасӑр выляса ларакан туссемсӗр пуҫне никама та тупаймарӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Гектограф теекен машина ҫинче пичетленӗ листовка халӑха нимӗҫсене хирӗҫ кӗрешме чӗнет.Оттиснутые на гектографе строки листовки призывали население к сопротивлению немцам.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пирӗн умра вӑл хӑй тӑхӑнан хура пустав толстовкипех тӑрать, вӑл уроксене те ҫавна тӑхӑнса ҫӳретчӗ, халӗ те, ӗлӗкхи пекех, хӑйӗн пенсне теекен куҫлӑхне сӑмса тутӑрӗпе сӑтӑрса тасатать, кӑтра ҫӳҫӗпе малалла тухарах тӑракан сухалӗ ҫеҫ унӑн ҫак иртнӗ ҫул хушшинче тата ытларах шуралнӑ.
I сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.